Пӑтӑрмахсем
![]() fbm.ru сӑнӳкрчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енри патшалӑх учрежденийӗсенчен пӗринче бухгалтерта ӗҫлекен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑйӗн пирки банк ӗҫченӗ тесе пӗлтернӗ. Хӗрарӑма вӑл такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе пӗлтернӗ. Телефон калаҫӑвне кӗҫех арҫын хутшӑннӑ, хӑйӗн пирки право хуралӗн тытӑмӗн ӗҫченӗ тесе каланӑ. Укҫана ҫухатас мар тесен ӑна хӑрушсӑр счёт ҫине куҫарма сӗннӗ. Хӗрарӑм банкран кредит илсе миллион ҫурра яхӑн тенке такамсене куҫарса панӑ. Кайран ҫеҫ хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ. Ҫав кунах Шупашкарта пурӑнакан 34-58 ҫулсенчи виҫӗ хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланса 250 пинрен пуҫласа 550 пин тенкӗ таран укҫана ют ҫынсене куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михал Шевле. nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑ та лӑп 135 ҫул каялла Михал Шевле (Васильев) (28.09.1887-24.04.1954) ҫуралнӑ. Вӑл — патшалӑх ӗҫченӗ, юрист, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата революци юхӑмне хутшӑннӑ. Михаил Шевле Шупашкар уесӗнчи (халӗ Куславкка районӗ) ҫуралнӑ. Малтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулне экстерн мелӗпе вӗренсе пӗтернӗ, Мускаври университетра совет правин факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Чӑваш автономи облаҫӗн облӗҫтӑвкомӗн членӗ пулнӑ, уесри аппарата ертсе пынӑ, милиципе суд ӗҫне йӗркелесе пынӑ, правительство декречӗсене пурнӑҫланине сӑнаса тӑнӑ, Национальноҫсен тӗп коллегийӗн пайташӗ шутланнӑ. Чӑваш автономи облаҫӗнчен республика туса хурас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Чӑваш АССРӗнчи Совнарком председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Темиҫе хутчен те репрессие лекнӗ, 1934-1946 ҫулсенче тӗрмесемпе концлагерьсенче ларнӑ, 1949 ҫулта Казахстана ссылкӑна янӑ. Юлашки ҫулсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1960 ҫулта (вилнӗ хыҫҫӑн) реабилитацленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Борис Моисеев вилнӗ. Кун пирки унӑн арт-директорӗ Сергей Горох пӗлтернӗ. Борис Моисеев 68 ҫулта пулнӑ. Ӑна хӑҫан пытарассине, унпа хӑш кун сыв пуллашассине хальлӗхе пӗлтермен. Палӑртмалла: 2010 ҫулта унӑн инсульт пулнӑ. 2015 ҫулта вара — микроинсульт. Унтанпа артист сцена ҫине тухман. Юрӑҫ 1954 ҫулта Беларуҫре ҫуралнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче вӑл Алла Пугачевӑн труппине лекнӗ. 80-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вара хӑй тӗллӗн юрлама пуҫланӑ. Сцена ҫинче вӑл 30 ҫул ирттернӗ, хореограф, режиссер, юрӑҫ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра республикӑра 79 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра инфекциленнисен йышӗ нумайланнӑччӗ. Сывалакансем самай пулнӑ: 435 ҫын. Вилекенсем пулман. Пульницӑна 24 ҫынна сипленме вырттарнӑ. Пандеми вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑра 4675 ҫын вилнӗ. Кашни 21-мӗш ҫын инфекцие парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Енре 12 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирхи ҫичӗ сехет ҫурӑсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра пӗри тӑххӑрмӗш хутри чӳрече янаххинчен ҫакӑнса тӑнӑ. Ҫавна хирӗҫ ҫуртра пурӑнакансем асӑрханӑ, вӗсемех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ пакунлисем кирлӗ хваттере часах шыраса тупнӑ. Алӑка пӗр каччӑ уҫнӑ. Вӑл хӑйӗнпе пурӑнакан 18 ҫулти хӗре унччен хваттере туртса кӗртме ӗлкӗрнӗ. Йӗрке хуралҫисем тухтӑрсене чӗнсе илнӗ, психоневрологи диспансерӗнче учетра тӑракан пикене вӗсем пульницӑна илсе кайнӑ. Йӗрке хуралҫисем вара хваттерте тентлӑ контейнер асӑрханӑ. Унта кил хуҫисем кантӑр ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Ленин район судне нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезда тимӗрпе пӳлсе хуни пирки тавӑҫ ҫитерекен пулнӑ. Хваттерпе юнашар лапама икӗ ҫын пӳлсе лартнӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ лапам ҫуртра пурӑнакансен пӗрлехи харпӑрлӑхӗ шутланать. Те суда тавӑҫ ҫитсе выртнине пӗлнӗрен, хваттерсен хуҫисем подъездри лаптӑка тимӗрпе пӳлсе хунине хӑйсен кӑмӑлӗпех сӳтнӗ, ҫапла вара судра ку ыйтӑва пӑхса тухма тивмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чантӑрта пурӑнакан пӗр ҫын хула ҫӗрне ярса илнӗ. Вӑл хӑйӗн саккунлӑ чиккине пӑсса профильлӗ тимӗртен карта тытса ҫавӑрнӑ, ҫӗр лаптӑкне унчченхи 400 тӑваткал метр вырӑнне 466 тӑваткал метра ҫитернӗ. Шупашкар хулин Мускав районӗнчи сучӗ муниципалитет ҫӗрне 30 кунта тавӑрса пама йышӑну кӑларнӑ. Арҫын суд йышӑнӑвне пӑхӑнман, ҫавна май суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын тимӗр картана сӳтсе ҫӗнӗрен тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Айӑплава пурнӑҫлакан федераци сулужбин Чӑваш Енри управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑх. Ку пукана Геннадий Шиндин йышӑннӑ. Паян ҫӗнӗ пуҫлӑха ЧР Элтеперне видеоҫыхӑну урлӑ паллаштарнӑ. Геннадий Петрович 1976 ҫулта ҫуралнӑ, Рязаньти патшалӑх ял хуҫалӑх академине пӗтернӗ, «ял хуҫалӑх производствин технологӗ» специальноҫе алла илнӗ. Унӑн ятарлӑ званийӗ – шалти службӑн полковникӗ. 2017 ҫултанпа айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Мӑкшӑ Республикинчи управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Паянтан – пирӗн республикӑри управлени ертӳҫи. Унччен ку должноҫе Александр Робота йышӑннӑ пулнӑ. Халӗ вӑл – Саратов облаҫӗнчи управлени пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗн автобази иномаркӑсемпе пуянланнӑ. Ӗнер каҫхине Энгельс урамӗнче вырнаҫнӑ базӑна сахалтан та икӗ Kia K5 машина илсе килнӗ. Унччен машинӑсем туянмашкӑн аукцион ирттерни пирки пӗлтернӗ. Элтепер автобази валли Kia K5 машина – 8, Kia Rio – 4 машина кирли пирки пӗлтернӗ. Аукционра малтанхи хак 34 миллион та 400 пин тенкӗ пулнӑ. Аукционра Шупашкарти «Альянс-Моторс» тата Мускави «Автомир-Тендер» ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи Тӗнеяль ялӗнче пурӑнакан арҫын Росреестртан пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн пахчинче масар туса хунӑ иккен. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ку межевани туманнипе ҫыхӑннӑ. Кадастр инженерӗ ҫӗре виҫмен тӗк Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне кун пирки сведенисем кӗртмен. Эппин, пахча чикки ӑҫта пулни те паллӑ мар. Халӗ арҫыннӑн пахча чиккисем ӑҫта пулнине ӗнентерме тивӗ. Тен, суд урлах. Сӑмах май, Тенеялӗнче вара нумаях пулмасть масара пысӑклатнӑ, карта тытас тесе ҫынсенчен 800 тенкӗ пуҫтарнӑ. Ытти - патшалӑхӑн, «Пуҫаруллӑ хысна» программӑпа килӗшӳллӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |