Республикӑра
![]() fotovmire.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӑшие пӗрсе вӗлернӗ, ашне хӑйӗн валли илнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Сӑрҫи заповедник ӗҫченӗсем вӑрманта пӑшие вӗлернӗ вырӑна тупнӑ. Чӗрчунӑн пӗр пайӗ те ҫавӑнтах выртнӑ. Браконьер ӑна илсе кайса ӗлкӗреймен. Заповедник ӗҫченӗсем сыхласа тӑрса ҫав арҫынна ярса тытнӑ. Вӑл пӑши ашӗ патне велосипедпа килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Промышленноҫ урамӗнче вырнаҫнӑ склад ҫуннӑ. Унта сӑрӑсем туса кӑлараҫҫӗ. Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Тӳпенелле хӑпаракан ҫӑра хура тӗтӗм таҫтанах, Шупашкартан та, курӑннӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем хӑвӑрт сӳнтерме пултарнӑ. Пушар склад ҫуртне сиенлетнӗ. Сӑрӑсем те ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Марина Карягина архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗн Любовь Мартьяновӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Кун пирки Марина Карягина сӑвӑҫ, тележурналист «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче хыпарланӑ, ӑна асӑнса сӑвӑ ҫырнӑ. Любовь Васильевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Кӑҫал поэтӑмӑрӑн раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 72 ҫул тултармаллаччӗ. Любовь Мартьянова – 4 сӑвӑ кӗнеке авторӗ. Унӑн пӗрремӗш сӑввисем студентсен литература пӗрлешӗвӗн «Ҫилҫунат» кӑларӑмӗнче тата «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра пичетленнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Любовь Васильевна «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() rptd.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнчи пӗр арҫын туберкулёзран сипленесшӗн пулман. Арҫын уҫӑ формипе (вӑл ҫынсене ерет) чирленӗ. Вӑл Республикӑн туберкулёзпа кӗрешекен диспансерӗнче унччен выртнӑ-ха, анчах хӑй тӗллӗн тухса каяс йӑла пулнӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе вӑл сипленме пӑрахнӑ. Ыйтӑва прокуратура тата суд урлӑ татса пама тивнӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви надзор органне евитленӗ, унтисем суда ҫитнӗ. Суд арҫынна больницӑра сипленмелле йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "На связи" форумран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи парка ҫӗнетме 65 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Парка 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӑтлӑлатса пӗтермелле. Ӗҫе 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчех тытӑнмалла. Хулан кивӗ пайӗнче вырнаҫнӑ ҫак парк хальхи вӑхӑтра питӗ кивӗ. Унта кивӗ саксемпе ҫӳп-ҫап витрисем кӑна пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Светлана Баландина - сулахайри. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн онкодиспансерӗнче ҫӗнӗ тӗп врач ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива юпа уйӑхн 17-мӗшӗнче паллаштарнӑ. Светлана Баландина — Чулхуларан. Унти медицина институтӗнче вӗреннӗ. Ахаль врачран пуҫласа Чулхула облаҫӗн сывлӑх сыхлав тытӑмӗнчи ертсе пыракан должноҫсем таран йышӑнма пултарнӑ, Чулхула облаҫӗнчи клиника онкологи диспансерӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене пневмококран вакцина кӳрсе килнӗ. Пурӗ — 5 830 доза. «Пневмовакс-23» ятлӑ вакцина пневмококк инфекцийӗн 23 серотипӗнчен хӳтӗлет иккен. Ҫав шутра — пневмонирен (ӳпке шыҫни), отитран (хӑлха шыҫни), ҫӗрекен менингитран (пуҫ мими шыҫни), эндокардитран (эндокарди шыҫни), артритран (шӑмӑ чирӗ) тата ытти чӗр-чӗртен. Вакцинӑна 2 ҫултан иртнӗ ачасенчен пуҫласа тӑваҫҫӗ. Препарата республикӑн сывлӑх сиплев учрежденийӗсене валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана кам йышӑннӑ-ха? Евгений Кадышев. Евгений Кадышева ку должноҫе иккӗмӗш хут шанса панӑ. Аса илтерер: вӑл 2017-2020 ҫулсенче мэр пулнӑ. 2016 ҫултанпа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн аслӑлӑх енӗпе проректор шутланать. Аса илтерер: Шупашкарӑн унчченхи мэрӗ Олег Кортунов ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 39 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри аграрисем тӗрлӗ культура туса илеҫҫӗ. Шӑмӑршӑ районӗнче хӗвелҫаврӑнӑш ӳстереҫҫӗ. Асӑннӑ культура 1810 гектар йышӑнать. Паян З.З. Алямов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче хӗвелҫаврӑнӑш вырма тытӑннӑ. Унччен ку культурӑна ятарласа типӗтнӗ (ял хуҫалӑхӗнче ун пек технологипе те усӑ кураҫҫӗ). Алямов фермер хӗвелҫаврӑнӑша 200 гектар ҫинче акса ӳстернӗ, хальлӗхе 30 гектар ҫинчен ҫапса тӗшӗлесе илнӗ. Хирте икӗ комбайн ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткине, «Ылтӑн маска» наци премийӗн лауреатне Вера Кузьминана асра тытса «Ҫулталӑк сансӑр» асӑну каҫӗ иртӗ. Пултаруллӑран та пултаруллӑ артистка ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫулталӑк ҫитет. Халӑх юратнӑ ӑстана халалланӑ астӑвӑм каҫӗ театрӑн кӑвак фойинче юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Вера Кузьмина хӑйне тата хӑйӗн пурнӑҫне йӑлтах театра халалланӑ. Вӑл тӗрлӗ характерлӑ 100 ытла сӑнар калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |