Республикӑра
![]() "Чеб.медиа" сӑнӳкерчӗкӗ. 2019 ҫул Паян Константин Ишутов блогер юсанмалли колонирен тухнӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплав срокӗ унӑн паян тухнӑ. Аса илтерер: 2019 ҫулта блогера нацизма реабилитациленӗшӗн тата ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн ЧР Аслӑ сучӗ пӗтӗмӗшле режимла колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Константин Ишутов судра айӑпне йышӑнман, айӑплав унӑн журналист ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хавал» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑвашсен «Хавал» ҫуллахи уйлӑхне хутшӑннӑ Амайа куравӗ уҫӑлӗ. Ку хыпара «Хавал» ушкӑн тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пултарулӑх анине тин кӑна сухалама тытӑнакан Амайа ятлӑ ҫамрӑк фотограф хӑйӗн ӗҫӗсен куравне йыхравлать. Пабликра вырнаҫтарнӑ афишӑра палӑртнӑ тӑрӑх, сӑнӳкерчӗксен куравӗ Шупашкарти Максим Горький урамӗнчи 26-мӗш ҫуртра (унта мӗнле организаци вырнаҫнине ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланса пӗтерейменшӗн вулакан каҫарать-тӗр) авӑн уйӑхӗпех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Аркадий Андреев. drama21.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аркадий Андреев 55 ҫул тултарнӑ. Аркадий Андреев 1967 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Панкли ялӗнче ҫуралнӑ. Артист пулас ӗмӗтпе ҫунатланнӑ ҫамрӑк 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӗ театр училищине (институтне) вӗренме кӗнӗ. Муркаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ маттур арӑн ҫутҫанталӑк панӑ илемӗ, Турӑ панӑ пултарулӑхӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн тата та сарӑлса, анлӑланса пырать тейӗн. Унӑн илӗртӳллӗ сассине те куракансем килӗштереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ, 105-мӗш, сезона уҫма хатӗрленет. Чаршава авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе уҫма палӑртса хунӑ. Аса илтерер: «Вӗри юнлӗ ҫемҫе чун» спектакле куракан патне ҫитерессишӗн театрӑн илемлӗ ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев тӑрӑшнӑ. Ӗҫе И.С. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» драми тӑрӑх хатӗрленӗ. Асӑннӑ спектакле «Нарспи» поэмӑна ҫырнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() "Грани" хаҫат сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри нумай хваттрелӗ ҫуртсенче ҫутӑ счётчикӗсене ылмаштарасси малалла пырать. Ҫавӑн пек тума 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче йышӑннӑ 522-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ хистет. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи электросчётчиксене кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫне ылмаштарса пӗтермелле. Республикӑри мӗнпур районпа хулара уйрӑм ҫынсене 5 пин счётчик лартса памалла, кунсӑр пуҫне тата нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи ҫутӑ тӑкакне шутлакан 850 ытла приборпа трансформатор токне виҫекен 600 комплект вырнаҫтарӗҫ. Ӗҫшӗн хваттер хуҫисен укҫа тӳлемелле мар. Ҫӗнӗ йышши счётчиксем ҫутӑ мӗн чухлӗ ҫуннине хӑйсемех кирлӗ ҫӗре ҫитерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Виктория Жилина ҫӑмӑл атлетка. manez.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Раҫҫейӗн спорт мастерӗсен шучӗ йышланнӑ. Ҫак йышра — пирӗн республикӑри тепӗр ҫичӗ спортсмен. Раҫҫейӗн спорт мастерӗ ята спортӑн ултӑ енне суйласа илнӗ 7 маттур тивӗҫнӗ. Списокра — Виктория Жилина (ҫӑмӑл атлетика), Вероника Григорьева, Анастасия Чернова (мас-рестлинг), Никита Александров (самбо), Никита Васильев (спорт аэробики), Юлия Кириллова (спорт кӗрешӗвӗ), Ксения Пушкина (спорт гимнастики). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти хӗрарӑм ҫынна 105 хутран кая ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, унсӑр пуҫне вӑл 20 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Пӑтӑрмах хӗрарӑмӑн килӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗрскер пӗрле пурӑнакан 56 ҫулти арҫынпа тем пайлайман-ҫке — хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ унчченхи сурана пула хирӗҫ тӑрайман, хӑйне ниепле те хӳтӗленеймен. Шар курнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ-ха, анчах ӑна ҫӑлса хӑварма май килмен. Тепӗр кунне вӑл реанимацире вилсе кайнӑ. Хӗрарӑм судпа унччен те темиҫе хутчен айӑпланнӑскер иккен. Ватлӑх ҫулӗсене вӑл кирпӗч шутласа ирттерӗ — тӗпчевӗҫсем пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Вӑрнарта аш-какай комбиначӗ ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Пушар тухни пирки паян ирхи 8 сехет те 50 минутра хыпарланӑ. Вӑрнар поселокӗнчи Карл Маркс урамӗнчи 54-мӗш ҫуртран инҫех мар вырнаҫнӑ комбинатра ҫулӑм тухнӑ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнта пушарнӑйсем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() СТС телеканалпа ҫӗнӗ сериал, камит, пуҫланнӑ. «Классная Катя» ятлӑскерте Шупашкарти хӗр ӳкерӗннӗ. Литература вӗрентекенне Соньӑна 24 ҫулти Светлана Коновалова вылянӑ. Вӑл Шупашкарти 37-мӗш шкулта ӑс пухнӑ, театр кружокне ҫӳренӗ. 2021 ҫулта ГИТИС пӗтернӗ. Ку таранччен Светлана вун-вун сериалпа фильмра рольсене вылянӑ. Сериал сюжечӗ ҫапларах: Мускав ҫывӑхӗнчи хула мэрӗ хӑйӗн пуҫтах хӗрне шкула географи учителӗнче ӗҫлеме ярать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сайтри видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче ҫӑмӑл машина троллейбус ҫине пырса кӗнӗ. Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче каҫхине «Шкода» автомобиль ҫула май пыракан троллейбус ҫине пырса кӗнӗ. «Ҫыхӑнура› форумра вырнаҫтарнӑ видео тӑрӑх хакласан, ҫӑмӑл автомобиль ҫулӑн сылтӑм енӗпе пынӑ. Водитель руле пӑрман та, машинӑна та чарма тӑрӑшман – вӑл тӳрӗ ҫулпа пынӑ ҫӗртех троллейбус ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |