Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫынна суд тӑвӗҫ. Мӗншӗн? 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Шӑмӑршӑра пурӑнмалли мар пӳлӗме тара илнӗ, компьютер техники туяннӑ та вӗсем ҫине астармӑш вӑйӑсем вылямалли программӑсем лартнӑ. Салонра ӗҫлеме администратор-кассирсене чӗннӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, салон юпа уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хуҫи 167 пин тенкӗрен кая мар ӗҫлесе илнӗ. Юпа уйӑхӗнче салона полицейскисем кӗрсе тӑнӑ. Ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе кӗҫех Патӑрьел районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
bashinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре эвакуаци комиссийӗ туса хунӑ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушура каланӑ тӑрӑх, эвакуаци комиссине Граждан оборони ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Комисси халӑха эвакуацилеме, пурлӑх тата культура пуянлӑхне хӑрушсӑр вырӑна куҫарассипе ӗҫлӗ. Хушу ӗнерех вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи аграрисем ҫурхи ӗҫсене пуҫланӑ. Унта «Мураты» хуҫалӑх тата «Санары» агрофирма кӗрхи культурӑсене апатлантарма тытӑннӑ. Районӗпе илсен, кӗрхи культурӑсен мӗнпур лаптӑкӗ 6912 гектарпа танлашать, ҫав шутра кӗрхи тулӑ — 6377 гектар, кӗрхи ыраш — 521 гектар. «Мураты» предприятире пӗлтӗр кӗрхисене 514 гектар ҫинче акса хӑварнӑ, «Санары» агрофирмӑра — 323 гектар. Икӗ хуҫалӑхра та удобрение «Туман-2» хальхи вӑхӑтри техника сапать. «Кӗрхисене азотпа вӑхӑтра апатлантарсан вӗсем хӑвӑртрах вӑй илсе ӳсме тытӑнӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хуҫалӑхсенчи агрономсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Пикабу" сайтри видео скринӗ Ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтнӑ май юр хӑвӑрт ирӗлет, ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк. Паян Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнче уй-хиртен шыв анса ял варрипе шарлаттарса юхнӑ. Ҫакна малтан Шарик асӑрханӑ, чутах шывпа пӗрле юхса кайман. Юрать, ҫӑлӑнса юлнӑ. Шыв кӗрлеттерсе аннине пӗр ҫын видео ӳкернӗ. Вӑл паян тӗнче тетелне лекнӗ. Ҫынсем Шарикшӑн питӗ пӑшӑрханнӑ. Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, унта нимле дамба та татӑлса кайман, ейӳ шывӗ анни - ҫуркуннехи пулӑм. Паян Турикас Тушкилте уй-хиртен аннӑ шывран пӗр хуҫалӑх та, пӗр ҫын та шар курман. Шыв ял варрипе ҫеҫ юхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
rsnadzor21.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри предприятисенчен пӗри вӑхӑчӗ тухса кайнӑ сӗтрен тӑпӑрчӑ туса кӑларнӑ предприятие тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑка Россельхознадзор спецпалисчӗсем асӑрханӑ. Вӗсем «Меркурий» информаци тытӑмӗпе усӑ курнӑ. Кӑлтӑка ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ. Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Аккондмолоко» тулли мар яваплӑ общество упрамалли вӑхӑт тухнӑ икӗ парти чӗрӗ сӗтрен 600 килограма яхӑн тӑпӑрчӑ хатӗрленӗ. Сӗтӗн вӑхӑчӗ ака уйӑхӗн 1 тата 2-мӗшӗсенче тухнӑ. Тӑпӑрчӑ тума мӗнле сӗтпе усӑ курнине вара кӑтартман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, Космонавтика кунӗнче, Шупашкарта мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗн Андриян Николаевӑн палӑкӗ умне чечек хума сумлӑ йыш пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра республика Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ. «Андриян Григорьевич Николаевӑн пурнӑҫ ҫулӗ Чӑваш Енри чылай арҫын ачапа хӗрачана тӗслӗх илмелӗх пулнӑ. Ӑна курах чылайӑшӗ пурнӑҫне космонавтикӑпа тата авиаципе ҫыхӑнтарни пирки иккӗленмелле мар», – тенӗ саламлӑ сӑмахӗнче республика ертӳҫи. Олег Николаев Чӑваш Енре Байконурта службӑра пулнисен пӗрлӗхӗ пуррине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пирӗн республикӑра «ЛЕГО» конструкторӑн аналогӗ пуррине палӑртнӑ. Кун пирки вӑл «Итоги месяца» телекӑларӑм валли интревью панӑ чухне асӑнса хӑварнӑ. «Тӗслӗхрен, «Автоматика» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ «ЛЕГО» конструктор аналогне туса кӑлараять. Предприяти ачасене аталантарма май паракан конструктора кӑларма тытӑнма пултарать Экономикӑри лару-тӑру асӑннӑ енпе ӗҫлеме тытӑнма май парать», — тесе каланӑ журналистсене Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
news.myseldon.com сайтри сӑн Владимир Ермолаева йӗплӗ пралук леш енчен срокран маларах кӑларнӑ. Ку информацие регионти прокуратура та ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Ермолаева 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи авӑнччен, «СУОР» тӗп директорӗ пулнӑскер, налук тӳлемен. Вӑл 107 ытла миллион тенкӗ налукран пӑрӑннине ҫирӗплетнӗ. Пӗлтӗр СР Аслӑ сучӗ аппеляцие пӑхса тухса Ермолаевӑн срокне ҫур ҫул кӗскетнӗ - 2,5 ҫул хӑварнӑ. Кӑҫал ака уйӑхӗнче вӑл ирӗкре пулнине асӑрханӑ. Прокуратура Владимир Ермолаев УДОпа тухнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Элӗк районӗнче пурӑнакан виҫӗ арҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Иккӗшӗ - пиччӗшӗпе шӑллӗ, тепри - пӗлӗшӗ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Элӗкушкӑнӗнче пурӑнакан ҫак арҫынсем ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче яла Чулхулари ҫын выльӑх пуҫтарма килнине пӗлнӗ. Хайхискерсем унӑн укҫа пуррине чухланӑ, ӑна пӑру кӑтартма тесе картише илсе кӗнӗ. Картишре вӗсем ӑна хӗнеме пуҫланӑ, вӗрен илсе тухса пӑвнӑ. Выльӑх пуҫтаракан сывлама пӑрахсан унӑн укҫине илнӗ. Вилене вара аслӑк тӑрринче пытарнӑ. Выльӑх пуҫтараканӑн тӑванӗсем пӑшӑрханма пуҫланӑ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ара, вӑл ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Участковӑй шырав вӑхӑтӗнче ҫав картишре кӳршӗ регион арҫыннин телефонне тупнӑ. Арҫынсене тытса чарнӑ. Палӑртмалла: пӗртӑвансенчен асли унччен те судпа темиҫе хут айӑпланнӑ, тӗрмерен акан 5-мӗшӗнче тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
avatars сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районӗсене асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Аукцион ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Малтан палӑртнӑ хак - 189 миллион та 619 пин тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин ҫула ҫитес ҫул ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сарма тытӑнмалла, ӗҫсене чӳкӗн 30-мӗшӗнче вӗҫлемелле. Ҫул тӑршше 3 ҫухрӑм пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |