Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни, РСФСР халӑх ӳнерҫи Ревель Федоров пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 92 ҫулта пулнӑ.

Ревель Федорович Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче 1929 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Малтан вӑл Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, кайран - Харьковри ӳнер институтӗнче.

Ревель Федорович И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра нумай ҫул вӗрентнӗ. Вӑл Чӑваш Енри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн правленине чылай ҫул ертсе пынӑ. Унӑн картинисем Чӑваш Енри, Раҫҫейри, АПШри, Европӑри ҫӗршывсенчи музейсенче упранаҫҫӗ.

Ревель Федоровичпа чӳкӗн 1-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче сывпуллашӗҫ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкар ҫыннине улталанӑ ют регион арҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл - Краснодартан.

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти 37 ҫулти арҫын тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ача-пӑча хутӑшӗ туянас тенӗ. Сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ та ӑна 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ пач ҫухалнӑ.

Шупашкар арҫынни полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Краснодар арҫыннине нумаях пулмасть тытса чарнӑ. Унӑн хваттерӗнче 6 телефон, 15 банк картти, нумай симка тупнӑ. 38 ҫулти арҫын айӑпне йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82677
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра "Мускав - Ӗпхӳ" М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. "Скания" рулӗ умӗнче ларнӑ 59 ҫулти водитель малта пыракан ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. "Опел" машинӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын тата унӑн 7-ри ывӑлӗ пулнӑ. Вӗсем суранланнӑ. Ашшӗне тухтӑрсем пулӑшнӑ та киле янӑ, ывӑлне вара пульницӑна вырттарнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: фура водителӗ ӳсӗр пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82675
 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Г.Н. Волков академике аса илсе...

«Анчах хура кӗвӗҫӳпе

Ҫав ҫӑлтӑр пуррине те мар,

Ун ҫутине те йышӑнмастпӑр.

Ҫӑлтӑр ҫути тарӑхтарать,

Хӑйӑ ҫути – ҫырлахтарать...»

Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат

 

Тӗнчене Чӑн Чӑваш Чунӗпе тӗлӗнтернӗ Геннадий Никандрович Волков этнопедагог, академик – Кашкӑр Хуначи ҫуралнӑранпа 95 ҫул, чӗри тапма чарӑннӑранпа вара кӑҫалхи декабрь уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 12 ҫул ҫитет.

Ман хамӑн Геннадий Никандровича вӑтӑр икӗ ҫул хушши пӗлсе-курса тӑнине ӗненессӗм те килмест. Хӑйшӗн те вӑл тӗлӗнмелле пулниех: «Сана, ҫап-ҫамрӑк та ӑслӑ хӗре, паянхи пекех асра тытатӑп тени ҫитмӗ, паян кунчченех куҫ умӗнче тӑратӑн тени, вырӑнлӑрах пулӗ», - тесе ҫырать вӑл мана 50 ҫул ятпа саламласа ҫырнӑ 2010-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче халалланӑ пехилӗнче. Вӑтӑр икӗ ҫул (1978-2010) академикпе ҫыхӑннӑ самантсем куҫ умне халӗ те яр-уҫҫӑн тухса тӑрса мана пӑлхантараҫҫӗ те, савӑнтараҫҫӗ те, ҫав вӑхӑтрах тарӑн шухӑша яраҫҫӗ.

Малалла...

 

Апат-ҫимӗҫ
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Тӳре-шара юпа уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче Шупашкарта апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗнле улшӑннине тишкернӗ. 11 лавккари хаксене шута илнӗ.

Юлашки эрнере ҫак ҫимӗҫсем йӳнелнине палӑртнӑ: сгущенка, консерв, макарон, ҫӑмарта, купӑста, панулми, кишӗр, рис, шӑнтнӑ пулӑ, услам ҫу, шурӑ ҫӑкӑр, сысна ашӗ, тӑвар, пулӑ консервӗ, 5 литрлӑ таса шыв.

Сгущенка 42 тенкӗ таранах йӳнелнӗ, какай консервӗ - 37 тенкӗ, услам ҫу - 34 тенкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82670
 

Республикӑра
ok.ru/batyrevska/topic/155405995818476 сӑнӳкерчӗкӗ
ok.ru/batyrevska/topic/155405995818476 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗн председательне Алёна Горшковӑна Раҫҫейри хӗрарӑмсен канашӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.

«Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн черетсӗр ХХ съезд ӗҫне хутшӑнма тӳр килнишӗн хӗпӗртерӗм. Ӑна обществӑлла организацие йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта Патӑрьел районӗнчен виҫҫӗн хутшӑнтӑмӑр: централизациленӗ библиотека директорӗ Алевтина Овчинникова, район администрацийӗн социаллӑ аталану тата туризм ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ Наталия Никитина тата эпӗ. Съезд ӗҫне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнса пирӗн ӗҫе тивӗҫлӗ хак пани те кӑмӑллӑ пулчӗ», — хавхаланса пӗлтернӗ съезд хыҫҫӑн Алёна Горшкова.

Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗн вара Раҫҫейри хӗрарӑмсен канашӗн дипломӗпе чысланӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Транспорт министерстви хула ҫыннисене лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 331-мӗш маршрут ҫине вӑтам класлӑ автобуссем тухнӑ. Хальлӗхе унашкал 10 транспорт ҫӳрет. Ҫитес эрнере тепӗр 5 ҫӗнӗ автобус ҫула тухмалла Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пӗтӗм автобуса ҫӗннисемпе улӑштармалла.

Ҫын нумай чухне автобус кашни 10 минутра ҫӳрӗ. Ытти вӑхӑтра - кашни 20 минутра.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта пӗр водитель 10 ҫулти арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Хӑй вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.

Ҫав водителе пӗр хӗрарӑм пулӑшнипе тупнӑ. Евгения Кузина ҫав аварие хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Кун пирки вӑл ҪҪХПИе пӗлтернӗ.

Кун хыҫҫӑн водителе часах тытса чарнӑ.

Евгения Кузинӑна йӗрке хуралҫисене пулӑшнӑшӑн тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82657
 

Пӑтӑрмахсем
умвд. 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
умвд. 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 20 минутра Шупашкарта пӗр арҫынна тытса чарнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнче рейда тухнӑ йӗрке хуралҫисем пӗр ҫынна асӑрханӑ, ун аллинче пӑшал евӗр япала пулнӑран пакунлисем чарӑннӑ. Анчах вӗсене курсан арҫын тарма хӑтланнӑ та май килмен.

Урама тухиччен ҫав арҫын каҫхи клубра пулнӑ. Хӑйне йӗркесӗр тытнӑран ӑна унтан тухса кайма ыйтнӑ. Ҫавна кура револьвертан сывлӑшалла пенӗ. Хӗҫпӑшал пульӑсӑр пулнӑ.

Арҫын йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ револьвера Мускавра туяннӑ.

Пуҫтахланнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Лидия Филиппова сӑнӳкерчӗкӗ
Лидия Филиппова сӑнӳкерчӗкӗ

«Тӗлӗнмелле ЧУНЛӐ мероприяти иртрӗ паян Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑмӑрӑн ҫуралнӑ ялӗнче – Ҫеҫпӗлте. Ун ячӗллӗ шкулта Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑн парттине уҫрӑмӑр – шкул ачисемпе, вӗрентекенсемпе, ял халӑхӗпе, ҫыравҫӑсемпе, «Канашсем» ентешлӗхпе пӗрле», – тесе хыпарланӑ ӗнер тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Лидия Филипповна журналист, публицист тата поэт.

«Ҫеҫпӗлӗмӗрӗн тӑван халӑхӗшӗн шатӑртатса ҫуннӑ чун-чӗрин кӑвайтне «ҫеҫпӗл ҫеҫкисен» чӗрине ҫитерме пултартӑмӑр пулӗ тесе шухӑшлатпӑр. Ачасен ялкӑшса тӑракан куҫӗсене курни, вӗсем поэт сӑввисене хӗрӳленсе вулани – пирӗншӗн чи хаклӑ тав туни пулчӗ. Тав сире пурне те, ентешсем!» – хавхаланса та ҫунатланса пӗлтернӗ Канаш ҫӗрӗн канӑҫсӑр чунлӑ хӗрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ok.ru
 

Страницӑсем: 1 ... 666, 667, 668, 669, 670, 671, 672, 673, 674, 675, [676], 677, 678, 679, 680, 681, 682, 683, 684, 685, 686, ... 3850
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 13

1880
145
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1937
88
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...