Чӑвашлӑх
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта тӑван халӑхӑмӑр культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗллевпе те тӗрлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Паян, ав, унта ҫӳрекен амӑшӗсемпе ачисем чӑваш тӗррине тӗрлеме пуҫтарӑннӑ. «Алӑ алӑра» программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ мероприятие пухӑннисене чӑваш тӗррин асамлӑхӗпе ятарлӑ хӑтлав урлӑ та паллаштарнӑ. «Чӑваш тӗрринчи кашни эрешӗн пӗлтерӗш пуррине эпӗ пӗлмен те. Ҫӗннине пӗлме питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ!» – тӗлӗннине пытарман Шупашкарта пурӑнакан Светлана Григорьева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Игорь Самохвалов/ www.pnp.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юлашки вӑхӑтра Мускавра хваттер хакӗ кӑштах чакнӑ. Ҫакна ҫынсен пӗр пайӗ чикӗ леш енне тухса кайнипе е кайма пуҫтарӑннипе ҫыхӑннӑ. Ун пеккисем хӑйсен пурлӑхне васкавлӑн сутса яма тӑрӑшаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн Мускавра хваттерӗн 1 тӑваткал метрӗн хакӗ вӑтамран 266 пин те 498 тенкӗпе танлашнӑ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсемшӗн хак ҫурла уйӑхӗнчинчен 2,1 процент чакнӑ, икӗ пӳлӗмлисемшӗн — 1,96 процент, виҫӗ пӳлӗмлисемшӗн — 0,9 процент. Пӗтӗмӗшле илсен, кивӗ (тӗрӗсрех каласан, унччен пурӑннӑ) хваттерсене сутакан хак 1,96 процент йӳнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Персона
Пӗрле ӳснӗ хамӑр ял ачипе Тимӗрҫӗ Кермӑнӗпе Чӑваш пединститутӗнче пӗр ушкӑнра вӗренетчӗ вӑл, вырӑс ачи Юрий Леванов. Вӗсем — физикӑпа математика факультетӗнче, эпир — историпе филологире. Пӗр ҫуртрах, пӗр залсенчех, пӗр алӑксенченех иртсе ҫӳреттӗмӗр. Алла-алӑн ҫунатлантӑмӑр. Пӗрремӗш курс хыҫҫӑн, 1958 ҫулта, Казахстанри ҫӗнӗ ҫерем тыррине пухма пӗрле кайса килтӗмӗр, ҫавӑ пирӗн асра ӗмӗр тӑршшӗпех ыррӑн упранса тӑчӗ. Инҫесаспа шӑнкӑравламассерен Юрий Петрович яш вӑхӑта аса илетчӗ. Ҫухалманччӗ янкӑр ҫамрӑклӑх, пирӗнпехчӗ вӑл! Унтанпа нумай пӗлӗт шуса иртрӗ, пайтах шыв ҫаврӑнса юхрӗ. Ӗмӗрсене вӗрентӳ ӗҫӗнче ирттертӗмӗр. Вӑл Шупашкарти коопераци институчӗн проректорӗнче вӑрах тӑрӑшрӗ, Герман Анатольевич Зверев хӑй вӗреннӗ институтрах кафедра пуҫлӑхӗнче ӗҫлерӗ. Иккӗшӗ те кӗнекесем ҫырчӗҫ. Канма тухсан Юрий Петрович сӑвӑсем хайларӗ, тӑван Раҫҫей тавралӑхӗ тӑрӑх тепре курса ҫаврӑнчӗ. Ача чухне ӑна ашшӗ — совет ҫарӗн офицерӗ — хӑйпе нумай-нумай ҫӗрте амӑшӗсӗрех ҫитӗнтернӗ. Ашӗнни пек салтак ҫирӗплӗхӗ пурччӗ унӑн. |
Раҫҫейре
![]() Кӗҫех, чӳк уйӑхӗнче, вӑраха тӑсӑлакан канмалли кунсем ҫитӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ – Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ. Уяв пулнӑ май эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем 3 кун канӗҫ: эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен. Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ. Вӑраха тӑсӑлакан ҫитес канмалли кунсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫеҫ пулӗҫ. Ун чухне раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен ӗҫлемӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Вӑрмарти паркра тин ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсем валли «Туй уҫланки» концепцие кӗҫех туса пӗтерӗҫ. Унта туй карети, беседка, Эйфель башнин макечӗ, пӗчӗк кӗпер пур. ЧР Юстици министерстви ҫак вырӑн ҫамрӑк мӑшӑрсене килӗшессе, вӗсем унта хаваспах сӑн ӳкерӗнессе шанать. Ку эрнере подрядчик юлашки ӗҫсене вӗҫлӗ – «Туй уҫланкине» кӗмелли вырӑна хӑтлӑлатӗ. Пӗтӗм ӗҫе вӑл 2,9 миллион ытла тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Ҫапах палӑртса хӑвармалла: подрядчикӗн ӗҫсене ҫуллах вӗҫлемелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекен сахалланнӑ. Чӑннипе, Раҫҫейӗпех ҫапла. Юпан 17-мӗшӗнче республикӑра 49 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку, авӑн уйӑхӗн варрипе танлаштарсан, 10 хут сахалрах. Инфекциленнисенчен ытларахӑшӗ – 50 ҫултан аслӑраххисем. Юлашки вӑхӑтра чирлекенсен йышӗнче вилекен, пульницӑра сипленекен сахалланнӑ. Иртнӗ талӑкра 1 ҫын вилнӗ, 49 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем нумаййӑн пулнӑ: 122 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kommunarmelenki.ru сайтри сӑн Мускавра пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм ҫынсене улталаса пуйнӑ. Вӑл Чӑваш Енри 81 ҫулти кинемее те чутах шӑнман пӑр ҫине лартса яман. Кӑҫал ҫу уйӑхӗнче кинемей Шупашкарти Гузовский урамӗнче вырнаҫнӑ банка пынӑ, такама 50 пин тенкӗ куҫарса пама тӑнӑ. Банк ӗҫченӗ сисчӗвленнӗ, ватӑ хӗрарӑма укҫана куҫарма паман. Вӑлах кун пирки полицие пӗлтернӗ. Кинемее ултавҫӑсем шӑнкӑравласах тӑнӑ-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче «МММ» пирамидӑра «ҫунса кайнӑ» укҫашӑн компенсаци пама шантарнӑ. Кинемей чутах вӗсене пысӑк укҫа тыттарса яман. Ҫапах вӑл ултавҫа 11,5 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() /t.me/cheboksary_021 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче троллейбус водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫуркунне, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Пассажирсене 1-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус «Ҫурҫӗр клиники» чарӑнуран хускалса кайнӑ чухне пӗри алӑкран тухса пӗтейменнине асӑрхаман. 83 ҫулти кинемей ҫапла вара алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ. Унтан троллейбус чарӑнса алӑка уҫсан ватӑ ҫын урама тухса ӳкнӗ. Вӑл аллине хытах амантнӑ. Троллейбус рульне тытса пынӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне пӗртте тунса тӑман. Ӑна суд тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Университет» микрорайонта 1500 ача вӗренмелӗх шкул хута ярӗҫ. Ӑна 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Вӗренӳ учрежденине «Тус» строительство компанийӗ хӑпартӗ. Шкула тума хыснаран 1 миллиард та 408 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Асӑннӑ суммӑран 569,9 миллионне килес ҫул уйӑрӗҫ, 2024 ҫулта – 838,1 миллион тенкӗ. Шкул Лукин урамӗнчи 5-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулӗ. |
Республикӑра
![]() «Лента» предприятире производствӑна модернизацилема палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе унта 30 миллион тенкӗ укҫа хывӗҫ. Предприяти Чӑваш Енӗн Промышленноҫа аталантаракан фончӗпе ятарлӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май акционерсен обществи фондран ҫулталӑкра 1 процент тӳлемелле кивҫен укҫа илет. «Кӗмӗле» предприяти кивӗ станоксене ҫӗнӗ йышшисемпе ылмаштарма усӑ курӗ. Латекслӑ ҫурма фабрикатсем хатӗрлекен лини хута яма та палӑртса хунӑ. Ку вӑл производствӑра кирлӗ материала туянса укҫа тӑкаклассине чакарма май парасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |