Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫул-йӗр
Google.Map-ран илнӗ скриншот
Google.Map-ран илнӗ скриншот

Суд приставӗсен федераллӑ службин Чӑваш Республикинчи управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх иртнӗ уйӑхра республикӑра 85 автомобиле арестленӗ.

Ҫак ӗҫе суд приставӗсем ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ. Машшинсене республикӑн тӗп ҫулӗсем ҫинче те тытса чараҫҫӗ, ял-хуласенче те. Вӗсене тӗрлӗ штрафсене тӳлесе татманшӑн арестлеҫҫӗ.

Сӑмахран, ведомство каласа панӑ тӑрӑх, нумай пулмасть Шупашкар районӗнче пӗр водителе тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе 76 штраф ҫырса панӑ иккен, анчах 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вӗсене тӳлемен. Мӗнпурӗ 105 пин пухӑнса кайнӑ. Ҫав шутра штрафа шыраса илес ӗҫшӗн тӳлесси те. Тепри, 1997 ҫулта ҫуралнӑскер, 26 штрафа тӳлесе татман.

Приставсем водительсене штрафа тӳлесе татма ыйтнӑ, анчах лешсем хирӗҫ пулнӑ. Ҫавна пула транспорта штрафстоянкӑна илсе кайма тивнӗ. 10 кун хушшинче штрафсене тӳлесе татмасан вӗсен машшинисене сутса штрафсене шыраса илме ирӗк пур.

 

Ҫул-йӗр

Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи 2,5 ҫухрӑм ҫула ҫӗнӗ асфальт сарнӑ. Ку ӗҫе 145 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ.

Ӗҫе "Дорстар" подрядчик пурнӑҫланӑ.

Подрядчик ӗҫе чылай маларах вӗҫленӗ. Ҫула 3 уйӑхрах сарса пӗтернӗ.

Шӑнкӑртамсем "Ял территорийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ" программӑпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ асфальтлӑ пулнӑ.

 

Сывлӑх

Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче врач амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Унта Тури Чаткас, Хӗрлӗ Васан, Максим Горький ялӗсенчи ҫынсем ҫӳрӗҫ.

Тӗрӗссипе, амбулаторие ҫуркунне вӗҫӗччен туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах вӑл юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫеҫ хӑйӗн алӑкне уҫнӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, амбулаторие 1,2 пин ҫын пулӑшу илме пырӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Йӳҫпан ялӗнче ирхине грузовик каялла чакнӑ чухне 65 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, вӑл реанимацире вилнӗ.

Машина ГАЗ-53 пулнӑ. Халӗ ҪҪХПИ инспекторӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Политика

Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев суя документсемпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Вӑл депутат та. Унӑн хӑйӗн ӗҫӗпе, ҫав шутра транспорт тӑкакӗ те, уйӑхра 18 пин тенкӗрен ытла пулмалла мар. Ермолаев 2021 ҫулхи ҫу-юпа уйӑхӗсенче финанс отчечӗ тӑратнӑ. Пӗтӗмпе - 108 пин тенкӗлӗх. Касса чекӗсем пулнӑ, анчах тӑкаксем чӑннипе пулман. Ҫак документсемпе килӗшӳллӗн унӑн счечӗ ҫине укҫа куҫнӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗнче тӗрӗслев пуҫлансан вӑл укҫан пӗр пайне тавӑрса панӑ.

Тӗрӗслев малалла пырать.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ «Оживляем книжные страницы» (чӑв. Кӗнеке страницисене ҫӗнететпӗр) ятпа чӑвашла видеороликсемпе анимаци фильмӗсен конкурсне ирттерет.

Унӑн тӗллевне чӑваш чӗлхине вӗрентессин тухӑҫлӑхне ӳстерессипе сӑлтавланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 14 ҫултан иртнӗ кирек епле ача та хутшӑнайӗ.

Конкурс материалӗсен чӑвашла пулмалла. Вӗсене юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗччен https://forms.yandex.ru/u/62f2180940d4c2d6a2f40809/ каҫӑпа йышӑнӗҫ.

 

Персона
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫум ҫумлама юратманран агроном пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫакӑн пек каланӑ хӑйӗн пирки те чӑнласах, те шӳтлесе Чӑваш халӑх артисчӗ Сергей Иванов. Паян, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, унӑн 50 ҫулхине халалласа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пултарулӑх каҫӗ иртет.

Халӑх юратакан сцена ӑстин нумай енлӗ пултарулӑхне пӗри те тепри палӑртать. Унӑн алли те ылтӑн – тӗрлӗ ӗҫ тума ӑста: кирпӗч те хурать, пахчаҫӑ та вӑл, техникӑна та юратать.

Ят-сум пирки каласан, Сергей Иванова тӑван Тӑвай районӗн Хисеп кӗнекине те кӗртнӗ. Кун пирки паян пӗлтерчӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри пӗтӗм районта «Вӑрмана упратпӑр» Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар лесничествинче те йывӑҫсем лартнӑ.

Иртнӗ вырсарникун Атӑл леш енче нимеҫӗсем, ахаль ҫынсем йывӑҫ хунавӗсем лартнӑ.

Акцие хутшӑннӑ 480 ҫын 15 пин хыр хунавӗ лартнӑ. Ку пӗтӗмпе 12 гектар ҫӗре йышӑннӑ. Иртнӗ вырсарникун ҫанталӑк та хӗвеллӗ тӑнӑ. Ҫавӑнпах-тӑр акцие хутшӑнакан нумай пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑк хӗвеллӗ кунсемпе савӑнтармасть. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫумӑр ҫумӗ, хӗвел пӑхӗ. Ҫапах 5-10 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Кун хыҫҫӑн сивӗтме тытӑнӗ. Ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пултарӗ.

Ытларикун ҫанталӑк пӑсӑлӗ. Палӑрмаллах сивӗтӗ. Юпан 19-21-мӗшӗсенче кӑнтӑрла та 2-7 градус пулӗ. Юр ҫума та пултарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи сивӗ кунсем юпан 24-24-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ҫӗрлесерен 0 градусран та сивӗрех пулӗ. Водительсен шинӑсене улӑштарасси пирки те шутламалла.

 

Вӗренӳ
pravdapfo.ru сайтри сӑн
pravdapfo.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 4-мӗш гимнази тата 39-мӗш шкул валли директор тупайман. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.

Ҫавна май конкурс малалла пырать. Унччен гимназие 6-мӗш шкул филиалӗ тӑвасшӑн пулнӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса унӑн директорӗ хутшӑннӑ.

Халӗ Денис Спирин 4-мӗш гимназин статусне улӑштарасшӑн маррине пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 678, 679, 680, 681, 682, 683, 684, 685, 686, 687, [688], 689, 690, 691, 692, 693, 694, 695, 696, 697, 698, ... 3850
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 13

1880
145
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1937
88
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...