Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 20 ҫулти хӗр полицие пынӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн банк карттине ҫухатнӑ. Счечӗ ҫинчен 1 пин тенкӗ ытла ҫухалнӑ. Полицейскисем ют ҫын карттипе кам таваршӑн тӳленине тупса палӑртнӑ. Павлов мичман урамӗнчи лавккари видеона пӑхнӑ та ҫак ӗҫе шурӑ куртка тӑхӑннӑ хӗрарӑм тунине палӑртнӑ. Унпа пӗрле пӗлӗшӗ те пулнӑ. Ҫак сӑнӳкерчӗк ҫинчи хӗрарӑма палласан 8 999 756 00 68 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Раҫҫейре Хӗл мучи пуйӑсӗ регионсем тӑрӑх ҫӳрет. Ку – «Чукун ҫулӗпе» Вологда облаҫӗн правительствин пӗрлехи проекчӗ. Хӗл мучи пуйӑсӗ юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫула тухнӑ. Вӑл Аслӑ Устюгран пуҫласа Владивостока ҫитӗ, унтан – каялла. Хӗл мучи ҫӗршыври ачасене савӑнӑҫ парнелӗ. Пуйӑс Чӑваш Ене раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче килӗ. Вӑл Шупашкарта чарӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Надежда Артемьева тухтӑр Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ӑнсӑртран ҫуратма пуҫланӑ. Варти ачи 33 эрнере кӑна пулнӑ. Вӑл пепкене килӗнче хӑех ҫуратнӑ. Хӗрарӑм телефон патне тепӗр ҫур сехетрен кӑна тӑсӑлса ҫитнӗ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласа хӑй ҫуратнине пӗлтернӗ. Оперативлӑ уйрӑмӑн аслӑ тухтӑрӗ Надежда Артемьева ӑна фельдшерсем ҫитиччен телефонпа мӗн тумаллине каласа тӑнӑ, кӑвапине мӗнле касмаллине ӑнлантарнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен амӑшӗпе ачине Шупашкара илсе кайнӑ. Палӑртмалла: ку хӗрарӑмӑн виҫҫӗмӗш ачи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Онлайн-тӗлпулу афиши Анатолий Юман сӑвӑҫ пурӑннӑ пулсан авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Шел те, 2018 ҫулта вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине кӳршӗ тӑрӑхра онлайн-тӗлпулу ирттерсе паллӑ тӑвӗҫ. Хутшӑнас кӑмӑллисене юпан 28-мӗшӗнче 15:00 сехетре кӗтеҫҫӗ. «Misanec» информаци порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх мероприятие Чӗмпӗрпе Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех онлайн-тӗлпулура таврапӗлӳҫӗсемпе литераторсем те пулӗҫ. Мероприятие «Анатолий Юман — писатель, публицист, переводчик» (чӑв. Анатолий Юман — ҫыравҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ) ят панӑ. Онлайн-тӗлпулӑва хутшӑнакансем унӑн пурнӑҫне аса илӗҫ, пултарулӑхне сӳтсе явӗҫ, сӑввисене вулӗҫ. Анатолий Юман — паллӑ чӑваш сӑвӑҫи, публицист. Ҫавӑн пекех вӑл куҫаруҫӑ та: венгр, поляк, белоруҫ сӑвӑҫисен хайлавӗсене сахал мар чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн мӗнпурӗ 50 ытла кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Анатолий Юман РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑнлӑ районӗн (Чӗмпӗр облаҫӗ) хисеплӗ гражданинӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, каҫхине Комсомольски районӗнче авари пулнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм вилмеллех суранланнӑ. Вӗсем ҫӑмӑл машинӑра пулнӑ. Хайхискерсем малта пыракан грузовик ҫине пырса кӗнӗ. Водительпе пассажир вырӑнтах вилнӗ. «Ҫыхӑнура» порталта комментари ҫыракансене ӗненес тӗк, вилекеннисем каччӑпа хӗр пулнӑ, пӗрлешме хатӗрленнӗ. Пӗри 31-ре, тепри 20 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тутарстанӑн тӗп хулинче пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен «Восточный базар в Казани» (чӑв. Хусанти тӗрӗк пасарӗ) пысӑк шайри калӑпӑшлӑ музыка фестивалӗ иртӗ. Унта Чӑваш халӑх артистки, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ Августа Уляндина тата «Ярды» халӑх юррин театрӗ — этно-фолк ушкӑн хутшӑнӗ. Тӗрӗк халӑхӗсен эстрадин пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш фестивалӗ юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культурӑпа кану комплексӗнче иртӗ. Гала-концерта 10 ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн 12 регионӗнчи коллективсем хутшӑнӗҫ. Сумлӑ йышра — Августа Уляндинан Халӑх юррин театрӗ. Асӑннӑ ушкӑн чӑваш юррине ҫӗнӗлле янӑратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть «Ашмаринские чтения» (чӑв. Ашмарин вулавӗсем) Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна филологи наукисен докторӗ, профессор, Раҫҫейӗн наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тава тивӗҫлӗ профессорӗ Виталий Родионов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конференцие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнере хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» республикӑри пӗрремӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри культура ҫуртӗнче пуҫтарӑннӑ. Аса илтерер: хореографи конкурсне «Куславккасем» ентешлӗх тата Куславкка районӗн администрацийӗ Людмила Нянина тата Владимир Милютин балетмейстерсен ячӗпе ирттерме йышӑннӑ. Пултаруллӑ хореографсем ҫав тӑрӑхран тухнӑ. Конкурса Чӑваш Енри Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Мари Элти Чикмери 9 коллектив 203 ташӑҫӑпа пырса ҫитнӗ. Гран-прие Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗ тата Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи «Белара» халӑх ташӑ ушкӑнӗ тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри хӗр «Третьяковская галерея-online» (чӑв. Третьяков галерейи-онлайн) конкурсра ҫӗнтернӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне «Поколение М» федерацин ыркӑмӑллӑх проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисен хушшинче — Шупашкарти ӳнер училищин студентки София Васильева. 18 ҫулти хӗрӗн ӗҫне цифра ботаника библиотекине кӗртӗҫ, ӳкерчӗке Мускаври Третьяков галерейинче кӑтартӗҫ. Унта валли ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи художниксен 17 ӗҫне суйласа илнӗ. Шупашкарти София Васильева пион чечекне ботаника иллюстрацийӗ евӗр ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() hypar.ru сайтри сӑн Ку эрнекун, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсене асӑнмалли куна паллӑ тӑвӗҫ. Ҫак кунсенче республикӑри шкулсенче тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ занаятисем иртнӗ. Спикерсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче стариксем, хӗрарӑмсем, ачасем окоп чавни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫак лекцисене 150 пин ача итленӗ. Ача пахчисенче те шӑпӑрлансене окоп чавни пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартаҫҫӗ. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗ, ачасем хӑйсемех хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче республикӑра тепӗр проект старт илнӗ: «Пӗрремӗш номерлӗ пост». Шупашкарти Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патӗнче тата Куславкка районӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну палӑкӗ патӗнче хисеплӗ кӑравул тӑрӗ. Ку ӗҫе 14-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем пурнӑҫлӗҫ. Кӑравулта 13-15 сехетсенче тӑмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |