Республикӑра
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ирхине Шупашкар ҫыннисем тӗтӗм шӑршипе вӑраннӑ. Мӗн пулнӑ-ха? Чулхула облаҫӗнче вӑрман ҫунать иккен. Ӗнер Шупашкар районӗнче, Карачура лесничествинче, вӑрман ҫуннӑ. Ҫулӑм кӑнтӑрла иртни 3 сехетре алхасма тытӑннӑ. Пушара ҫур сехетрех сӳнтернӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра вӑрмансенче 7 пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрманта ытларах ҫӗр ҫинчи типӗ сий ҫунать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Айӑпланакан хӗр. «Кстати…» телеканал тунӑ сюжетри сӑн Чулхула облаҫӗнче 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Балахна хулинче пӗр хӗр светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫине пӑхмасӑр ҫул тӑваткалне вӗҫтерсе тухнӑ. Кунта вӑл симӗс ҫутӑ ҫине тухнӑ тепӗр машшинпа ҫапӑннӑ. Инкекре симӗс ҫутӑ ҫине тухнӑ машшин водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн икӗ ача тӑрса юлнӑ. Хӗрлӗ ҫутӑ ҫине ҫӗр километра яхӑн хӑвӑртлӑхпа (курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх) вӗҫтерсе тухнӑ хӗре айӑплас тӗлӗшпе суда тӑсаҫҫӗ. Сӑлтавне вара хӗрӗн амӑшӗ судьяра ӗҫленинче кураҫҫӗ. Хӗрӗ хӑй те Балахнари судра ӗҫленӗ. «Кстати…» телекӑларӑм каласа панӑ тӑрӑх, суда тӗрлӗ майпа тӑсма хӑтланаҫҫӗ. Сӑмахран хӗр сыв маррипе сӑлтавласа. Ҫавӑн пекех хӗр айӑпне сирес, е ӑна пӗчӗклетме тӑрӑшни сисӗнет. Шар курнӑ ен каласа панӑ тӑрӑх чи малтан хӗре хӳтӗлесе инкекре Максим Рыбакова хӑйне айӑпласшӑн пулнӑ — вӑл имӗш инкек ан тухтӑр тесе нимӗн те туман. Хальхи вӑхӑтра айӑпланакан ен Максим Рыбаков вилнине лешӗ пиҫиххипе ҫыхӑнманнипе сӑлтавласшӑн. Имӗш Кристина Короткова ҫӗр ҫухрӑмпа хӑваласа светофор ҫинче хӗрлӗ ҫутӑна пӑхмасӑр ҫул тӑваткалне вӗҫсе тухни мар ҫынна вӗлернӗ — ҫакӑ имӗш Максим пуҫӗпе асфальт ҫине пырса тӑрӑннӑран пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта Раҫсейре халиччен пулман ӑшӑпа тивӗҫтерекен мультимеди центрӗ ӗҫлӗ. Вӑл ҫынсене ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен йышӑнӗ. Ӑшӑ энергетикин музейӗ — мультимеди комплексӗ. Ӑшӑ электричество станцийӗ епле ӗҫленине, хӑш топливо энергие пуринчен ытла упрани ҫинчен, хӗлле хватерте ытла пӑчӑ е ытла сивӗ пулсн камран пулӑшу ыйтмалли таранах ҫынсем унта пӗлейӗҫ. Стратеги коммуникацийӗсен регионти центрӗн ертӳҫи Олег Сидоров пӗлтернӗ тӑрӑх, кмоплексра ачасем валли интерактивлӑ вӑйӑсем йӗркеленӗ. Мультимеди центрне тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Унта пулса курас тесен +7 908 840 84 04 телефонпа ирхи 10:00 сехетрен 19:00 сехетчен шӑнкӑравламалла е teplomuseum.ru сайта кӗмелле. Экскурсие ҫырӑнма 3 минутран ытла вӑхӑт иртмӗ. Интерактивлӑ курав «МегаМолл» суту-илӳ центрӗн аялти парковкинче (Шупашкар хулин, Калинин урамӗ, 105 А ҫурт) вырнаҫнӑ. Музей ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 12 сехетре уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӗҫнерникун, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкек Чернышевский урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ. Нумай хваттерлӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер кӑнтӑрла иртни 2 сехет тӗлӗнче ҫунма тытӑннӑ. Пушар кухньӑра тухнӑ. Унти япаласем тата сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ. Инкекре 31 ҫулти хӗрарӑм шар курнӑ — ӑна сӗрӗм тивнӗ. Хӗрарӑма тухтӑрсем пулӑшнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑма 20 минутра сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑнтӑр-Сахалинскри режиссёр Шупашкарти театрсенчен пӗринче спектакль лартӗ. Хӑна ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Антонина Добролюбова Чӑваш патшалӑх пукане театрне килсе ҫитнӗ. Ӑна культура учрежденийӗн директорӗ Елизавета Абрамова ертсе пыракан ушкӑн чыслӑн кӗтсе илнӗ. Антонина Александровна — режиссёр-постановщик, Сахалинти пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫи. Вӑл Николай Носовӑн калавӗ тӑрӑх «Мишкина каша» ӗҫе куракан патне ҫитерӗ. 2020 ҫулта Антонина Добролюбова Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Три Толстяка», 2021 ҫулта «Снегурочка» спектакльсем лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ВКонтакте сайтри сӑн Ӗнер ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре, Муркаш районӗнчи Рыкакасси ялӗ ҫывӑхӗнче Шупашкар еннелле каякан машина икӗ пӑшие ҫапса хӑварнӑ. Водитель аманман, машина вара самаях сиенленнӗ. Шел те, пӑшисене ҫӑлма май килсен. Вӗсем ҫавӑнтах вилнӗ. Водителӗн патшалӑха кӳнӗ тӑкакшӑн тӳлеме тивӗ. Пӗр пӑшишӗн 80 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Анчах ку тӗслӗхре водитель укҫана хӑйӗн кӗсйинчен кӑлармӗ. Вӑл машинӑна страхланӑран тӑкака страхлав компанийӗ тӳлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер «ЮВИ Аэро» авиакомпани ҫӗнӗ рейссем тунӑ. Сӑмах – Шупашкартан Сургута вӗҫесси. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Пӗрремӗш рейспа Шупашкартан Ханты-Манси автономи округне 30 ҫын вӗҫнӗ. Сургутран Шупашкара вара 8 пассажир килнӗ. Борта пӗтӗмпе 50 ҫын вырнаҫать. Самолет пирӗн хулара 19 сехет те 10 минутра анса ларнӑ. Ҫул ҫинче 2 сехет те 50 минут иртет. Шупашкартан Сургута эрнере икӗ хутчен вӗҫӗ: кӗҫнерникун тата шӑматкун. Аэропортран самолет 20 сехетре ҫӗкленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Чернов. sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑну тунӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Алексей Чернова ҫирӗплетнӗ. Паянхи куна илсен, Василий Петров министрӑн заместителӗсем виҫҫӗн: Татьяна Рябинина — пӗрремӗш ҫум, Ольга Смирнова — министр ҫумӗ тата финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, виҫҫӗмӗш ҫум — паянтан ӗҫе кулӗннӗ Алексей Чернов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкар хулинче маршрутка ҫунма пуҫланӑ. Инкек Кадыков урамӗнчи 23-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче, Кадыковпа Бауман урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнтан инҫех мар, пулнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, малтан микроавтобус хыпса илнӗ, унтан вут-ҫулӑм юнашарти «Нива» автомобиль ҫине куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() loftecomarket.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн ҫӗршывра Строительсен кунне уявлаҫҫӗ. Ҫавӑн умӗн республика шайӗнче уяв ирттереҫҫӗ. Унта Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ строительсене — организацисене ертсе пыракансенчен пуҫласа палтниксене таранах — чыслаҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. «Отделфинстрой» специализациленнӗ застройщикӑн директорне Александр Черкунова Чӑваш Республикин Хисеп грамотине пама палӑртнӑ. 15 ҫын «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Шупашкарти 29-мӗш строительство управленийӗнчи Николай Рыбаков тата Шупашкарти 7-мӗш стройтрестри Сергей Скворцов платниксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |