Экономика
![]() Чӑваш Енре полиэтилен пӑрӑхсем туса кӑларакан савут хута ярасшӑн. Кун пирки ЧР Промышленноҫ тата энергетика министерстви пӗлтерет. Савута Канашра хута яма палӑртнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ ресурс» промышленноҫ технопаркӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлӗ. Хальлӗхе инвестици проекчӗн заявкине пӑхса тухаҫҫӗ. Савутра шыв, газ, кабель хунӑ чухне усӑ курмалли пӑрӑхсем туса кӑларӗҫ. Ҫулталӑкра 20 пин тоннӑран кая мар продукци кӑларма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗмӗрлере пӗр ачана йытӑ ҫыртнӑ. Ҫавӑн пирки ача амӑшӗ прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ май ҫакна палӑртнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ача шкултан килне таврӑннӑ, ҫавӑн чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫыртнӑ. Ачана амӑшӗ больницӑна илсе кайнӑ. Унтан вӑл надзор органне ҫӑхавланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта Ҫӗмӗрле хула администрацийӗнчен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн саплаштарма ыйтнӑ. Суд ачана майлӑ пулнӑ — администрацирен 10 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Кӑҫал кӗркунне ҫанталӑк уяр тӑманран республикӑри хуҫалӑхсем пахча ҫимӗҫе пухса кӗртеймен-ха. Ҫӗр улмине те кӑларса пӗтереймен. Хуҫалӑхсене студентсем те пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ӑс пухакан ҫамрӑксем Муркаш районне пулӑшма кайнӑ. Студентсен отрядӗнче пӗтӗмпе 80 ытла яш-хӗр. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗрулми, кишӗр, купӑста, хӗрлӗ кӑшман, ытти ҫимӗҫ ӑнса пулнӑ. Анчах вӗсене йӑлтах пухса кӗртеймен-ха. Тепӗр 378 гектар пахча ҫимӗҫ, 1500 гектар ҫӗрулми кӑлармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарта тахҫанах, 2018 ҫултанпа, виҫӗреш ҫуралман. Нумаях пулмасть Алексейпа Екатерина Гуменюксен ҫемйинче тӳрех виҫӗ ача кун ҫути курнӑ: Вероника, Михаил тата Артем. Сӑмах май, кӑҫалхи 5 уйӑхра Чӑваш Енре 44 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Хальччен пӗр виҫӗреш те пулман. Пӗрремӗшӗ – Гуменюксен ҫемийнче. Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 6737 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8,8 процент сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӑл та кайрӗ…Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тӑван чӗлхе пӗлӗвӗ, чӑваш наци культури тата тепӗр ҫухату тӳсрӗ: чӑваш чӗлхин чи сумлӑ тӗпчевҫи, чылай словарьпе вӗренӳ хатӗрӗн авторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елизавета Федоровна Васильева пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл вӑтӑр ҫула яхӑн университет яш-кӗрӗмне пӗлӳ панӑ, вунӑ ҫул педуниверситет студенчӗсене чӑваш чӗлхин историне, тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикине, авалхи тӗрӗк тата турккӑ чӗлхисене вӗрентнӗ. Пулас чӗлхеҫӗ 1934 ҫулхи ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Элӗк районӗнчи Ярхуньушкӑнь ялӗнче чӗм илнӗ. Вӑрҫӑ кӗрленӗ вӑхӑтра ҫурма тӑлӑха юлнӑ хӗр пӗрчин ачалӑхран часах хӑпма тивнӗ. 1950 ҫулта Елизавета Васильева педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Институт пӗтерсен Елизавета Фёдоровнӑна шкула вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме янӑ. Кун пирки вӗрентекенӗмӗр хӑй ҫапла аса илетчӗ: «Ман Нарспипе Сетнер ҫӗршывне – Пушкӑрт тӑрӑхне каяс килетчӗ, Самар енӗ те чуна туртатчӗ. | ||
Хулара
![]() Троллейбус управленийӗн архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Конкурса чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑ. Малтан ку должноҫе унччен пассажирсене илсе ҫӳрес енӗпе ӗҫленӗ Эдуард Козлов йышӑннӑ. Ку тивӗҫе вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе пурнӑҫланӑ. Унӑн предприятие тӑкаксӑр ӗҫлеттерсе ямалла пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра директор тивӗҫӗсене Валерий Федоров пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗсем — «Тӑван ҫершывӑн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхен хастарӗсем Кремльте Президент полкӗнче хӗсметре тӑракан Чӑваш Енри каччӑсемпе тӗл пулнӑ. Раҫҫейӗн Президент полкӗ Патшалӑха сыхлакан федераци службин тытӑмне кӗрет. Юлташлӑхӑн правленийӗн председателӗн пӗрремӗш заместителӗ Иван Николаев тата организацин офицерсен тӗп тытӑмӗ маттур каччӑсен ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ, Хисеп грамотисемпе хавхалантарнӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Ирина Шоркина, Ольга Оболенская музыкант тата чӑваш эсрадин артисчӗ Алена Силпи концерт лартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре виҫӗ кунта 51 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Юпа уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче ятарлӑ тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене хастар ҫынсем те пулӑшнӑ — вӗсем киккирикне хӗртнӗ ҫын руль умне ларнине курсан кирлӗ ҫӗре систернӗ. Ӳсӗрсем инкеке час-часах лекеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, сӑмахран, Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче «Лада-Приора» автомобиль ҫул айккинчи чул ҫине пырса кӗнӗ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинчи Граждан урамӗнче пӗр ӳсӗр водитель умра пыракан «Приора» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрне вӗҫӗнче «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче «Звуки музыки народной» (чӑв. Халӑх кӗввин сасси) ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ. Ал айӗнчи тӗрлӗ хатӗртен чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур, краевед, чылай кӗнеке авторӗ, Николай Фомиряков ачасене чӑваш музыка инструменчӗсем пуҫланса кайни, вӗсен кашнин янӑравлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ӑстапа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш тата 49-мӗш вӑтам шкулсенче 6-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӑмӑшран сӑрнай, шӑпӑр валли чӗлӗх хатӗрлеме май пуррине пӗлсе тӗлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() «Донбасс» юрӑпа ташӑ ансамблӗ Ҫӗнӗ Шупашкара килсен. Ака уйӑхӗ. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Донецк тата Луганск тӑрӑхӗнчи артистсем пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче кӑҫалхи пуш уйӑхӗнченпе гастрольпе ҫӳреҫҫӗ. Ака уйӑхӗнче пирӗн тӑрӑхра «Донбасс» академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ пулнӑччӗ: асӑннӑ уйӑхӑн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта, 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче концерт кӑтартнӑччӗ. Авӑн уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче Пукане театрӗсен пӗтӗм тӗнчери III фестивалӗ иртнӗ май Донецкри академи пукане театрӗ 2 спектакль лартнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине Донецкри А.Б. Соловьяненко ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗ тухӗ. Ҫитес уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Тысяча и одна ночь» балет кӑтартӗҫ, 9-мӗшӗнче – «Малыш и Карлсон» тата «Пер Гюнт» балетсем. Асӑннӑ тетара чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Донецкри М.М. Бровун ячӗллӗ патшалӑх академи музыкӑпа драма театрӗ «Юнона и Авось» рок-оперӑпа килӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнче Донецкри ҫамрӑксен театрӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Левша» спектакль кӑтартӗ, 23-мӗшӗнче — «Человек из Подольска». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |