Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан Викторпа Нина Куричковсем ҫурлан 26-мӗшӗнче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Вӗсене администраци ӗҫченӗсем саламланӑ. Виктор Михайловичпа Нина Михайловна хайне евӗр лару-тарура паллашнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пулнӑ ку. Вӗсем иккӗшӗ те 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуса кӗтсе тӑнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсен туслӑхӗ пуҫланнӑ, кайран вӑл юратӑва куҫнӑ. Анчах вӗсене уйрӑлу кӗтнӗ: Виктора ҫара илнӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин патне 2 ҫул ҫыру ҫӳретнӗ. 1972 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Викторпа Нина пӗрлешнӗ. Куричковсем хӗрпе ывӑл ҫуралнӑ. Халӗ ылтӑн туя паллӑ тунӑ мӑшӑр мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар енӗпе ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Кун пек ларӑва ҫӗртмен 9-мӗшӗнченпе пухӑнман, мӗншӗн тесен чирлекенсем сахал пулнӑ. Халӗ вара сӳтсе явмалли пур: кӑшӑлвирус каллех сарӑлма пуҫланӑ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлесси 8 хут ӳснӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Надежда Луговская ҫынсене общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнма сӗннӗ. Хальлӗхе ку - сӗнӳ кӑна. Ларура оперштаб пайташӗсем ҫӗнӗлӗхсем йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() discover24.ru сайтри сӑн Элӗкре пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм 4 ачине пӑрахнӑ та вӗсене нимпе те пулӑшман, алимент тӳлемен. Парӑм 800 пин тенке ҫитнӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах вӑл кун хыҫҫӑн та тӳрӗ ҫул ҫине тӑман, ӗҫ шыраман. Хальхинче хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна суд пӑхса тухнӑ. Хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ. Ӑна колони-поселение 4 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑнна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ракӑн ятарлӑ паллисем ҫук та темелле. Чылай чухне ҫак амак ытти чир хыҫне пытанать. Республикӑн онкологи диспансерӗнче шӑпах ҫавӑн пек пациентсенчен пӗрне пулӑшнӑ та. 45 ҫулти арҫын пыр ыратнипе аптӑранӑ, апат ҫӑтнӑ чух та ӑна кансӗр пулнӑ. Вӑл тӗрӗсленме пульницӑна кайнӑ. Тухтӑрсем усал шыҫӑ мар-ши тесе ӑна Республикӑн онкологи больницине кайса килме сӗннӗ. Чӑн та, рак пулнӑ. Пыр патӗнчен усал шыҫӑ чӗлхе ҫине куҫнӑ. Рак 3 стадие ҫитнӗ. Арҫынна халӗ операци тунӑ, усал шыҫҫӑ касса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин ӗҫне Общество канашӗ сӑнаса тӑрӗ. Унта кӗрес кӑмӑллисене ала витӗр кӑларӗҫ. Конкурса республикӑн Культура министерстви йӗркелӗ. Общество канашӗнче 11 ҫын пулӗ. Кандидатсен Раҫҫей гражданинӗ, 21 ҫултан аслӑрах пулмалла. Вӗсен Культура министерствин сферинче ӗҫленӗ опыт ҫулталӑкран кая мар пулнине те шута илӗҫ. Общество ӗҫӗнче е ӗҫре ятлӑ-сумлӑ пулнине те пӑхӗҫ. Общество канашне кӗрес кӑмӑллисен конкурсне хутшӑнас кӑмӑллисен материалӗсене паянтан тытӑнса авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче пирӗн республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 27-28-мӗшӗнче 18 ҫулти каччӑ Афанасьев пляжӗнче хӑйӗн тусӗпе каннӑ. Вӑл шыва кӗрсе кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫыран хӗрринче унӑн япалисем тӑрса юлнӑ. Тепӗр кунне водолазсем каччӑн виллине шырама тытӑннӑ, анчах тупайман. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче ҫӑлавҫӑсем 2008 ҫулта ҫуралнӑ ача виллине Енӗш юханшывӗнче туртса кӑларнӑ. Сӑмах май каласан, Атӑлта арҫын виллине тупнӑ. Пӑхсан, арҫын 45 ҫулсенче... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ocdod74.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре шкул ачисен туризмне аталантарасшӑн. Пирӗн регион ку енӗпе сӑнав проектне хутшӑнать. Проектпа килӗшӳллӗн, ачасем республикӑра ҫулҫӳреве тухӗҫ. Унта 5-9-мӗш классем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗтӗмпе 3 пин ытла ачана суйлӗҫ, кашнине 7 пин тенкӗлӗх туризм путевки парӗҫ. Ку укҫана патшалӑх уйӑрӗ, ашшӗ-амӑшӗн нимӗн те тӳлемелле мар. Проекта олимпиада призерӗсем, ҫӗнтерӳҫисем, нимеҫӗсем, тӗрлӗ конкурсра мала тухнисем, Пушкин тата Географи диктантӗнче, «Сӑр чикки» патриотлӑх проектӗнче палӑрнисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сывлӑх енчен хавшак, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ шӑпӑрлансем путевкӑна тивӗҫме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хӑҫан ҫумӑр ҫӑвать? Типӗ ҫанталӑк вӑраха тӑсӑлчӗ, ҫӗр хытса ларчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юнкун каҫхине ҫума пултарӗ. Анчах – вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫеҫ. Хушӑран аслати авӑтма, ҫил вӑйланма пултарӗ. Хальлӗхе сывлӑш температури 25-30 градус таран ӑшӑнӗ. Аванӑн 1-мӗшӗнче тӑрук сивӗтӗ, 14-19 градус ҫеҫ пулӗ. Ҫапах ҫумӑр ҫумӗ, хӗвел пӑхӗ. Эрнекун тата шӑматкун та ҫавнашкал ҫанталӑк пулӗ, ҫӗрлесерен 5 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫумӑр ҫума пултарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ ҫанталӑк вӑрахлӑха килӗ. Хальлӗхе 20 градуслӑ шӑрӑх килессе пӗлтермеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Элӗк районӗнче ҫӗнӗ ферма хута яма палӑртнӑ. Ахальли мар. Ӗнесене робот-дояр сӑвӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви. Робот-дояран пулӑшуҫи чиплӑ ошейник пулӗ. Вӑл робота ӗнене ӑҫталла илсе каймаллине кӑтартӗ. Ҫак тытӑм ҫапла ӗҫлӗ: ӗнен сумалли вӑхӑт ҫитсен ун умӗнче алӑк уҫӑлать, вӑл сумалли вырӑна кӗрет. Робот ӑна 5-7 минутра суса пӗтерет. Сӗт тӳрех эксперсс-анализ тума каять. Япӑх тӑк робот тӳрех сума чарӑнать, кун пирки оператора пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Элӗкри «Ҫӑлкуҫ» ача пахчи тинех уҫӑлнӑ. Унӑн алӑкӗсене ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Виҫӗ хутлӑскерте 240 ача валли вырӑн пур. Шӑпӑрлансем валли бассейн, интерактивлӑ лапамсем, спортзал, компьютер класӗ хута янӑ. Ҫавӑн пекех психолог пӳлӗмӗ ӗҫлет. Чӑннипе, ача пахчине 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли хута ямалла пулнӑ. Анчах «Старатель» подрядчик вӑхӑтра ӗлкӗреймен. Ҫакна проекта улшӑнусем кӗртнипе сӑлтавланӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Элӗкре пулсан ача пахчине ҫулталӑк вӗҫӗччен туса пӗтермеллине каланӑ. Анчах ку кӑҫал кӑна, ҫурла уйӑхӗнче, пурнӑҫа кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |