Республикӑра
chuvash.gks.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Енрен ют ҫӗршывсене каяакансен шучӗ йышланнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче пирӗн тӑрӑхран 2 пин те 885 ҫын ют ҫӗршыва кайнӑ, кунта 1 пин те 172 ҫын килнӗ. Сӑмах май каласан, ытларахӑшӗ (пурӗ 2 пин те 105 ҫын) СНГ ҫӗршывӗсене тухса кайнӑ. Никама пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлӗхенчен пирӗн тӑрӑха 656 ҫын куҫса килнӗ. Ҫывӑхри ют ҫӗршывсене кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 780 куҫса кайнӑ, вӗсенчен Чӑваш Ене килсе 516 ҫын тӗпленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
cap.ru порталтан илнӗ скриншотсемпе усӑ курнӑ Шупашкар районӗнчи хӑш-пӗр тӳре-шара хӑйӗн пурлӑхне пытарнӑ. Коррупципе кӗрешессипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑхӑнса ӗҫлесен хайхисен хӑйсен тупӑшӗ пирки тӗнче тетелӗнче вырнаҫтармалла. Районти прокуратура вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем епле ӗҫленине тӗрӗсленӗ май Ҫырмапуҫ тата Апаш ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен 2021 ҫулхи тупӑшӗ пирки ҫынсене пӗлтерес теменнине асӑрханӑ. Саккуна пӑснӑшӑн ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхсен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарса 3-шер пин тенкӗл штраф хурса пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
Вконтакте сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем лавккасенчи апат-ҫимӗҫ хакӗсене кашни эрнерех тишкереҫҫӗ. Ку ӗҫе хаксем тӑрук сӑлтавсӑрах хӑпарса каяран тӑваҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче хулари лавккасенче пулӑ консервин хакӗ самай чакнӑ: 98 тенкӗ йӳнелнӗ. Услам ҫу хакӗ те палӑрмаллах пӗчӗкленнӗ: 52 тенкӗ чакнӑ. Рис вара 23 тенкӗ йӳнелнӗ. Ҫавӑн пекех ҫӑратнӑ сӗт, тӗтӗмленӗ кӑлпасси, панулми, сӗт, ҫӑмарта, хура тул хакӗ кӑштах чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
yar.mk.ru сайтри сӑн Паян Улатӑр районӗнче чутах арҫын путса вилмен. Юрать, иртен-ҫӳрен ӑна асӑрхаса пулӑшма васканӑ. Ку Первомайский поселокӗнче 12 сехет те 43 минутра пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру пашалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1976 ҫулта ҫуралнӑ арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер путма пуҫланӑ. Иртен-ҫӳрен ӑна пӗверен туртса кӑларнӑ та часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ӑна Улатӑр районӗн тӗп пульницине илсе кайнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йывӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Акварель» микрорайонта рабочисем тӑваттӑмӗш хутран ӳкнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: инкек 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арматура ҫыхнӑ чухне настил йӑтӑнса аннӑ. Арматурщиксем пӗрремӗш хутри юр ҫуса лартнӑ бетон ҫине персе аннӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынсем суранланса пӗтнӗ, вӗсен шӑмми хуҫӑлнӑ. Субподрядчик ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнман тесен прокуратура ӑна 35 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Халӗ усламҫа суд тунӑ. Вӑл йывӑрах мар преступлени тунине, унччен судпа айӑпланманнине шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ӑна 40 пин тенкӗ суд штрафӗ хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнере ют ҫын машинипе хула тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ ҫамрӑксене суд тунӑ. Ушкӑнпа пухӑнса автомобиль вӑрланӑ тесе вӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн айӑпласа 7-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд тенкелӗ ҫине 17, 16 тата 14 ҫулсенчи виҫӗ ҫамрӑк ларнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи ҫӗрле вӗсем Етӗрнери суту-илӳ цеентрӗсенчен пӗрин умӗнче «ВАЗ-2107-4» машина ларнине асӑрханӑ. Автомобиле питӗрменнипе, машинӑна хускатмалли уҫӑ вырӑнтах пулнипе усӑ курса ют ҫыннӑн транспорчӗпе ҫула тухнӑ. Машинӑпа пӗрре кӗрт ҫине пырса кӗнӗ-ха, унтан ӑна ҫул ҫине тӗксе кӑларнӑ та каллех ярӑнма кайнӑ. Кӗҫех кӗрт ҫине тепре кӗрсе ланӑ. Унтан машинӑна тек кӑларайман, автомобиле пӑрахса хӑварнӑ. Машина ҫухални ҫинчен тепӗр кунне хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӑлавҫӑсен темле ҫынна та пулӑшма тивет. Пӗрисем пӳрнинчен ҫӗрре хываймаҫҫӗ. Сӑмах май, кун пек тӗслӗх ҫак кунсенче пулнӑ. Хӗрарӑмӑн пӳрни шыҫӑнсах кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫӗрре каснӑ. Хальхинче вӗсен сӑпса йӑвине пӗтерме тивнӗ. Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Тукташ урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан ҫын ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Унӑн балконӗ ҫинче сӑпсасем йӑва ҫавӑрнӑ-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе йӑвана илнӗ те ӑна вӑрмана илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ следстви изоляторӗнчен федераци пӗлтерӗшлӗ музей тӑвасшӑн. Ҫапла пӗлтерет хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин. Вӑл изолятор ҫуртне хула харпӑрлӑхне памашкӑн федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службине ҫырупа тухнӑ. Шупашкарти следстви изоляторӗ Раҫҫейре ӗҫлекен чи ватӑ тӗрме шутланать. Ӑна 374 ҫул каялла хута янӑ. Денис Спирин следстви изоляторӗнчен туризм объекчӗ тӑвасшӑн. Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче, сӑмах май, ҫӗнӗ следстви изоляторӗ хута каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Анна Будаева Кӑҫал «Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енрен икӗ пике хутшӑнӗ: Анна Будаева тата Яна Галанина. Пӗтӗмпе унта тӗрлӗ регионти 25 чиперук хутшӑнӗ. Конкурс утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулӗ. Анна Будаева 2020 ҫулта Шупашкар мисӗ пулнӑ, кӑҫал вара Чӑваш Ен мисӗ. Вӑл электромеханика колледжӗнче программиста вӗренет. Яна Галанина, Анна пекех, 19 ҫулта. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ, фотокамерӑна мӗн пӗчӗкрен юратать. Пӗр хушӑ модель агентствинче ӗҫленӗ. Сӑмах май, «Раҫҫей мисӗ» конкурсра Чӑваш Ен пикисем икӗ хутчен ҫӗнтернӗ: 1996 ҫулта - Александра Петрова, 2018 ҫулта - Юлия Полячихина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Республика Правительствинче утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче яваплӑ должноҫре Владимир Гладнев ӗҫлеме тытӑннӑ. Владимир Юрьевича министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ. Владимир Гладнев ятлӑ ҫын, сӑмах май каласан, нумаях пулмасть Росздравнадзорӑн Мари Элти уйрӑмне ертсе пынӑ. Владимир Степанов министрӑн паянхи куна илсен тепӗр икӗ заместитель пур. Вӗсем — Ирина Левицкая тата Сергей Тоцкий. Министр пулӑшуҫи пулса Татьяна Михайлова тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |