Статистика
![]() Кӑҫал кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче республикӑран 8 пин те 499 ҫын кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет Чувашстат. Килекенсем вара сахалрах пулнӑ. Ҫур ҫулта пирӗн республикӑна 6 пин те 154 ҫын куҫса килнӗ. Ҫапла 2 пин те 345 ҫын сахалланнӑ. Ҫак тапхӑрта ют ҫӗршыва тухса каякансен йышӗ тӑрук нумайланнӑ - 3232 ҫын кайнӑ. Чикӗ леш енчен 1387 ҫын килнӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр ют ҫӗршывсене 844 ҫын кайнӑ, 1023 ҫын килнӗ. Ку енӗпе пӗлтӗр «минус» пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Андриян Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ ҫинчен Раҫҫейри турооператорсем те пӗлме тытӑнӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Чулхулара «Раҫҫейӗн музей маршручӗсем» проектпа тишкерӳ тата презентаципе мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. РФ Культура министерстви йӗркеленӗ мероприятие Раҫҫейӗн 6 федераци округӗнчи 12 регионта (Тӗмен, Кемӗр, Мускав, Ростов, Ярославль, Мурманск, Ленинград, Чулхула облаҫӗсенче, Пушкӑртстанра, Мари Элта, Краснодар крайӗнче, Питӗрте) иртеҫҫӗ, Питӗрте пӗтӗмлетӗҫ. Асӑннӑ форума Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тата Шуршӑлти А.Г. Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗн директорӗ Александр Тукмаков хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Отмеченная зима. 1982. История издания книги» ҫӗнетсе хатӗрленӗ курав уҫӑлӗ. Ӑна Геннадий Айхи пултарулӑхне халалланӑ. Асӑннӑ ятпа пухса хатӗрленӗ курава пуҫласа 2019 ҫулта кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларнӑранпа 40 ҫул ҫитнӗ тӗле ӑна урӑх материалсемпе пуянлатнӑ. «Отмеченная зима». 1982. История издания книги» проект – куҫса ҫӳрекен курав. Вӑл Геннадий Айхи поэтӑн тата куҫаруҫӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Курава Айхин Францири архивӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн йӗркелеме йышӑннӑ. Ӑна поэтӑн тусӗ Николай Дронников 2015 ҫулта Чӑваш наци музейне парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш арҫынни кантура ҫапса салатнӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрмарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын кивҫен укҫа паракан учрежденисенчен пӗрне (ун пеккисемпе, тӗрӗссипе, ҫыхӑнмасан аван пулӗ те, мӗншӗн тесен процент ставкисем пысӑк) кайнӑ. Унта вӑл кредит илес тенӗ. Микрозайм организацийӗ арҫынна кивҫен пама килӗшмен. Ҫакӑ Вӑрмар арҫыннине уртарсах янӑ. Вӑл кӑштахран унта мӑлатук йӑтса пынӑ. Унпа пырса кӗрсе кантура аркатма тытӑннӑ. Чӳречене ҫапса ватнӑ, жалюзие йӑтса антарнӑ, сӗтел ҫинчи ноутбука илсе пенӗ. Ҫапла май вӑл фирмӑна 130 ытла пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Вӗсем пуҫтаха тытса чарнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм-водитель инкеке лекнӗ. 29-ри водитель тытса пыракан «Шкода-Рапид» машина «Шӑмӑршӑ-Анат Чаткас-Хайпӑла» ҫулпа пынӑ чухне ҫулӑн сулахай енне пӑрӑнса кӗрсе кайса кювета чӑмнӑ. Салонта хӗрарӑм пӗчченех пулнӑ. Вӑл аманман. Ӑна тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ. Машина вара кӑштах лапчӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ярославль, Чита, Амур облаҫӗсенче, Приморье крайӗнче, Дагестанра, Калмӑк Республикинче вӗтӗ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шатра чирӗпе аптӑранине палӑртнӑ. Чӑваш Енре хальлӗхе унашкал тӗслӗх ҫук. Чир пирӗн пата ҫитмен пулсан та санитарсем ӑна кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку енӗпе ятарлӑ вӗренӳ пулнӑ. Сценари тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗнче ӑнсӑртран сурӑх вилнӗ. Унӑн сив чир пулнӑ, шатра тапса тухнӑ. Ҫав вырӑна специалистсем дезинфекци тунӑ, сурӑх виллине утилизацие янӑ. Унтан санитарсем пост чиккисене тунӑ, машинӑсене дезинфекциленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 22 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Вӑл – артистка. Балерина. Театрта ӗҫлекен хӗре волонтёрсем те, йӗрке хуралҫисем те шыраҫҫӗ. Балеринӑна шырани пирки «Лиза Алерт» ушкӑн пӗлтернӗ. Милана Ишуткина балерина ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирпе ӗҫе кайма тухнӑ, анчах унта вӑл ҫитеймен. Хӗр хура майка, тӗксӗм кӑвак джинс шорты тӑхӑннӑ, урине – сандали. Хӑй вӑл хура сумкӑпа пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫулсеренех студентсен отрячӗсене йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал ун пеккисем — 38 отряд. Вӗсене 1500 ытла ҫамрӑк кӗнӗ. Ҫамрӑксем хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, Краснодар крайӗнче, Крым, Тутарстан, Саха (Якути) республикисенче, Челепир, Кемӗр, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, Камчаткӑра, Санкт-Петербург хулинче тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫамрӑксене отряда пухиччен Раҫҫейӗн студентсен отрячӗсен регионти уйрӑмӗ грантсем ҫӗнсе илсе ҫав укҫапа студентсене тӗрлӗ професси (рабочисемпе служащисем таранах) илме пулӑшнӑ. Хӗвелтухӑҫӗнче –Камчатка крайӗнче – ҫамрӑксем пулӑ тирпейлекен предприятисенче ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Ыранхи кун вӗҫевӗ» кӑларӑма 600 экземплярпа кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене Светлана Бритвина художник илемлетнӗ. Кӑларӑма повесть, повесть-юмах, калавсем, сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсене ҫыравҫӑ вӑтам шкул ҫулӗсенчи ачасем валли шӑрҫаланӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Ишентей хайлавӗсене ачасем те, аслисем те юратса вулаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Улатӑр районӗнче 10-ри ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл шыва путса вилнӗ. Ку ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Ача тантӑшӗсемпе пӗрле Суйкӑн ялӗнчи пӗвене пулла кайнӑ. 10-ри ача шыва кӗме шутланӑ. Шала кӗнӗ те чыхӑнса кайнӑ. Вӑл ишме пӗлмен. Ҫывӑхра аслисем те пулман. Ача шыв тӗпне анса кайнӑ. Следовательсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |