Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика
«Химпром» архивӗнчи сӑн
«Химпром» архивӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире хут шуратакан компонент туса кӑларма пуҫласшӑн. Кун пирки савут пресс-служби пӗлтерет.

Хальхи вӑхӑтра технологи суйлас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Производствӑна 2025 ҫулта хута ярасшӑн.

Ку продукт целлюлозӑпа хут туса кӑларакан предприятисем валли пулӗ. «Химпром» туса кӑларакан компонентпа хута шуратӗҫ.

Ку таранччен натри хлоратне тата водород перекиҫне ют ҫӗршывсенчен кӳрсе килнӗ. Санкцисене пула вӗсене халӗ илсе килеймеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
livelive.ru сӑнӳкерчӗкӗ
livelive.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын ултавҫӑ капкӑнне пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫакланнӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вӑл машинӑн саппас пайӗсене сутакан пӗлтерӗве асӑрханӑ. «Сутуҫӑпа» ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн Шупашкар арҫынни ӑна 12 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ, анчах тавара ӑна никам сутман.

Ултавҫӑ Ханты-Мансийск хулинче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӑна тытса чарма пирӗн тӑрӑхри йӗрке хуралҫисем командировкӑна тухса кайнӑ. Ултавҫа унччен Челябинскри, Магнитогорскри тата Новосибирскри ҫынсене улталанӑ. Халӗ ӑна ирӗкрен хӑтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хулинче пӗр арҫын шаурма ҫитерменшӗн ҫынна ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ.

Воробьёв композиторсен урамӗнчи заведенисенчен пӗринче пилӗк ҫамрӑк пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Вӗсем хулан Ҫӗнӗ кӑнтӑр районне бильярдла выляма кайма калаҫса татӑлнӑ. Ҫула тухиччен 23 ҫулти каччӑ шаурма туяннӑ, ӑна пӗчченех ҫиме тытӑннӑ. Ушкӑнри 31 ҫулти арҫынна ҫакӑ килӗшмен. Кӗҫӗнни ҫине вӑл чышкӑпа сиксе ӳкнӗ. Лешӗ хӑйне кӳрентерме паман. Кӑштахран ҫӗнӗ тус пӑтӑрмах вырӑнне тепре таврӑннӑ, 23-ри каччӑна вӑл ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Шар курнине васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем илсе кайнӑ.

Ҫӗҫӗпе чикекенни пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Анчах пакунлисенчен нумай тарса ҫӳреймен — вӑл камне палӑртнӑ. 31 ҫулти арҫын унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑ. Хальхинче ӑна 10 ҫуллӑха хупса хума пултарӗҫ.

 

Апат-ҫимӗҫ
youtube.com сайтри сӑн
youtube.com сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра мӗн хакланнӑ, мӗн йӳнелнӗ? Чӑвашстат ака уйӑхӗн 9-15-мӗшӗсенче хаксем мӗнле пулнине тишкернӗ.

Ҫак тапхӑрта тӑрук маргарин тата шӑл тасатмалли паста хакланнӑ. Ытти тавар 5 процентран ытларах хакланнине асӑрхаман.

Акан 9-15-мӗшӗсенче сосиска, сарделька, шӑл щетки, хӗрлӗ кӑшман кӑштах хакланнине палӑртнӑ. 22 тавар йӳнелнӗ. Вӗсен йышӗнче юлашки вӑхатра питӗ хакланнӑ купӑста пур. Халӗ хакӗ 10 процент чакнӑ. Ҫавӑн пекех йӳнелнӗ таварсен йышӗнче - хӗрарӑмсен колготки, пуҫлӑ сухан.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансен ӗмӗрӗ вӑрӑмланнӑ (анчах ҫав цифра миҫе ҫулпа танлашнинеРеспубликӑн клиника больницин сайтӗнчи хыпарта асӑнман). Ырӑ хыпара республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ӗнер, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Республикӑн клиника больницинче иртнӗ Тӗп тухтӑр кунӗнче палӑртса хӑварнӑ.

Сывлӑх сыхлав министерствин медицина профилактики енӗпе ӗҫлекен штатра тӑман тӗп специалисчӗ Елена Наумова диспансеризаци тата профилактика тӗллевӗпе ирттерекен медтӗрӗслевсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӑҫал 64 пин ытла ҫынна ҫав тӗллевпе тӗрӗслесе ӗлкӗрнӗ. Елена Анатольевна чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, усал шыҫҫа, сахӑр диабетне тата ӳпкен чирне иртерех тупса палӑртни пӗлтерӗшли ҫинчен те чарӑнса тӑнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чӑваш авторӗсен спектаклӗсене кӑтартакан эрне иртӗ.

Чӑваш авторӗсен спектаклӗсен эрнине Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» драма уҫӗ. Наталия Сергеева режиссёрӑн ӗҫне паян, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, кӑтартӗҫ. Ӑна пӗрре 13 сехетре, тепре 18 сехет те 30 минутра курма май килӗ.

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Владислав Николаевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Чуххӑм Ванька авланать – кай-кай-кай...» спектакле кӑтартӗҫ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Фёдор Павловӑн «Ялта» музыкӑлла драмине кайса курма май пур. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ.

Александр Пӑрттан «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камитне театр ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра йыхравлать.

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра «Инкеклӗ телей» инсценировкӑна кӑтартӗҫ. Ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнине халалланӑ. Калав авторӗ — Юлия Николаева, инсценировки — Сергей Павловӑн.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗнче Петӗр Яккусенӗн «Кӗмӗл ҫутиллӗ хирсем» кӗнекине пахалама пуҫтарӑннӑ. Унта пулнӑ Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӑтлӑ залра халӑх нихҫанхинчен йышлӑ» пулнӑ. Вӗсен йышӗнче — поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе тӗпчевҫӗсем, вӗрентекенсемпе студентсем. Поэзи уявӗнче сӑвӑҫӑн хӗрӗ Анна Петровна Яковлевӑпа тӑванӗсем, вӗренекенӗсем те пулнӑ.

Сӑвӑ пуххи 2021 ҫул вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Унта поэтӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ, анчах ку таранччен ниҫта та пичетленмен хайлавӗсем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех авторӑн сайра кун ҫути курнӑ сӑввисем те вырӑн тупнӑ кӑларӑмра. «Яккусенӗн лирика геройӗ кӑмӑл-сипет тасалӑхне нимрен мала хурать. Суя канлӗхе, суя хӗвӗшӗве, суя хавхаланупа ыратӑва сивлет вӑл. Пӗр тунсӑх та пӗр савӑк йӗркесем вулакана илемпе ырӑлӑх тӗнчине йыхравлаҫҫӗ», — палӑртнӑ кӗнеке издательствин ӗҫченӗ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Куславкка районӗнче пурӑнакан 54 ҫулти Ольга Парусова ҫухалнӑ.

Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫав кун Аманик ялӗнчи пӗртӑванӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Унтан вӑл киле кайма тухнӑ. Ялсен хушшинче – 3 ҫухрӑм. Ҫав хушӑра Ольга Парусова таҫта ҫухалнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.

Ирхине йӑмӑкӗ шӑнкӑравласа Ольга киле мӗнле ҫитнипе кӑсӑкланнӑ. Тӑванӗсем килменнине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, шырама пуҫланӑ.

Ольгӑн пӗрле телефон пулнӑ. Анчах унта халӗ шӑнкӑрав каймасть. Ҫав кун вӑл сӑрӑ пальто, хура камаш, тӗттӗм кӑвак пушмак тӑхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78648
 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи учителӗсемпе ача-пӑча пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентекен воспитателӗсен конкурсне кашни ҫулах ирттерет. Ӑмӑртӑва Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр В.А. Берендеев ячӗллӗ вӑтам шкулӗнче пухӑннӑ.

Канаш районӗн Уҫырмари «Хӗвел» ача-пӑча пахчин воспитательне Надежда Андреевӑна «Чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх педагог» номинацире чи пултарулли тесе палӑртнӑ, ӑнах конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи тесе йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 5-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Наталия Афанасьевӑна «Ӑстаҫӑ вӗрентекен» номинацире, Шупашкар хулин 132-мӗш номерлӗ ача сачӗн воспитательне Ольга Иванова «Пултарулӑх тӗнчине ҫул кӑтартакан» номинацире, Самар облаҫӗн Шунтал районӗн Чӑтӑрлӑ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Екатерина Ишмуратовӑна «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» номинацире, Патӑрьел районӗн 1-мӗш вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенне Ольга Каллинӑна «Профессие парӑнса ӗҫлекен» номинацире, Элӗк районӗн 1-мӗш номерлӗ «Ҫӑлкуҫ» ача-пӑча пахчин воспитательне Вера Морозовӑна «Пултаруллӑ ҫамрӑк воспитатель», Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ лицейӗн пуҫламӑш классен вӗрентекенне Эльвира Николаевӑна «Ҫӗнӗлле ӗҫлекен учитель» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ тесе палӑртнӑ.

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкарта пилӗк вырӑнта ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеҫҫӗ. Ку эрнере шӑматкун улттӑмӗш те уҫӑлӗ. Вӑл Атӑл леш енче Сосновка ялӗнче пулӗ. Ярмӑрккӑ чарӑну ҫывӑхӗнче ӗҫлӗ.

Ял хуҫалӑх ярмӑрккисенче сутуҫӑсене вырӑнсене тӳлевсӗрех параҫҫӗ. Ҫавна май халӑх унта пахча ҫимӗҫе, ытти продукцие йӳнӗрехпе туянма пултарать.

Тивӗҫлӗ канури ҫынсене тата патшалӑхран ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан ҫынсене нимеҫӗсем ҫимӗҫсене киле илсе ҫитерме пулӑшӗҫ. Ял хуҫалӑх ярмӑрккисем 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ӗҫлӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 722, 723, 724, 725, 726, 727, 728, 729, 730, 731, [732], 733, 734, 735, 736, 737, 738, 739, 740, 741, 742, ... 3743
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 11

1892
132
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
128
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
82
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
70
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...