Республикӑра
![]() Етӗрнере 91 ҫулти кинемее шыраҫҫӗ. Кокоринова (Захарова) Валентина Николаевна килтен юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Киле таврӑнман. Вӑл ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе аптӑрама пултарать. Валентина Николаевна килтен кайнӑ чухне тӗттӗм симӗс тӗслӗ ветровка, сӑрӑ кофта, ҫутӑ кӑвак жилетка, хура атӑ тӑхӑннӑ, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ тата ҫӑм тутӑрсем ҫыхнӑ. Кинемее куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (800) 700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Алина Аркадьевна Сосаева вилсе кайнӑ. Надежда Григорьевна Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх Алина Сосаевӑн виллине паян ирхине тупнӑ. Хваттерне чылай хушӑ телефон тытманран кӗме тивнӗ. Инкеке пула пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулас. Алина Аркадьевна чӑваш топонимикине тӗпчекен специалист пулнӑччӗ. Вӑл Элӗк районӗнчи Витеҫуч ялӗнче ҫуралнӑ. Чылай вӑхӑт хушши Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче вӑй хунӑччӗ. Алина Сосаева пирӗнтен сарӑмсӑр уйрӑлнӑран редакци хурланни пирки пӗлтерет. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче вӑл пире самаях пулӑшнӑччӗ. Хушни. Алинӑпа эрнекун 14 сехет ҫурӑра республика больницин ритуал ҫуртӗнче (Мускав пр. 9В ҫурт) сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Шалти ӗҫсен министерствин Патӑрьелӗнчи пайне юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — полицин подполковникӗ Андрей Ларьков. Асӑннӑ пай Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи йӗркелӗхе тытса тӑрассишӗн яваплӑ. Андрей Ларьков 1978 ҫулта Улатӑр хулинче ҫуралнӑ. Ҫемьеллӗ, 2 ывӑл ашшӗ. Юридици пӗлӗвне РФ ШӖМӗн Чулхулари академийӗн Шупашкарти филиалӗнче илнӗ. Чи малтанах вӑл Улатӑрти шалти ӗҫсен пайӗнче оперуполномоченнӑй пулса ӗҫленӗ. Унтан картлашка хыҫҫӑн картлашка тӑрӑх хӑпарса пынӑ май 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Патӑрьелӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ пулса тимлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vedtver.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан 25 ҫулти хӗр тӗнче тетелӗнче хушма укҫа ӗҫлесе илмелли мел пирки пӗлтерӳ курнӑ. Анчах малтан вӗренӳ витӗр тухмалла-мӗн, кун валли вара телефон ҫине сарӑм вырнаҫтармалла. Ку видео урлӑ ҫыхӑнма кирлӗ имӗш. Кун хыҫҫӑн хӗр вӗсемпе ҫыхӑннӑ. Палламан ҫын мобильлӗ банк сарӑмне кӗрсе электрон енчӗкпе ҫыхӑннӑ операцисем тума ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр счечӗ ҫинчен 7575 тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫав палламан ҫын видеоҫыхӑну урлӑ хӗр мобильлӗ сарӑмра мӗнле операцисем тунине курса тӑнӑ иккен. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() alatr.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев муниципалитетсен информаци уҫӑмлӑхӗн рейтингне йӗркелеме хушнӑ. Кун пирки вӑл наркотикпа кӗрешекен комиссин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче каланӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан управлени пуҫлӑхӗ Сергей Наумов наркотикпа кӗрешекен комиссисем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен сайчӗсенче ятарлӑ баннерсене туллин тултарса пымаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ. Унта ӗҫ планӗ тата кӑтартӑвӗ пирки ҫителӗксӗр ҫыраҫҫӗ имӗш. Муниципалитетсен тӗнче тетелӗ валли хут ҫырассине лайӑхлатма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «В гостях у Асанне и Асатте (бабушки и дедушки)» (вырӑсла-чӑвашла хутӑштарса ҫырнӑ ҫак ята чӑвашла ҫапларах куҫармалла-тӑр: Асаннепе асатте патӗнче хӑнара) ятпа ҫамрӑк ҫемье клубӗсен республикӑри фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та пулӑшнӑ. Мероприяти тӗллевӗ вара ҫапларах:чӑвашсен йӑли-йӗркине амӑшӗнчен хӗрне, ашшӗнчен ывӑлне парса хӑварасси. Фестиваль Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗр хӗрарӑма Вӑрнар районӗнчи пӳртӗн пӗр пайӗ халалласа хӑварнӑ. Анчах вилнӗ хӗрарӑмӑн упӑшки ҫӗнӗ хуҫана килне кӗртесшӗн пулман. Халалланипе лекнӗ харпӑрлӑхшӑн арҫынпа ятлаҫса тӑман — суда яра панӑ, унта ҫитсе вӑл тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Тӳре те хӗрарӑма майлӑ пулнӑ — ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫӑна ҫурта кӗртме йышӑну тунӑ. Ялти ҫурта хӗрарӑм суд приставӗсемпе пырса кӗрсен арҫын текех хирӗҫ тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() novyefoto.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта йӗркесӗр пӗр арҫын пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм туяннӑ пӳлӗмрен тухса каясшӑн пулман. Вӑл ӗҫме юратнӑ, хайне килӗшӳсӗр тытнӑ. Ҫакна хӗрарӑм чӑтайман — тӑванӗсем патне тухса кайнӑ. Унтан хӗрарӑм арҫынна пӳлӗмрен суд урлӑ кӑларса яма йышӑннӑ. Судра хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хваттерти пӗр пӳлӗме вӑл 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туяннӑ. Унта ачисемпе тата пӗр арҫынпа пурӑннӑ. Арҫын пӗрмай ӗҫнӗрен, харкашнӑран кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче хӗрарӑм тӑванӗсем патне пурӑнма куҫса кайнӑ, анчах арҫын ҫав пӳлӗмрен тухса кайма шутламан та. Суд хӗрарӑм ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, арҫынна ют пӳлӗмрен кӑларса ямалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗх шайӗ — 0,81 процент. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗр 4896 ҫынна шута илнӗ. Ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле шутӗнчен ку вӑл 0,81 процент пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 23 пин те 462 ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ организацийӗн методологийӗпе шутласан, кӑҫалхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫсӗрлӗх хисепӗ пирӗн республикӑра 2,9 процентпа танлашнӑ. Ку цифрӑна Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ. Паянхи куна илсен, ӗҫсӗррисем уйӑхсерен 1500 тенкӗрен пуҫласа 12 792 тенкӗ (ку чи пысӑк виҫе) таран илсе тӑраҫҫӗ. Малтанхи виҫӗ уйӑхра ӗҫ укҫин 75 процентне тӳлеҫҫӗ, анчах ҫав сумма ӗҫсӗррисене паракан чи пысӑк виҫерен иртмелле мар, тепӗр виҫӗ уйӑх – 60 процент, анчах вӑл укҫа 5 пинтен иртмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() cheb-eparhia.ru сайтри сӑн Иртнӗ вырсарникун Шупашкар районӗнчи Янту ялӗнче храм уҫӑлнӑ. Ӑна тумашкӑн Чӑваш Енри казаксен общини 2011 ҫулта Варнава митрополитран (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) пил илнӗ. Ҫапла вӗсем йывӑҫ храм хӑпартнӑ. Анчах вӑл аҫа ҫапнине пула ҫунса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫав вырӑнта ҫӗнӗ чиркӳ валли пӗрремӗш кирпӗч хунӑ. Ӑна 2018 ҫулта туса пӗтернӗ. Кӑҫал ҫулла тин настоятеле палӑртнӑ. Вӑл – Феодосий Аксенов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |