Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ҫутҫанталӑка хӳтӗлес енӗпе ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Шупашкарти районсем хушшинчи прокурор должноҫне юстицин кӗҫӗн советникне Николай Костенкӑна шаннӑ.

Николай Васильевич унччен Ивановӑри, Волгоградри районсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокурорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинчи прокуратурӑра тӗрлӗ должноҫра тимленӗ.

 

Ҫурт-йӗр
kozlov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kozlov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсама хваттер хуҫисенчен пухакан хак килес ҫул хӑпарӗ.

Ҫавна республикӑра паян алӑ пуснӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ.

Лифтсӑр хваттерсенче пурӑнакансен 2023 ҫулта пӗр тӑваткал метршӑн 7 тенкӗ те 38 пус тенкӗ тӳлеме тивӗ, лифтлӑ ҫуртсенче пурӑнакансен – 8 тенкӗ.

Лифтсӑр ҫуртсенче пурӑнакансем кӑҫал пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлеҫҫӗ, лифтлисенче пурӑнакансем – 7 тенкӗ те 51 пус.

 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнчи Кӑмаша ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ҫӑла йӗркене кӗртнӗ тата пӗвене тасатнӑ. Кун валли хӑйсен кӗсйинчен укҫа кӑларнӑ.

Ҫӑл юсавсӑр пулни кӑмашасене тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл арканса пӗтнӗпе пӗрех пулнӑ. Ҫавна май ялти хастар ҫынсем ӗҫе пуҫӑннӑ.

Арҫынсем ҫӑла хӑйсен аллипе юсанӑ. Халӗ вӑл усӑ курма юрӑхлӑ. Таса пӗве те ҫынсене савӑнтарать.

 

Раҫҫейре

РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейри нумай ачаллӑ ҫемьесене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа тата орден медалӗпе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫак списокра Чӑваш Енри ҫемьесем те пур.

Пирӗн республикӑри виҫӗ ҫемьене орден медалӗпе чысланӑ. Вӗсем – Алексейпа Татьяна Зайцевсем, Дмитрипе Марина Леонтьевсем, Геннадипе Вера Яковлевсем.

Сӑмах май, унччен Владимир Путин орден медальне тивӗҫнӗшӗн – 200 пин, ордена илнӗшӗн 500 пин тенкӗ пама сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81624
 

Сывлӑх
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пульницӑсемпе поликлиникӑсенче пациентсене мӗнле пулӑшу панине никама пӑхӑнман хавклав тумашкӑн хатӗрленет. Ҫавна май аукцион пулассине пӗлтернӗ.

Малтанхи хака палӑртнӑ: 600 пин тенкӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирттерӗҫ, унта ҫӗнтернӗ организацин килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӗҫе 50 кунра тумалла.

Подрядчик пульницӑсен сайчӗсене тӗрӗслӗ, вырӑна ҫитсе сӑнсем ӳкерӗ: парковкӑсем, кӗтсе тӑмалли холлсем, информстендсем, гардеробусем, туалетсем пуррине пӑхӗҫ. Кашни пульницӑра ыйтӑма 150 ҫынран кая мар хутшӑнтарӗҫ. Анчах услови пур: медорганизацисене анкетировани ирттересси пирки пӗр эрнерен кая юлмасӑр пӗлтермелле.

 

Республикӑра
smartik.ru сайтри сӑн
smartik.ru сайтри сӑн

Етӗрнере 49 ҫулти арҫын пӗчӗк ачан сывлӑхне сиен кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пуш уйӑхӗнче арҫын патӗнче пӗлӗш хӗрарӑмӗ 7 уйӑхри ачипе пулнӑ. Ирхи 4 сехетре те хӗрарӑм ун патӗнчен кайман. Ача темшӗн канӑҫсӑрланса макӑрнӑ.

Арҫынна ку килӗшмен. Малтан вӑл ачан хӑлхине пӑрнӑ, унтан пуҫӗнчен ҫапнӑ. Пепкен пуҫӗ суранланнӑ, пуҫ купташки хуҫӑлнӑ.

Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Вӑл унччен йывӑр преступлени тунӑшӑн судпа айӑпланнине палӑртмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81620
 

Сывлӑх
vk.com сайтри сӑн
vk.com сайтри сӑн

Ыран, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, 13 сехетре ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов тӳрӗ лини ирттерет. Ӑна «Контактри» «Чӑваш Республики» тата «Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерстви» ушкӑнсенче итлеме пулать.

Министр республикӑра кӑшӑлвирус енӗпе лару-тӑру мӗнлине, вакцинаци пирки каласа кӑтартӗ. Унпа пӗрле республикӑри штатра тӑман тӗп терапевт Лариса Тарасова, штатра тӑман ача-пӑча тӗп аллерголог-иммунологӗ Нина Рассказова пулӗҫ. Вӗсем те ыйтусене хуравлӗҫ.

Ыйтусене ушкӑнри пост айне ҫырма, тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пама пулать.

 

Хулара
proprikol.ru сайтри сӑн
proprikol.ru сайтри сӑн

Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Вӑл юмахри сӑнарӑнни пек.

Нумаях пулмасть тӗп хулари Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗ Золушка ята регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрӗ валли ҫак ята суйланӑ.

Иртнӗ эрнере ҫак районта 48 пепке ҫуралнӑ: 24 арҫын ача тата 24 хӗрача. Сайра тӗл пулакан ятсен йышӗнче ҫаксем пулнӑ: Илиан, Лука, Золушка, Дана, Стефания. Чи анлӑ сарӑлнӑ ятсем: Дамир, Ярослав, Михаил, Валерия, София, Василиса, Елизавета.

 

Тӗнчере
Глас.ру сайтри сӑн
Глас.ру сайтри сӑн

Германири ӑсчахсем анлӑ тӗпчев ирттернӗ — Египетри 1,5 пинрен пуҫласа 3,5 пин ҫулти мумисен геномне юсаса тӑратнӑ та ӑна типченӗ. Вӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн авалхи египтянсем Африкӑри ҫынсемпе пӗрре те тӑванлӑ пулманнине пӗлнӗ, ытларах енӗпе вӗсем израильсене, турккӑсене, грузинсене тата ливансене ҫывӑх иккен.

Ку ДНК-на Европӑри халӑхӑн ДНК-ипа танлаштарнӑ хыҫҫӑн Европӑри халӑхӑн ҫурри ытла Тутанхамонпа тӑванлӑ пулнине, хальхи египтянсен вара ҫак ДНК пит сахал пулнине, R1b1a2 халӑх йышӗн 1% ҫеҫ пулнине палӑртнӑ.

Ӑсчахсем хальхи Египет ҫыннисем авалхи патшасемпе ним енчен те ҫыхӑнманни пирки пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Египет патшисемпе европа халӑхӗн пӗрлехи мӑн-мӑн аслашшӗ Кавказра тӑхӑр пин ҫурӑ ҫул каялла пурӑннине палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян ирхине Кӳкеҫпе Апаш хушшинче, Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель «зебра» умӗнче чарӑннӑ. Хыҫалта пыракан «Шевроле» ун ҫине пырса кӗнӗ.

Аварире «Шевроле» водителӗ вилнӗ. Вӑл 34 ҫулта пулнӑ. 32 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, аварире вилнӗ водитель Ҫӗрпӳ район хаҫачӗн водителӗ пулнӑ. Унӑн икӗ пӗчӗк ачи юлнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 705, 706, 707, 708, 709, 710, 711, 712, 713, 714, [715], 716, 717, 718, 719, 720, 721, 722, 723, 724, 725, ... 3849
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 12

1874
151
Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1944
81
Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ.
2005
20
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...