Сумлӑ сӑмах
Культура
Паян Телеграмри пӗр каналта Сорокино ял клубне кӑтартрӗҫ. Вӑл Псков облаҫӗнчи Дедовичи районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑхӗ кунта нумаях мар, 2010 ҫулта мӗнпурӗ те 132 ҫын пурӑннӑ. 8 ҫул маларах, 2002 ҫулта — 229 шутланнӑ. 2001 ҫулта вара — 275 ҫын. Паянхи кун мӗн чухлӗ халӑх пурӑнни паллӑ мар (Википеди пӗлтермест, хам шырарӑм — тупаймарӑм). Вӑт, хайхи ҫак клуба пӑхнӑ май хамӑн Чӑваш Республикишӗн кӑштах савӑнса илтӗм — пирӗн, вӗт-ха, ял клубӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Усӑр пуҫне ҫӗннисене те хӑпартаҫҫӗ! Кунта вара крыльци тайӑлса кайнӑ. Ҫурчӗ ҫинче ӗлӗкхи лозунгсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ... Сӑмахран, «В земле наши корни» (чӑв. Ҫӗр — пирӗн тымар), «Хлеб — богатство родины» (чӑв. Ҫӑкӑр — ҫӗршыв пуянлӑхӗ). Вӗсем тӗпренсе пӗтнӗ, совет союзӗ арканнӑранпах никам та юсаман, ҫӗнетмен… Телеграмм канал вуласа панӑ пӗлтерӳсем тӑрӑх, клубра ачасем валли дискотекӑсем ирттереҫҫӗ (кашнинчен 30 тенкӗ пухаҫҫӗ), аслисем валли ташӑ каҫӗсем (ыйтсан) йӗркелеҫҫӗ. Дедовичи районӗн кану центрӗн сайтӗнчи сӑнсене пӑхас пулсан культура пурнӑҫӗ кунта, ҫуртне тахҫанах юсаман пулин те, вӗресе тӑрать. |
Политика
Анна Иванова. digital.cap.ru Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн заместителӗ пулма Анна Ивановӑна ҫирӗплетнӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Анна Владимировна айӑплава пурнӑҫа кӗртес тытӑмра 16 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ — юрист, педагог-психолог тата журналист пулма. Вӑл Айӑплава пурнӑҫа кӗтессипе ӗҫлекен федерацин службин II тата III степеньлӗ медалӗсене тивӗҫнӗ. Журналист пулнӑ май пултарулӑх конкурсӗсенче темиҫе хутчен ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗрпӳ хулипе Пӑрачкав ялӗ Пӗтӗм Раҫҫейре хулара хӑтлӑх кӗртес енӗпе хатӗрленӗ проектсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Ҫапла вӗсем 70-шер миллион тенкӗ ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа Ҫӗрпӳре хулан кивӗ пайӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине тата ун ҫывӑхӗнчи урамсене хӑтлӑлатӗҫ. Пӑрачкавра вара Коопераци урамне илем кӗртӗҫ. Унта культурӑпа архитектура еткерлӗхӗн объекчӗсем нумай. Вӗсен ку ӗҫсене 2023–2024 ҫулсенче тумалла. Палӑртмалла: ытти ҫулсенче ку конкурсра Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем ҫӗнтернӗ. Кӑҫал конкурса 75 регионтан 280 заявка килнӗ. 160 проект ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, кӳршӗ Чулхула облаҫне вӑрманти пысӑк пушара сӳнтерме кайнӑ. Пӗтӗмпе 45 ҫын, 8 техника ҫула тухнӑ. Воротынец районӗнчи пушар ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫуннӑ лаптӑк 3300 гектара ҫитнӗ. Хальхи вӑхӑтра 800 гектар ҫунать. Ҫулӑм кӳршӗ Мари Элти вӑрман ҫине те куҫнӑ. Унта 300 гектар вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ҫулӑм ялсене ҫитес хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Михаил Балашников сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑвакхуппи курнӑ. Ҫутҫанталӑкӑн илемлӗ ҫак пулӑмӗ — пирӗн тӑрӑхшӑн тӗлӗнтермӗш. Кӑвак хуппи Ҫӗрӗн ҫурҫӗр тата кӑнтӑр анлӑхӗсенче тӗл пулать. Пӗлӗт хапхи уҫӑлнине (асӑннӑ пулӑма ҫапла та калаҫҫӗ) Ҫурҫӗр Америкӑра, Аляскӑра тата Раҫҫейӗн ҫурҫӗр районӗсенче пурӑнакансем курма пултараҫҫӗ. Гренландире, Исландире, Норвегире ҫурҫӗр шевли илемлӗ курӑнать. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи ҫӗрле — ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи Куславкка районӗнче асӑрхакан пулнӑ. Михаил Балашников ҫав пулӑма фотоаппаратпа ӳкерсе илнӗ. Унччен ҫавӑн пек пулӑма 2015 ҫулхи пуш уйӑхен 17-мӗшӗнче Шупашкарта асӑрхакансем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Айӑпланнисенчен хӑшӗсене юлашки вӑхӑтра тӗрлӗ организацире ӗҫлеттерме пуҫларӗҫ. Ку вӑл — федераци шайӗнчи йышӑну. Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин айӑпланнисем ӗҫлеме пултаракан предприятисен ҫӗнетсе тунӑ списокне хатӗрленӗ. Документа Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗпе пӗрле ҫирӗплетнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче списокра 90 предприятипе уйрӑм усламҫӑ патӗнче 349 ӗҫ вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗсен хисепне 382-е ҫитернӗ, организацисен шутне — 104-а. Ҫӗнӗрен йышӑннӑ переченьте Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр завочӗ (унта 10 ҫын ӗҫлӗ), «Ковчег» обществӑпа П.Г. Вастиков уйрӑм усламҫӑ (5-шер ҫын) пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сайтри видеоран илнӗ скриншот Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм ют ҫын ачине илсе кайнӑ. Шӑпӑрлан хулари кӳлмекре кӳмере выртнӑ. Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 16 сехетре пулса иртнӗ. Симӗс тӗслӗ кӳмери ача ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах вырӑнне ҫывӑхри полици нарячӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем видеокамерӑсене пӑхнӑ та симӗс кӳмеллӗ хӗрарӑма Ярославль урамӗнче асӑрханӑ. Кам ачине тӗксе пынине хӗрарӑм ӑнлантарса парайман — вӑл вил ӳсӗр пулнӑ. Пӗчӗк арҫын ачана больницӑна илсе кайнӑ. Тепӗр сехетрен ача амӑшӗ те тупӑннӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, 11 уйӑхри ывӑлне кӳмере ӳсӗр хӗрарӑмпа, хӑйӗн тусӗпе, хӑварнӑ. Аслӑ хӗрӗпе амӑшӗ аттракционсем патне кайнӑ. Телефон кӳмере пулнӑ. Амӑшӗ кайран пӑхать те — кӳме те, ача та ҫук. Вара вӑл ҫынсене полицие шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Икӗ хӗрарӑма та — ача амӑшне те, унӑн тусне те — административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
psplusworld.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫулсерен вӗрентекенсене укҫа парса хавхалантарать. Нумаях пулмасть 20 пин тенке 3 педагог тивӗҫнӗ. Шупашкар администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак хавхаланӑва Шупашкарти 1-мӗш шкулти Анна Егорова, 24-мӗш пӗлӳ ҫуртӗнчи Ирина Орлова, 45-мӗш шкулти Наталия Кадыкова тивӗҫнӗ. Сӑмах май, пултаруллӑ ҫамрӑксем, 35 ҫултан иртменнисем, ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫмешкӗн документсем тӑратма пултараҫҫӗ. Вӗсене авӑнӑн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
veterinary.lenobl.ru сайтри сӑн ЧР патшалӑх ветеринари служби кӳршӗ регионсенче сыснасен Африка мурӗ пуррине тупса палӑртнӑ. Апла ҫак чир пирӗн регионпа юнашарах Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, сыснасем, хир сыснисем Африка мурӗпе чирленӗ тӗслӗхсене Тутарстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнпа сысна усракан ҫынсене, хуҫалӑхсене йӗркене пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Ҫак регионсенчен выльӑх тата вӗсен апатне кӳрсе килмелле мар. Хир сысни пурӑнма пултаракан вӑрмансене ҫӳреме тӑхтамалла. Выльӑх тӑрук вилсен е чирлесен ветеринарсене пӗлтермелле. Выльӑх туяннӑ чухне сутаканран ятарлӑ документсем ыйтмалла. Ҫавӑн пекех ЧР патшалӑх ветеринари служби выльӑха маркировка тума сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян Тӑвай районӗнче автобус ҫырмана ҫаврӑнса ӳкнӗренпе 20 ҫул ҫитнӗ. Ку инкек шӑп та лӑп ҫурлан 18-мӗшӗнче, 2002 ҫулта, пулнӑ. Автобус Тӗнеялӗнчен Канаша кайма тухнӑ. Ун чухне Шупашкар хули ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Инкек пулсан та мероприятисене пӑрахӑҫламан. Аварире 25 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсен йышӗнче - 5 ҫулти ача. Салонра пӗтӗмпе 60 ҫын пулнӑ. 38 ҫын аманнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта часавай лартнӑ. Ӑна 2012 ҫулта уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |