Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Санавиаци вертолечӗ кӑҫал текех вӗҫмӗ. Ҫурлан 2-мӗшӗнче вӑл юлашки пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальхинче вертолет Чулхулана вӗҫнӗ. Пациентӑн ӳчӗ вӑйлах пиҫсе кайнӑ. Вӗҫевре ӑна васкавлӑ медпулӑшу бригадин тухтӑрӗсем сӑнаса тӑнӑ. Кӑҫал санавиаци 88 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен йышӗнчен пӗри - ача. Чылайӑшӗн инфаркт пулнӑ. Кӑҫал санавиаци валли 35 миллион та 943 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
ЧПУ сайтӗнчи сӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен ют ҫӗршыв студентки «Раҫҫейри туризм мисӗ» конкурса хутшӑнса «Пултарулӑх мисӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Конкурс финалӗ Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 18-24-мӗшӗсенче иртнӗ. Конгӑран килнӗ Комбле Олонго ҫак номинацире ҫӗнтерме пултарнӑ. Хӗр ЧПУра вырӑс чӗлхипе литературине вӗреннӗ. Халӗ Комбле ҫак аслӑ шкулӑн медицина факультетне вӗренме кӗресшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Александр Рыбаков. sovch.chuvashia.com сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя ӗҫрен кӑларса ӗҫе илнӗ. 95-мӗш номерлӗ хушура ӑнлантарнӑ тӑрӑх, бизнес-омбудсменӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑ. Ӗҫ вӑхӑтне малалла тӑсас тесен ҫӗнӗ хушу кӑларма тивнӗ. Ҫапла вара Александр Рыбакова паян ӗҫрен кӑларса паянах ӗҫе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
socialinform.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шурашкар районӗнче пӗр арҫынна ӗҫ вӑхӑтӗнчех пӑван сӑхнӑ. Вӑл уҫӑ чӳречерен вӗҫсе кӗнӗ те ӑна тапӑннӑ. Арҫынна ҫав самантрах япӑх пулса кайнӑ, вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Ӗҫтешӗ тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ҫитиччен оператор мӗн хушнине пурнӑҫланӑ: арҫынна аяк ҫине хунӑ, юн пусӑмне тата чӗре таппине виҫнӗ, кӗске ҫул кӑтартма тесе тухтӑрсене кӗтме тухнӑ. Шурӑ халатлисем вырӑна ҫитсен пациента пулӑшнӑ. Район пульницине илсе ҫитериччен унӑн юн пусӑмӗ те хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Шупашкарти Алина Марковӑна 3 уйӑх ытла шыраҫҫӗ. Ун пирки халӗ те сас-хура ҫук. 30-ти хӗрарӑм ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ун чухне ӑна «Лиза Алерт» ушкӑн хастарӗсем те шыранӑ. Анчах тупайман. Халӗ Алина Маркова ҫухални пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпар вырнаҫтарнӑ, пулӑшу ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑма курнисене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Википедия архивӗнчи сӑн Ӗнер Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӳсем пур. Анжелика Сидорова ҫӳллӗшне шӑчӑпа сиксе Елена Исинбаева 2016 ҫулта лартнӑ рекорда ҫӗнетнӗ. Ун чухне ку кӑтарту 4,90 метр пулнӑ тӑк Анжелика 4,91 метра парӑнтарнӑ. Хальлӗхе тӗнчери абсолютлӑ рекорд Елена Исинбаевӑнах. Вӑл уҫӑ сывлӑшра - 5,06, пӳлӗмре 5,01 метра парӑнтарнӑ. Сидоровӑн вара ку кӑтартусем 5,01-пе тата 4,95-пе танлашаҫҫӗ. Аса илтерер: чемпионат ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӗҫленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Илле Тукташ. artmuseum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Илле Тукташ поэт, прозаик, фольклорист ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ. Илле Тукташ (Илья Семенович Тукташ) 1907 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатпа «Хатӗр пул» журнал, Самар хулинчи «Колхозник» хаҫат редакцийӗсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, Наукӑпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ. 1946 ҫултанпа Илле Тукташ литература ӗҫӗпе пурӑннӑ. Унӑн чи паллӑ хайлавӗсенчен пӗри — «Тӑван ҫӗршыв» сӑвӑ. 1992 ҫулта ҫав сӑвва Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗ тума юрра хывнӑ. Илле Тукташ ячӗпе Шупашкарта урам хисепленсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
m.ru24.net сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнче полицин 47 ҫулти экс-ӗҫченне суд тунӑ. Ӑна улталанӑшӑн тата улталама хӑтланнӑшӑн айӑпланӑ. 2021 ҫулти утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл вӑйӑ усламӗпе саккуна пӑсса аппаланакан ҫынпа (ун тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ) паллашнӑ. Унччен право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫленӗ май паллакансем нумай, йӗрке хуралҫине укҫа тыттарсан саккуна пӑсса укҫа тӑвакан усламҫа хӳтте илме май пур тесе шантарнӑ. Усламҫӑ «ырӑ сӗнӳпе» килӗшнӗ. 2021 ҫлхи утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫлхи пуш уйӑхӗччен вӑл 3 миллион тенкӗ панӑ. Ҫав укҫа кирлӗ ҫынсен аллине кӗрӗ тесе шаннӑ. Экс-полицейски укҫана никама та паман, шантарнине пурнӑҫлама унӑн май пулман. Кӑшт вӑхӑт иртсен экс-полицейски хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине илтет. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вӑл усламҫӑран 10 миллион тенкӗ ыйтать. Ҫав укҫапа пуҫиле ӗҫе чарса лартма май пур тесе ӗнентерет. Усламҫӑ «кӗмӗл» тыттарнӑ чухне экс-полицейские Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чараҫҫӗ. Экс-полицейские суд 4 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӗтмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма, 600 пин тенкӗ штраф тӳллеттерме йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм пӗрле пурӑннӑ арҫынна вӗлернӗ. Харкашу ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пулса иртнӗ. Ҫемье Грасис урамӗнче пурӑннӑ. Ҫав кунхине ҫамрӑк хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Пӗрле пурӑнакан 38 ҫулти арҫын киле час таврӑнман. Ҫавӑншӑн тулашнӑ хӗрарӑм арҫынпа харкашма тытӑннӑ. Тарӑхнӑскер аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа арҫынна кӑкӑр тӗлӗнчен пӗр хутчен чикнӗ. Ҫӗҫӗпе чикнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм арҫынна пӗрремӗш пулӑшу кӳме хӑтланнӑ, хӑйех тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Суд ҫавна шута илнӗ — хӗрарӑма 7 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта общество транспорчӗн маршручӗсене улӑштарасшӑн. Республикӑн тӗп хулинче транспорт реформи 2018 ҫулта пулса иртнӗччӗ. Ҫӗнӗ реформа хулари 9 автобус маршрутне тата 1 троллейбус маршрутне пӑрахӑҫлама палӑртать. 14 автобус маршрутне тата 5 троллейбус маршрутне улӑштарма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ 3 автобус маршручӗ тата троллейбус маршручӗ кӗртесшӗн. 2 автобус маршручӗпе 10 троллейбус маршручӗ унчченхиллех юлӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта 6 автобус маршрутне пӑрахӑҫласшӑн, 2 автобус маршрутне тата 3 троллейбус маршрутне улӑштарасшӑн. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи 101, 101с, 220, 234, 262, 270, 331-мӗш маршрутсене пӑрахӑҫласа троллейбуссем ҫӳретме тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |