Вӗренӳ
Шупашкар хула администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 11-мӗш ача пахчин психолог-вӗрентекенӗ Анна Данилова «Ҫулталӑк воспитателӗ — 2022» конкурса хутшӑнать. Анна — ҫамрӑк воспитатель. Вӑл ача пахчинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 5 ҫул ҫеҫ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл хӑйӗн талпӑнулӑхӗпе, ӑсталӑхӗпе палӑрма пултарнӑ, ҫав енсене тӗрлӗ конкурсра кӑтартса панӑ. Кӑҫал, авӑ, «Ҫулталӑкри чи лайӑх психолог-педагог» ята тивӗҫнӗ те ҫӗршв шайӗнчи конкурса Ярославль хулине тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре «Телейлӗ ачалӑх – ачасен куҫӗпе» акци пуҫланнӑ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать: шкул ачисем, ача пахчин шӑпӑрланӗсем, вӗрентекенӗсемпе ашшӗсемпе амӑшӗсем. Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ валли логотип тата девиз шухӑшласа кӑлармалла. Ӑна видеоролик, хӑтлав, сӑнӳкерчӗк пек хатӗрлеме пулать. Е шухӑша хут ҫине ҫырса кӑтартмалла, файла molod9@cap.ru электронлӑ почтӑна ямалла. Чи интереслӗ проектсемпе ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртекен «тӳрӗ линире» паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти шкулта чӑваш чӗлхи учителӗ пулса ӗҫлекен Александр Степанов ҫӗршыври конкурса хутшӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть Александр Степанов «Контактра» страницӑра хӑйӗн пикри хыпарланӑ. «Ставрополь тӑрӑхӗнче эпӗ 6-мӗш кун пурӑнатӑп ӗнтӗ. Пурӑнатӑп кӑна мар, тӑван чӗлхепе литературине вӗрентекенсен ӑмӑртӑвне хутшӑнатӑп. Тӗрлӗ регионти 68 вӗрентекен хӑйӗн пултарулӑхне методика лаҫҫисенче, уроксенче, класс сехечӗсенче тата ӑсталӑх лаҫҫисенче кӑтартрӗ. Эпӗ те хамӑн пултарулӑха кӑтартрӑм, ЛАУРЕАТ ята тивӗҫрӗм. Каласа хӑвармалла, ку сумлӑ ята 17 вӗрентекен кӑна илме пултарчӗ. Малалла утма ӑнӑҫу ҫитмерӗ пуль! Тепӗр майлӑ шутласан лауреата тивӗҫни тата та аван. Аталанма май пур. Ҫитес ҫулсенче хутшӑнса ҫӗнтерӗп. Ун пек пӗтӗмлетӳ тума пур май та пур)», — тесе пӗлтернӗ вӑл авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Киров облаҫӗнчи С.М. Киров ячӗллӗ драма театрӗ Шупашкара гастрольпе килсе ҫитнӗ. Вӗсем пирӗн патӑмӑрта авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗ таран пулӗҫ. Репертуара «Вишневый сад», «Детектор лжи», «Мама», «Осенняя кадриль», «Семейка Краузе» камитсене тата ачасемпе аслисем валли лартнӑ «Сказка о потерянном времени» юмаха кӗртнӗ. Спектакльсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче курма пулать. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Кироври куракансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарать. Репертуара тӗнче балечӗн вилӗмсӗр классикине, хальхи вӑхӑтри тата сӑнавлӑ хореографи ӗҫӗсене: «Спящая красавица» (П.И. Чайковский), «Вальпургиева ночь» (Ш. Гуно), «Кармен-сюита» (Ж. Бизе тата Р. Щедрин), «Жизель» (А. Адан), «Дон Кихот» (Л. Минкус) — кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус шӑтӑк-путӑка кӗрсе ларнӑ. Унта вӗсен бази вырнаҫнӑ. Пӗлетӗр ӗнтӗ: унта шӑтӑк нумай, асфальт питӗ начар. Ҫумӑр ҫунипе лупашка мӗн тарӑнӑшне пӗлме те ҫук. Ҫула хӑҫан юсӗҫ? Ку ӗҫе ҫитес ҫула куҫарнӑ. Ӑна суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юсамалла. Приставсем нимӗн те туманшӑн тӳре-шарана икӗ хутчен штрафланӑ. Реконструкци 2-3 тапхӑрпа иртмелле. Кашниех 2-3 ҫула тӑсӑлӗ. Хальлӗхе ку ӗҫсене 1,5 миллиард тенкӗпе пурнӑҫлама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Шкул-2025» проектпа килӗшӳллӗн 3 шкул хута ямалла: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫ поселокӗнче. Кӳкеҫри пӗлӳ ҫуртне ҫитес ҫул тума тытӑнӗҫ. Унта 825 ача валли вырӑн пулӗ. Шкул проектне питӗ хӑвӑрт хатӗрленӗ. Вӑл пӗлтӗрех патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Шкула ҫитес ҫул тума тытӑнса 2024 ҫул вӗҫӗччен хӑпартса пӗтерме палӑртнӑ. Шкула хута яма Чӑваш Ен – 622,2 миллион тенкӗ, «ПроШкола» тулли мар общество 624,6 миллион тенкӗ хывӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче сысна комплексӗнче выльӑх-чӗрлӗх усрамалли ангар ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Пушар тухсан ангартан 50 сысна ҫурине эвакуациленӗ. Сӑмах май, юлашки талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнине палӑртнӑ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра 67 ҫулти арҫыннӑн хуралтисем ҫунма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
"Чебмедиа" сайтри сӑн Пирӗн республикӑра теплицӑри пахча ҫимӗҫ ӑнса пулассине регионти Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Ҫак культурӑсене пухса кӗртес енӗпе пирӗн регион рекорд лартасси патне ҫывхарса пырать. Кӑҫал, малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, теплицӑсенче 27,8 пин ытла тонна туса илмелле. Пӗлтӗр 27,4 пин тонна пухса кӗртнӗ. Хальлӗхе 21,2 пин тонна пуҫтарнӑ. Ҫурри ытла – хӑяр, ӑна 11 тонна татнӑ. 9,8 тонна помидор пухса кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Сӑнӳкерчӗк: Global Look Press/XinHua/Mohammed Mohammed Англири Манчестер университетӗнчи ӑсчахсем ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: пылӑн ҫӗнӗ клеткӑсене хӑвӑрт ҫуратакан тата микробсемпе кӗрешекен пахалӑх пур, ҫавна май унпа сурансене хӑвӑртрах тӳрлетес тесен усӑ курма пулать. Кун пирки MDPI медицина кӑларӑмӗнче хыпарланӑ. «Ридус» палӑртнӑ тӑрӑх, экспертсем 85 ҫул хушшинче пичетленнӗ 250 ӑслӑлӑх статйине пӗтӗмлетсе тишкернӗ те пылпа пӗрле усӑ курнӑ чухне вӑйлӑ бактерисем антибиотиксене лайӑхрах парӑннине асӑрханӑ. Унсӑр пуҫне тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх пыл микробсемпе лайӑх кӗрешет, ӑсчахсем вӑл кӑмпапа вируссене пӗтерме е вӗсем сарӑлассине вӑрахлатма пултарнине асӑрханӑ. Ҫав хушӑрах сурансене хӑвӑртрах тӳрленме усӑ куракан ҫыхӑсемпе усӑ курнӑ чухне ҫак ҫимӗҫӗн тухӑҫлӑхӗ чакать — вӗсем пылри усӑллӑ япаласене сурана лекме чӑрмантараҫҫӗ. Тӗпчев ӗҫӗн ертсе пыракан авторӗ Джоэл Юпанки Миелес каласа панӑ тӑрӑх, пыл пӗрлешӗвӗсенче антимикроблӑ тата ҫӗнӗ клеткӑсене хӑвӑрт ҫуратакан агентсем пур, вӗсемпе ӳте сыпӑнтарма е антибиотиксене йышӑнман чухне усӑ курма пулать. Ҫав хушӑрах, вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен ӗҫне тишкерсе тата пылри ҫав агентсен ӗҫне лайӑхрах ӑнланас тӗлӗшпе тӗпчевсене малалла тӑсмалла, калӑпӑр, ахаль майпа тата хӑрушлӑх кӑлармасӑр сурана илсе ҫитермелли меслетсене тупмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
"За рулем" порталти сӑн «За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ГЭС патӗнчи Атӑл урлӑ каҫмалли кӗпере юсаса пӗтернӗ. Ӗнер кӑна, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ирхине ҫулӑн ҫур пайне кӑна уҫнӑ. Каҫ енне пӗтӗм ҫула уҫнине пӗлтернӗ водительсем. Палӑртса хӑварар: ГЭС ҫывӑхӗнчи кӗпере икӗ ҫул юсанӑ. Ку ӗҫе 191 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |