Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Национальные проекты.рф сайтра чӑвашсемпе тата пирӗн халӑхӑмӑр культурипе паллаштарнӑ. Халӑх йышӗпе чӑвашсем Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. «Туслӑ та ӗҫчен халӑх авалхи йӑли-йӗркипе ремеслине упраса пырать. Наци кухни уйрӑмах кӑсӑклӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗсем ал айӗнчи ансат апат-ҫимӗҫренех тутлӑ хатӗрлеме пӗлеҫҫӗ. Хӑнасене вӗсене аш-пӑшран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе, кукӑль-ҫӑмахпа сӑйлаҫҫӗ», — паллаштарнӑ чӑвашсемпе. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра чӑвашсен наци тумӗ, юрри-ташши таранах пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӑнтӑр Африка Республикинче преступник полицие вырнаҫма кайнӑ та йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑТӗнчере
![]() Бетхалере (Кӑнтӑр Африка Республикинчи Мпумаланга провинцин хули) 40-ри Томас Нгкобо, вӑрланӑшӑн ҫичӗ ҫул шыравра тӑраканскер, полицие ӗҫе вырнаҫма пынӑ, ӑна унтах арестленӗ. МИХсем арҫынна «Кӑнтӑр Африкӑн чи тӑмсай преступникӗ» тесе палӑртнӑ, ҫырать Oddity Central. 2015 ҫулта Томас курьерта ӗҫленӗ, ӗҫ вырӑнӗнче вӑл 1200 долларлӑх япала вӑрланӑ. Менеджерсем ҫакӑн пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем арҫын пирки даннӑйсене базӑна кӗртнӗ. Томас суд саккинчен ҫичӗ ҫул пытанса пурӑннӑ, анчах пӗррехинче ун пуҫӗнче вырӑнти ШӖМе ӗҫе вырнаҫас шухӑш ҫуралнӑ. Африканец хӑйне полици ретне илме заявлени ҫырнӑ, анчах хуравне кӗтсе илеймен, вара пуҫлӑхсен йышӑнӑвне пӗлес тесе вӑл хӑй участока кайнӑ. Унта ҫитсен ӑна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() ainews.kz сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи нумай ачаллӑ хӗрарӑм хальхинче колони-поселенире 5 уйӑх ларӗ. Алимент тӳлеменшӗн вӑл унччен административлӑ майпа явап тытнӑ. Анчах усси пулман - вӑл 3 ачишӗн пурпӗрех алимент тӳлеме пуҫламан. Хӗрарӑмӑн вара ачисене укҫан палӑшма майсем пулнӑ. Вӑл калӑма ҫӳренӗ, унӑн хуҫалӑх та пур. Парӑмӗ 600 пин ытла тенкӗ пухӑннӑ. Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() cheb.media сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче патрульпе пост службин уйрӑм батальонӗн мобильлӗ взвочӗн уйрӑмӗн командирӗнче ӗҫленӗ арҫынна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тыттарӗҫ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхи 11 сехет ҫитеспе хулари Эльмен урамӗнчи пӗр ҫурта пырса кӗнӗ. Унта подъездра ҫапӑҫаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ иккен. Пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ 53 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене курсан тарӑхма тытӑннӑ, хут ҫинче ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ҫав этеме йӗрке хуралҫи аллинчен ҫирӗппӗн ярса илнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл унӑн аллине хуҫнӑ. Халӗ ҫав йӗрке хуралҫи ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫлемест ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта Илья Тукташ (Семёнов) ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртнӗ. Илья Тукташ — поэт-лирик, проза ӑсти, литературовед, фольклорист, куҫаруҫӑ. Эпир ӑна Чӑваш Республикин гимнӗн авторӗ пулнӑран та пӗлетпӗр. Илья Тукташ 1907 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшнче Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вӑл ҫар корреспонденчӗ пулнӑ. Пурнӑҫран 1957 ҫулта уйрӑлса кайнӑ. Вӑрӑм мар ӗмӗрӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ поэта асӑнса тӑван тӑрӑхӗнче музей уҫнӑ, Шупашкарта ун ячӗпе урам хисепленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫитес виҫӗ ҫулта 3 пин ИТ-специалист ҫитмӗ. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви регионти пысӑк ИТ-компанисене явӑҫтарнӑ ыйтӑм тӑрӑх. «Ку вӑл пысӑк цифра. Ҫавӑнпа та эпир ИТ-компанисемпе тата вӗренӳ заведенийӗсемпе пӗр шухӑшлӑ пулса кадрсене хатӗрлес ыйтупа ӗҫлеме палӑртатпӑр», — тенӗ ведомство ертӳҫи Кристина Майнина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫул-йӗр
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑсакансене тӳпенелле дрон ярса тупса палӑртать. Эрнекун кӑна кун пек 5 тӗслӗхе тупнӑ. Пурте – юраман ҫӗрте малта пыракан машинӑна хӑваласа иртсе кайни. Кунашкал рейдсене кашни эрнерех ирттерӗҫ. Вӗсене авари тӑтӑшах пулакан вырӑнсенче йӗркелӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал 8 уйӑхра ҫул-йӗр ҫинче юраман ҫӗрте малти транспортран иртсе кайнипе ҫыхӑннӑ 83 инкек пулнине регистрациленӗ. Аварисенче 29 ҫын вилнӗ, 152-ӗн суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Шупашкарта ҫил-тӑвӑл алхасрӗ. Вӑл ахаль иртмен - пӑтӑрмахсем пулнӑ. "Мега Молл" суту-илӳ комплексӗ патӗнче пысӑк вывеска ҫул ҫине вӗҫсе ӳксе 5 машинӑна сиенлетнӗ. Петров урамӗнче йывӑҫсем ӳкнӗ. "Мега Моллтан" инҫех мар, Декабристсен урамӗнче, Шупашкарти професси колледжӗн ҫивиттин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Тимӗр татӑкӗсем ҫавӑнтах вӗҫсе ӳкнӗ. Хула урамӗсенче шыв кӳлленчӗкӗсем пухӑнни пирки те ҫыраҫҫӗ тӗнче тетелӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() "Чебмедиа" сайтри сӑн Шӑматкун Шупакарта ретромашинӑсене курса киленме май пулӗ. Курав «Амазония» паркра уҫӑлӗ. «Чайкӑсем», «Победӑсем», «Доджамисем»… Вӗсене курас тесен авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 10-15 сехетсенче парка пымалла. Куравра 30 яхӑн машина пулӗ: ГАЗ-АА, ГАЗ-05-193, ГАЗ-С1, М-20 «Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-14 «Чайка», тӗрлӗ ҫулти «Москвич», ГАЗ-69, ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, Америкӑра 1941 ҫулта туса кӑларнӑ DODGE-WC51. Ҫавӑн пекех мотоциклсем пулӗҫ: ИЖ-49, JAWA-350. Ку кӑна мар – куравра ытти машинӑна та курса киленме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян урамра кӗркунне пулсан та ҫуллахи пекех шӑрӑх – 20 градус ӑшӑ тӑрать. Каҫ енне, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, ҫил вӑйланӗ. Кун хыҫҫӑн пирӗн пата сивӗрех сывлӑш ҫитӗ. Ыран ҫил вӑйлӑ пулнӑран 8-13 градус пек ҫеҫ ӑшӑ туйӑнӗ. Хӗвеллӗ пулсан ӑшӑрах тумланма тивӗ. Юнкун ҫил лӑпланӗ. Кӗҫнерникун каллех кӗркунне таврӑнӗ, хушӑран ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Эрнекунран сывлӑш температури 11-13 градус ҫеҫ пулӗ. Халех ан кулянӑр. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ пирӗн пата авӑн вӗҫӗнче е юпа пуҫламӑшӗнче тавранӗ. Ун чухне 15-20 градус пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |