Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнтерӳ кунӗнче Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар.

61 ҫулти арҫын килтен ӑҫталла тухса кайнине никам та пӗлмен. Тепӗр кунхине тӑванӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫав арҫыннӑ виллине пӗвере тупнӑ. Унӑн виллине шыв айӗнчен водолазсем кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79165
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

2008 ҫулта арҫын Мускавра хваттер туянма тесе 18 миллион тенкӗ заем илнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл ҫухалнӑ... 14 ҫуллӑха.

Ҫак арҫын кивҫен илсен тӗп парӑма та, процентсене те тӳлемен. Унпа ҫыхӑнӑва тухайман, ҫавна май инвестици компанийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ.

Арҫынна федераци шыравне панӑ. Ӑна нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Псковра тытса чарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем Шупашкара илсе килнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усраҫҫӗ.

 

Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Юрий Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра Лариса Петрова (сӑнӳкерчӗкре — сулахайран пӗрремӗшӗ) сӑвӑҫпа тӗлпулу иртнӗ.

Методика зарядки евӗр йӗркелекен мероприяти ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашма, ҫыравҫӑсене лайӑхрах пӗлме май парать. Лариса Петровӑн нумаях пулмасть «Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?» сӑвӑ пуххийӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки ыйтса пӗлнӗ, сӑвӑсем итленӗ.

Библиотекарьсем Лариса Петрова камӑн сӗнӳ-канашне итленине, пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе ӑҫта тӗлпулнине те пӗлесшӗн пулнӑ. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас, аталантарас ыйту та ҫӗкленнӗ.

 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
cheb-centr.soc.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Паян, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, — Музейсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Ҫавна май республикӑн тӗп хулинчи ватӑсем Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрти музейпе курав центрӗнче пулнӑ.

«Хӑйӗн ӗнерхине манакан халӑхӑн малашлӑхӗ ҫук», — тесе шухӑшлаҫҫӗ асӑннӑ центрта. Социаллӑ учрежденире тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхӗпе паллаштаракан сумлӑ кӗтес йӗркеленӗ. Унти материалсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ, специалистсемпе канашласа вырнаҫтарса тухнӑ. Социаллӑ учреждение пулӑшу илме ҫӳрекен ачасем те, ваттисем те музейпа курав центрӗнчи экспонатсемпе хаваспах паллашаҫҫӗ.

 

Культура
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Галина Матвеева поэтӑн, писателӗн, куҫаруҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» кӑларӑмӗ Елена Благинина ячӗллӗ литература премийӗн уйрӑм дипломне тивӗҫнӗ.

Елена Благинина (1903-1989) ячӗллӗ конкурса кӗҫӗн тата вӑтам ҫулхи ачасем валли вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫе 30 пин тенкӗ преми параҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне жюри лайӑх кӗнекесен авторӗсене уйрӑммӑн хавхалантарать.

«Вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене ҫеҫ йышӑннине пӗлсе тӑрсах ҫак конкурса хутшӑнас килчӗ. Укҫа выляса илессишӗн мар. Ку — литература премийӗ, унта автор пултарулӑхне ҫиелтен, аннотаци тӑрӑх ҫеҫ, хакламаҫҫӗ, тӗплӗн тишкереҫҫӗ. Ку — пӗр сӑлтав. Тепӗр сӑлтавӗ — ҫак премие ача-пӑча валли сӑвӑ ҫыракансене хавхалантарас тата Елена Благинина ятне асра тытас, унӑн поэзине пропагандӑлас тӗллевпе йӗркеленӗ. Мана ҫак авторӑн поэзийӗ килӗшет», — тенӗ Галина Алексеевна.

 

alrf.ru сайтри сӑн
alrf.ru сайтри сӑн

Аслӑ шкулта вӗренекен 20 ҫулти студент кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Шупашкарти хӗрпе паллашнӑ. Хайхискерсем ҫырӑннӑ.

Студента хӗр ытлах ҫырманни тарӑхтарнӑ, ҫавӑнпа ӑна тӗрлӗ сӑмахпа кӳрентернӗ.

Хӗр студента суда панӑ. Каччӑ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн ун чухне кӑмӑлӗ пулман. Анчах ку тӳрре тухмалли сӑлтав мар. Студента административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 1 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
vk.com/public201211902 страницӑран илнӗ скриншотсем
vk.com/public201211902 страницӑран илнӗ скриншотсем

Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинчи пурӑнмалли ҫуртсенчен тухакан таса мар шыв темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫырмана юхса выртать иккен.

Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнчи Строительсен, Май, Тӗп урамсенчи ҫуртсенчен таса мар шыв малтан ҫырмана юхса тухать-мӗн, унтан Йӑршу юппине лекет.

Кӑлтӑк пирки Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимов тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Вӑл вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе те тӗлпулнӑ, ыйтӑва татса памалли ҫинчен ҫивӗч сӑмах хускатнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри культура отраслӗнче чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлекен сӑвӑҫ, юрӑҫ, Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫинчен фильм ӳкерӗҫ.

«Чӑвашкино» киностуди «Ҫынсем-легендӑсем» ярӑмпа 2018 ҫултанпа документлӑ фильмсем ӳкерет, кашни кинокартинӑра сумлӑ пӗр-пӗр ҫын кун-ҫулӗпе паллаштарать. Ҫывӑх вӑхӑтра ун пеккине Светлана Асамата халаллӗҫ.

Фильм валли материалсем пухнӑ май ӳкерӳ ушкӑнӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнче, тата Шупашкарти телебашня патӗнче видеокадрсем ӳкерсе илнӗ.

Фильма Светлана Асаматӑн 70 ҫулхи юбилейӗ тӗлне (поэт 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ) хатӗрлесе ҫитересшӗн.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи пӗвере пулӑсем мӗншӗн вилнӗ? Унти шыв мӗншӗн хура тӗслӗ пулса ларнӑ?

Пӗвери пулӑсем вилнине ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче асӑрханӑ. Ҫынсем пулӑсене ҫӑлма та хӑтланнӑ. Пӗвери шыва тӗрӗслеме специалистсем ҫитнӗ.

Вырӑнти халӑх шухӑшӗпе, ҫывӑхри сӗт савучӗ айӑплӑ. Анчах савут ӗҫченӗсем вӗсен йӑлтах йӗркеллӗ пулнине ӑнлантарнӑ. Сӑмах май, вӑл ҫур ҫул ӗҫлет.

Пучинкесем ку ыйтупа вӗҫне-хӗрне пырса тухӗҫ-ши?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79139
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын пуш уйӑхӗнче ҫухалнӑ. Ӑна тӳрех шырама тытӑннӑ. Тупнӑ. Анчах арҫын чӗрӗ мар.

Арҫын виллине хӑйӗн килӗнчи путвалта тупнӑ. Ӑна чавса чикнӗ.

Ҫак тискер ӗҫе унпа пӗрле пурӑннӑ 34 ҫулти арҫын тума пултарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗрӗлсен 34-ри арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ, ӑна вӑйлӑ хӗненӗ. Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ. Преступлени йӗрне пӗтерес тесе арҫын вилене путвалта чавса пытарнӑ.

Ҫав арҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79159
 

Страницӑсем: 1 ... 701, 702, 703, 704, 705, 706, 707, 708, 709, 710, [711], 712, 713, 714, 715, 716, 717, 718, 719, 720, 721, ... 3743
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 11

1892
132
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
128
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
82
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
70
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...