Хулара
![]() Паян Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус шӑтӑк-путӑка кӗрсе ларнӑ. Унта вӗсен бази вырнаҫнӑ. Пӗлетӗр ӗнтӗ: унта шӑтӑк нумай, асфальт питӗ начар. Ҫумӑр ҫунипе лупашка мӗн тарӑнӑшне пӗлме те ҫук. Ҫула хӑҫан юсӗҫ? Ку ӗҫе ҫитес ҫула куҫарнӑ. Ӑна суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юсамалла. Приставсем нимӗн те туманшӑн тӳре-шарана икӗ хутчен штрафланӑ. Реконструкци 2-3 тапхӑрпа иртмелле. Кашниех 2-3 ҫула тӑсӑлӗ. Хальлӗхе ку ӗҫсене 1,5 миллиард тенкӗпе пурнӑҫлама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() «Шкул-2025» проектпа килӗшӳллӗн 3 шкул хута ямалла: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫ поселокӗнче. Кӳкеҫри пӗлӳ ҫуртне ҫитес ҫул тума тытӑнӗҫ. Унта 825 ача валли вырӑн пулӗ. Шкул проектне питӗ хӑвӑрт хатӗрленӗ. Вӑл пӗлтӗрех патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Шкула ҫитес ҫул тума тытӑнса 2024 ҫул вӗҫӗччен хӑпартса пӗтерме палӑртнӑ. Шкула хута яма Чӑваш Ен – 622,2 миллион тенкӗ, «ПроШкола» тулли мар общество 624,6 миллион тенкӗ хывӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче сысна комплексӗнче выльӑх-чӗрлӗх усрамалли ангар ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Пушар тухсан ангартан 50 сысна ҫурине эвакуациленӗ. Сӑмах май, юлашки талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнине палӑртнӑ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра 67 ҫулти арҫыннӑн хуралтисем ҫунма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() "Чебмедиа" сайтри сӑн Пирӗн республикӑра теплицӑри пахча ҫимӗҫ ӑнса пулассине регионти Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Ҫак культурӑсене пухса кӗртес енӗпе пирӗн регион рекорд лартасси патне ҫывхарса пырать. Кӑҫал, малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, теплицӑсенче 27,8 пин ытла тонна туса илмелле. Пӗлтӗр 27,4 пин тонна пухса кӗртнӗ. Хальлӗхе 21,2 пин тонна пуҫтарнӑ. Ҫурри ытла – хӑяр, ӑна 11 тонна татнӑ. 9,8 тонна помидор пухса кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сӑнӳкерчӗк: Global Look Press/XinHua/Mohammed Mohammed Англири Манчестер университетӗнчи ӑсчахсем ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: пылӑн ҫӗнӗ клеткӑсене хӑвӑрт ҫуратакан тата микробсемпе кӗрешекен пахалӑх пур, ҫавна май унпа сурансене хӑвӑртрах тӳрлетес тесен усӑ курма пулать. Кун пирки MDPI медицина кӑларӑмӗнче хыпарланӑ. «Ридус» палӑртнӑ тӑрӑх, экспертсем 85 ҫул хушшинче пичетленнӗ 250 ӑслӑлӑх статйине пӗтӗмлетсе тишкернӗ те пылпа пӗрле усӑ курнӑ чухне вӑйлӑ бактерисем антибиотиксене лайӑхрах парӑннине асӑрханӑ. Унсӑр пуҫне тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх пыл микробсемпе лайӑх кӗрешет, ӑсчахсем вӑл кӑмпапа вируссене пӗтерме е вӗсем сарӑлассине вӑрахлатма пултарнине асӑрханӑ. Ҫав хушӑрах сурансене хӑвӑртрах тӳрленме усӑ куракан ҫыхӑсемпе усӑ курнӑ чухне ҫак ҫимӗҫӗн тухӑҫлӑхӗ чакать — вӗсем пылри усӑллӑ япаласене сурана лекме чӑрмантараҫҫӗ. Тӗпчев ӗҫӗн ертсе пыракан авторӗ Джоэл Юпанки Миелес каласа панӑ тӑрӑх, пыл пӗрлешӗвӗсенче антимикроблӑ тата ҫӗнӗ клеткӑсене хӑвӑрт ҫуратакан агентсем пур, вӗсемпе ӳте сыпӑнтарма е антибиотиксене йышӑнман чухне усӑ курма пулать. Ҫав хушӑрах, вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен ӗҫне тишкерсе тата пылри ҫав агентсен ӗҫне лайӑхрах ӑнланас тӗлӗшпе тӗпчевсене малалла тӑсмалла, калӑпӑр, ахаль майпа тата хӑрушлӑх кӑлармасӑр сурана илсе ҫитермелли меслетсене тупмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() "За рулем" порталти сӑн «За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ГЭС патӗнчи Атӑл урлӑ каҫмалли кӗпере юсаса пӗтернӗ. Ӗнер кӑна, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ирхине ҫулӑн ҫур пайне кӑна уҫнӑ. Каҫ енне пӗтӗм ҫула уҫнине пӗлтернӗ водительсем. Палӑртса хӑварар: ГЭС ҫывӑхӗнчи кӗпере икӗ ҫул юсанӑ. Ку ӗҫе 191 миллион тенкӗпе пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Художник Станислав Юхтар» кӗнеке-альбома хӑтланӑ. Мероприятие пухӑннӑ художниксем, писательсем, искусствоведсем, педагогсем, кӗнеке кӑларакансем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Станислав Юхтарӑн пултарулӑхне тата унӑн культурӑпа ӳнерти пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Сумлӑ кӑларӑма художникӑн мӑшӑрӗ, этнограф, педагог, художник Елена Енькка хатӗрленӗ. Ӑстан ҫемье альбомӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе нумай усӑ курнӑ. Елена Енькка кӗнеке кӑларассипе 5 ҫул ӗҫленӗ. Станислав Юхтар нумай кӗнекене илемлетме пулӑшнӑ. Ҫав шутра Иосиф Трерӑн «Хӗрӗх Чалӑш Хӗрлӗ Ту» сӑвӑсен пуххине те. Вӑл кӑларӑм 2021 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ ятпа ӑстана чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай; Марина Карягина поэт, прозаик, драматург; Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Владимир Степанов, Миша Григорян, Николай Енилин художниксем тата ыттисем саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче юбилейлӑ, 90-мӗш, сезона уҫнӑ. Унта пынисене Юхма Мишшин романӗ тӑрӑх лартнӑ «Куккук куҫҫулӗ» драма фантазине кӑтартнӑ. Черетлӗ сезона уҫма культура министрӗ Светлана Каликова та пырса ҫитнӗ. Театрӑн аслӑ администраторне Роза Степановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панине ӗнентерекен значок ҫакса янӑ, Татьяна Зайцева-Ильина актрисӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе, Виталий Сергеев актёра Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ вырӑнти Ҫӗнтерӳ паркне юсаса ҫӗнетес тенӗ. Асӑннӑ парка Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалланӑ иккен. Юсама килӗшекен организаци те тупӑннӑ. «Краснов» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӗве 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫӗн пӗтӗмӗшле хакне 16,8 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Палӑртнине кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме ӗмӗтленнӗ. Объекта кайса пӑхнӑ та — палӑртнине туса пӗтермен. Вак-тӗвек ӗҫсем ҫеҫ юлнӑ-ха, ҫапах та пуҫӑннине вӗҫлемеллех-ҫке. Туса пӗтерменнине укҫа ҫине куҫарсан 666 пин тенкӗ пухӑннӑ. Строительство организацийӗн директорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Надзор органӗ яваплисем ӗҫе епле вӗҫленине те тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗр каччӑ телефон ҫухатнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, гаджет Ленинла Комсомол урамӗнчи хӑйӗн хваттерӗнче пулнӑ. 85 пин тенкӗ тӑракан телефона 21 ҫулти ҫамрӑк хӑйӗнпе юнашар хунӑ. Вӑрансан пӑхать те — хаклӑ япала ҫук. Йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмах тӗлӗшпе судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл кӳршӗсем патне хӑнана пынӑ, кайма тухсан юнашар кил хуҫисен хваттер алӑкне питӗрменнине асӑрханӑ. Хваттерте пӗр ҫывӑрнӑ, унпа юнашар телефон выртнӑ. Вӑрӑ хаклӑ гаджета ҫаклатса тухса кайнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑрланӑ телефона таҫта ҫухатса хӑварнӑ имӗш. Халӗ йӗрке хуралҫисем гаджета шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |