Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи поликлиникӑра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Анчах, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, питӗ вӑрах.

Юсав ӗҫӗсене ҫуркунне вӗҫӗнче пуҫӑннӑ. Поликлиникӑна раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӗнетсе пӗтермелле. Кун валли 39,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ӗҫсене часрах вӗҫлеме, ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнетнӗ поликлиникӑна йышӑнас процедура пуҫланмалла.

Хальлӗхе вара тухтӑрсем пациентсене ача ҫуратмалли уйрӑмра йышӑнаҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Патӑрьелти, Вӑрнарти, Сӗнтӗрвӑрринчи, Ҫӗрпӳри тата Етӗрнери аграри техникумӗсене пӗрлештересшӗн. Ҫапла йышӑну тунӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.

Вӗсем пӗр учреждени пулӗҫ, тӗп офисӗ Шупашкарта вырнаҫӗ. Ӗнер вӗренӳ тата ял хуҫалӑх министрӗсем вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен директорӗсемпе тӗл пулнӑ. Шӑпах ҫавӑнта Сергей Артамонов вице-премьер аграри техникумӗсене пӗрлештересси пирки пӗлтернӗ. Вӗсен ҫумне «Нива» вӗренӳ центрне те хушӗҫ.

 

Хулара

Малашне Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисем укҫа ытларах илсе тӑрӗҫ. Унччен вӗсене уйӑхсерен 3 пин тенкӗ тӳленӗ.

Ку виҫене пысӑклатасси пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хушу алӑ пуснӑ. Малашне хулан хисеплӗ ҫыннисем уйӑхсерен 5 пин тенкӗ илӗҫ.

Аса илтерер: Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине тӗп хуламӑрӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн суйлаҫҫӗ. Ку таранччен ҫак ята 41 ҫын тивӗҫнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехетре Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр вӗҫленмен.

Пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 54 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата унӑн 73-ри кӳршӗ хӗрарӑмӗ сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ.

РФ СКн Чӑваш Енри следстви органӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар кӑмака хутнӑ чухне асӑрханманнипе тухнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
kiyasovo.ru сайтри сӑн
kiyasovo.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх организацийӗсенче, пысӑк фермер хуҫалӑхӗсенче кӑҫал 1,005 млн тонна тыр-пул, пӑрҫа йышши культура пухса кӗртнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкалли 1992 ҫултанпа пулман.

Ҫав ҫулпа танлаштарсан, кӑҫал 1 пин тонна ытларах туса илнӗ. Хальлӗхе йӑлтах пухса кӗртмен-ха, уй-хирте 0,7 процент юлнӑ.

Малта пыракан районсен йышӗнче – Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ районӗсем. Япӑхрах ӗҫлекенсем вара – Ҫӗмӗрле районӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институтӗнче «Современная языковая образовательная политика: реализация федерального государственного образовательного стандарта» (чӑв. Хальхи саманари чӗлхе политики: федерацин вӗрентӳ стандартне пурнӑҫа кӗртесси) халӑхсем хушшинчи семинар иртнӗ.

Унта Чӑваш Енри, Мари Элти, Тутарстанри, Удмурт Республикинчи, Ханты-Мансийск автономи округӗнчи – Юграри, Карелинчи, Хакас Республикинчи, Ямал-Ненецк автономи округӗнчи, Беларуҫри специалистсем тата Вӗрентӳри наци ыйтӑвӗсене тишкерекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗн (Мускав хули) директорӗ Ольга Артеменко хутшӑннӑ.

Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи учителӗнче ӗҫлекен Роза Мазикова пӗлтернӗ тӑрӑх, семинарта хулари чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем те тухса калаҫнӑ. Вӗсем тӑван чӗлхе валли федерацин вӗрентӳ стандартӗнче вырӑн хӗсӗкреххи пирки ҫивӗч сӑмах хускатнӑ.

 

Политика
av.digis.ru сайтри сӑн
av.digis.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакансем РФ Президентне тата ЧР Элтеперне мӗнле шаннине пӗлесшӗн. Ҫавӑнпа ятарласа соцыйтӑм ирттереҫҫӗ. Ӑна йӗркелеме 620 пин тенкӗ уйӑрӗҫ.

Кунсӑр пуҫне урӑх ыйтусене те уҫӑмлатасшӑн: Олег Николаевӑн лайӑх тата япӑх енӗсем, Элтепер мӗнле йышӑнусемпе тата пуҫарусемпе асра юлать, суйлав кампанийӗнче шантарнисене мӗнле пурнӑҫласа пырать…

Тӳре-шара мӗнле ӗҫленине хак памалли ыйтусем те пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/82602
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи VII ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна ҫамрӑк ӑсчахсем, студентсем тата шкул ачисем валли йӗкеленӗ. «Культурное наследие XXI века» (чӑв. XXI ӗмӗрти культура эткерлӗхӗ) икӗ тапхӑрпа иртнӗ, мероприяти пленарлӑ ларупа тата унта хутшӑннисем тухса калаҫнипе вӗҫленнӗ.

Институтра пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх культурине халалланӑ калаҫусем уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ. Вӗренекенсем чӑвашсен уяв культурипе, йӑли-йӗркипе, халӑх пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене ӑша уйрӑмах хывнӑ. 17-18 ӗмӗрсенчи ташӑ культури пирки те сӑмах хускатнӑ.

 

Ӳнер
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем ҫитмӗл урлӑ каҫсан ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Надежда Трофимова киҫтӗке 75 ҫула ҫитсен ҫине тӑрса алла илнӗ. Ун чухне вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн солциаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта «АРТ-Че» изостуди уҫӑлнине пӗлнӗ. Ку вӑл 2019 ҫулта пулса иртнӗ.

Ӳкерес ӗмӗтлӗ ватӑсене Шупашкар хулинчи ӳнер училищин директорӗнче ӗҫленӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Вячеслав Сивов ӳкерме вӗрентме тытӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра студие ватӑ ҫӳрет: Надежда Разбакова, Нонна Семенова, Зинаида Сергеева, Надежда Трофимова, Татьяна Куйбина, Татьяна Иванова.

Ҫак эрнере ӳнер студин черетлӗ, виҫҫӗмӗш, куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицисене хулари В. Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра вырнаҫтарнӑ.

 

Чӑвашлӑх
днт21.рф сӑнӳкерчӗкӗ
днт21.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Чувашские национально-культурные объединения: вчера, сегодня, завтра» (чӑв. Чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем: ӗнер, паян, ыран) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна республикӑра иртекен Ентешсен «Знай наших» (чӑв. Хамӑрӑннисене пӗл) форумне йӗркеленӗ май ирттернӗ.

Унта палӑртнӑ тӑрӑх, чӑвашсен федераци шайӗнчи культура автономине йӗркеленӗренпе 22 ҫул ҫитнӗ. Культура министрӗ Светлана Каликова каланӑ тӑрӑх, республикӑра асӑннӑ культура автономийӗн тата Чӑваш наци конгресӗн майӗсемпе усӑ курса наци культурине, йӑли-йӗркине, чӗлхине упраса хӑварас тӗллевпе ӗҫлемелле. Кунсӑр пуҫне Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи национальноҫсен канашӗн йышне кӗресшӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 668, 669, 670, 671, 672, 673, 674, 675, 676, 677, [678], 679, 680, 681, 682, 683, 684, 685, 686, 687, 688, ... 3850
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 13

1880
145
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1937
88
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...