Пӑтӑрмахсем
чувашинформ.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Улатӑр районӗнчи суд приставӗ суя дипломпа ҫӳренӗ. Вӑл ҫын Суд приставӗсен Улатӑр районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2004-2006 ҫулсенче ҫав ҫын (вӑл ун чухне пристав-исполнитель пулса тӑрӑшнӑ) Мускаври потребитель кооперацийӗн университетӗнче пӗлӳ илни ҫинчен диплом туяннӑ. Асӑннӑ документ арҫынна кайран ҫул уҫса пынӑ. Дипломлӑ этем пысӑкран пысӑкрах ӗҫ вырӑнӗсем йышӑннӑ. Суя диплом алӑра пулнӑран «Юриспруденци» специальноҫа та кӗске вӑхӑтра алла илнӗ. Пурӑнсан-пурӑнсан ултав ҫиеле тухнӑ. Суд приставӗсен пайне ертсе пынӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗрпӳ районӗнче самосвалпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхи тӑхӑр сехетре Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, тиев турттаракан машина светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире шар курнӑ «Хенда» автомобиль водительне, йывӑр суранланса пӗтнӗскере, больницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ сезона авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫма палӑртать. Асӑннӑ сезон — паллӑ ҫул. Вӑл — 105-мӗш. Нумаях пулмасть театрта труппа пухӑвӗ иртнӗ, унта ҫӗнӗ сезонти плансене палӑртса тухнӑ, вӗсене сӳтсе явнӑ. Культура учрежденийӗн директорӗ Юрий Владимиров пӗлтернӗ тӑрӑх, куракансене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле йыхравласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн Республикӑра кӗҫех «Ҫулталӑкри вӗренекене» суйлӗҫ. Конкурс ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та авӑнӑн 17-мӗшӗнче вӗҫленет. Унта 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртет. Пӗрремӗшӗ ҫурлан 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 2-мӗшӗччен пулӗ. Куҫӑн мар майпа иртекенскере вӗренекенсен электронлӑ почтӑна документсене ярса памалла. Авӑнӑн 7-17-мӗшӗсенче чи маттуррисене номинацисенче палӑртӗҫ, лауреатсемпе ҫӗнтерӳҫӗсен ятне калӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ ача республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
Кӑҫал кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче республикӑран 8 пин те 499 ҫын кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет Чувашстат. Килекенсем вара сахалрах пулнӑ. Ҫур ҫулта пирӗн республикӑна 6 пин те 154 ҫын куҫса килнӗ. Ҫапла 2 пин те 345 ҫын сахалланнӑ. Ҫак тапхӑрта ют ҫӗршыва тухса каякансен йышӗ тӑрук нумайланнӑ - 3232 ҫын кайнӑ. Чикӗ леш енчен 1387 ҫын килнӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр ют ҫӗршывсене 844 ҫын кайнӑ, 1023 ҫын килнӗ. Ку енӗпе пӗлтӗр «минус» пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Андриян Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ ҫинчен Раҫҫейри турооператорсем те пӗлме тытӑнӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Чулхулара «Раҫҫейӗн музей маршручӗсем» проектпа тишкерӳ тата презентаципе мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. РФ Культура министерстви йӗркеленӗ мероприятие Раҫҫейӗн 6 федераци округӗнчи 12 регионта (Тӗмен, Кемӗр, Мускав, Ростов, Ярославль, Мурманск, Ленинград, Чулхула облаҫӗсенче, Пушкӑртстанра, Мари Элта, Краснодар крайӗнче, Питӗрте) иртеҫҫӗ, Питӗрте пӗтӗмлетӗҫ. Асӑннӑ форума Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Шуршӑлти А.Г. Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗн директорӗ Александр Тукмаков хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Отмеченная зима. 1982. История издания книги» ҫӗнетсе хатӗрленӗ курав уҫӑлӗ. Ӑна Геннадий Айхи пултарулӑхне халалланӑ. Асӑннӑ ятпа пухса хатӗрленӗ курава пуҫласа 2019 ҫулта кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларнӑранпа 40 ҫул ҫитнӗ тӗле ӑна урӑх материалсемпе пуянлатнӑ. «Отмеченная зима». 1982. История издания книги» проект – куҫса ҫӳрекен курав. Вӑл Геннадий Айхи поэтӑн тата куҫаруҫӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Курава Айхин Францири архивӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн йӗркелеме йышӑннӑ. Ӑна поэтӑн тусӗ Николай Дронников 2015 ҫулта Чӑваш наци музейне парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш арҫынни кантура ҫапса салатнӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрмарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын кивҫен укҫа паракан учрежденисенчен пӗрне (ун пеккисемпе, тӗрӗссипе, ҫыхӑнмасан аван пулӗ те, мӗншӗн тесен процент ставкисем пысӑк) кайнӑ. Унта вӑл кредит илес тенӗ. Микрозайм организацийӗ арҫынна кивҫен пама килӗшмен. Ҫакӑ Вӑрмар арҫыннине уртарсах янӑ. Вӑл кӑштахран унта мӑлатук йӑтса пынӑ. Унпа пырса кӗрсе кантура аркатма тытӑннӑ. Чӳречене ҫапса ватнӑ, жалюзие йӑтса антарнӑ, сӗтел ҫинчи ноутбука илсе пенӗ. Ҫапла май вӑл фирмӑна 130 ытла пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Вӗсем пуҫтаха тытса чарнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм-водитель инкеке лекнӗ. 29-ри водитель тытса пыракан «Шкода-Рапид» машина «Шӑмӑршӑ-Анат Чаткас-Хайпӑла» ҫулпа пынӑ чухне ҫулӑн сулахай енне пӑрӑнса кӗрсе кайса кювета чӑмнӑ. Салонта хӗрарӑм пӗчченех пулнӑ. Вӑл аманман. Ӑна тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ. Машина вара кӑштах лапчӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ярославль, Чита, Амур облаҫӗсенче, Приморье крайӗнче, Дагестанра, Калмӑк Республикинче вӗтӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шатра чирӗпе аптӑранине палӑртнӑ. Чӑваш Енре хальлӗхе унашкал тӗслӗх ҫук. Чир пирӗн пата ҫитмен пулсан та санитарсем ӑна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку енӗпе ятарлӑ вӗренӳ пулнӑ. Сценари тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗнче ӑнсӑртран сурӑх вилнӗ. Унӑн сив чир пулнӑ, шатра тапса тухнӑ. Ҫав вырӑна специалистсем дезинфекци тунӑ, сурӑх виллине утилизацие янӑ. Унтан санитарсем пост чиккисене тунӑ, машинӑсене дезинфекциленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |