Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.8 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирленӗ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Иртнӗ эрнере унпа 41 ҫын чирленӗ.

Чӳкӗн 21-27-мӗшӗсенче 2 тӗслӗх пулнӑ, чӳкӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен 20 ҫын чирленӗ. Ытларахӑшӗ - ачасем.

Сысна грипӗпе чирленине мӗнле пӗлмелле? Ӳт температури пысӑк, апат лайӑх анмасть. Паллах, диагноз пирки тухтӑра чӗнсен кӑна тӗрӗс пӗлме пулать.

Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра ОРВИпе чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
vk.com/chrio сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/chrio сӑнӳкерчӗкӗ

«Россия-Культура» телеканалпа кӑтартакан «Передача знаний» вӑййа Ҫӗнӗ Шупашкарти учительсем хутшӑнӗҫ. Телекӑларӑм эфира раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 10 сехет те 5 минутра тухӗ.

Чӑваш педагогӗсем Пушкӑртстанри ӗҫтешӗсемпе ӑмӑртӗҫ. Вӗсем хӑйсен професси ӑсталӑхне кӑтартса парӗҫ, кӑсӑклӑ ӗҫсене пурнӑҫлӗҫ, вӑйӑ урлӑ хальхи вӑхӑтри шкул ҫинчен пӗлме май килӗ.

Пултаруллӑ учительсен «Лампа» клубӗн хастарӗсем унччен «Ҫулталӑкри учитель» конкурса хутшӑнса палӑрнӑ. Вӗсем ҫаксем: Василиса Егорова, 12-мӗш шкулти пуҫламӑш классен учителӗ (вӑл команда капитанӗ); Наталья Семушина, 12-мӗш шкул директорӗн заместителӗ; Татьяна Якунина, 12-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ; Александр Карпов, 6-мӗш гимназири историпе общество пӗлӗвӗн учителӗ; Ирина Корбанова, 18-мӗш лицей директорӗн заместителӗ, географи тата экономика учителӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 17 сехетре Красноармейски тата Элӗк районӗсен чиккинче, "Сӑр - Шупашкар" ҫул ҫинче, авари пулнӑ: ҫӑмӑл машина васкавлӑ медпулӑшу машинипе ҫапӑннӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Шкодӑпа" пынӑ хӗрарӑм руле итлеттереймен - хирӗҫ килекен васкавлӑ медпулӑшу машинипе ҫапӑннӑ. Медпулӑшу машини аяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Икӗ медик суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Иномарка водитель вилнӗ. Ҫак хӗрарӑм кам пулнине хальлӗхе палӑртман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Культура
Николай Максимов посчӗ
Николай Максимов посчӗ

Николай Максимов ҫыравҫӑна хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансем ҫеҫ мар, ҫӗршыв шайӗнче те пӗлеҫҫӗ. Ҫак кунсенче писатель хӑйӗн «Спасение Европы» романне Чӑваш кӗнеке издательствин 2023 ҫулхи тематика планӗнчен кӑларса пӑрахни пирки хыпарланӑ.

Асӑннӑ ӗҫе маларах «Эксмо» издательствӑра электрон мелпе кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫыравҫӑ ӑна хут ҫинче те пичетлесе кӑларма (автор хӑй калашле, чӑваш литературин ят-сумне ӳстерес тӗллевпе) ӗмӗтленнӗ.

Николай Максимов пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кӗнекисене тематика планӗнчен унччен те кӑларса пӑрахнӑ-ха. Хальхине шута илсен, ун пек тӗслӗх — пиллӗкмӗш.

Сӑмах май каласан, Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ ҫыравҫӑна «Чӑваш Республикин халӑх писателӗ» ят илме тӑратнӑ иккен, анчах ҫӳлтисем характеристика хавшак тесе тиркенӗ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗсем

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи пӗр предприятири арманта рабочие ток ҫапнӑ.

Унта пӗр арҫын ҫӑнӑх миххине ҫӗлессишӗн явапли пулнӑ. Аппаратчик должноҫӗнче тӑрӑшаканскер ӗҫе электричество оборудованийӗпе пурнӑҫланӑ. Анчах ҫав хатӗр патне пыракан ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ. Ток ҫапнӑ арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ.

Предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн 77 ҫулти арҫын, техника директорӗ, яваплӑ пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав этем хӑйӗн тивӗҫне ҫителӗклӗ пурнӑҫламан. Ӗҫри инкекшӗн техника директорне суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.

 

Хулара
lenin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
lenin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче ҫул-йӗр службисене урамри юра тасатма кансӗрлесе ларакан машинӑсене штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен пай специалисчӗсем, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тата Гараж хуҫалӑхӗсене тӑвассипе тата тытса тӑрассипе ӗҫлекен дирекци ӗҫченӗсем пӗрлехи рейда тухнӑ.

Гладков тата Строительсен урамӗсенче яланах машинӑсем йышлӑ-мӗн тата унти кварталсенче ҫулсем ансӑр, ҫавна май автомобильсем юр тасатакансене кансӗрлеҫҫӗ. Лартма юраман вырӑнта ларакан 4 машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

 

Хулара
smotrim.ru сайтри сӑн
smotrim.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 12 класс карантина хупӑннӑ. Ку – 5 шкулта. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пуҫлӑхӗ Елена Сахарова пӗлтернӗ.

Юлашки темиҫе кунра шкулсенче чирлекенсем нумайланнӑ. Ачасем ОРВИпе, гриппа аптӑраҫҫӗ. Ҫавна пула 5 шкулти 12 класа карантина хупма тивнӗ. Хальлӗхе ача пахчисем йӗркеллех ӗҫлеҫҫӗ.

Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 5-11-мӗшӗсенче Шупашкарта 8014 ҫын ОРВИпе чирленӗ.

 

Хулара
detkisuper.ru сайтри сӑн
detkisuper.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Вӑл – ача ячӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна Ярасвет тесе чӗнеҫҫӗ.

Ку – арҫын ача ячӗ. Вӑл славян чӗлхинчен кӗнӗ, «Яросвет» «Ярила ҫути /хӗвел/» тенине пӗлтерет.

Палӑртмалла: кӑҫал Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче пӗр арҫын ачана кӑна Ярасвет ят хунӑ.

 

Республикӑра
mkala.mk.ru сайтри сӑн
mkala.mk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре 2023 ҫулта пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫине палӑртнӑ. Вӑл, хальхипе танлаштарсан, 14,9 процент ытларах пулӗ.

Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑра пурӑнакансем валли ҫитес ҫул пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫине пысӑклатассипе ҫыхӑннӑ проекта пӑхса тухнӑ. Вӑл 2023 ҫулта 12 пин те 363 тенкӗпе танлашӗ.

Ӗҫлекен ҫынсем валли ку виҫе 13 пин те 476 тенкӗпе танлашӗ, ачасем валли – 11 пин те 992 тенкӗпе.

 

Ҫутҫанталӑк

Раштавӑн пӗрремӗш декади сивӗ пулчӗ. Юлашки 20 ҫулта кун пеккине синоптиксем курман.

Ку эрнере ӑшӑрах. Ҫапах ҫӗрлесерен 10-11 градус таран сивӗтет. Анчах ҫил вӑйлӑ пулнӑран сивӗрех пек туйӑнать.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере шартлама сивӗ ҫанталӑк таврӑнӗ. Унччен юр ҫӑвӗ. Раштавӑн 17-18-мӗшӗсенче самай юр ӳкӗ. Икӗ кунра 5-10 сантиметр хулӑнӑш ӳкме пултарать.

Тунтикунран вара кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 25 градус. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 24-мӗшӗнче кӑна ӑшӑтӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 627, 628, 629, 630, 631, 632, 633, 634, 635, 636, [637], 638, 639, 640, 641, 642, 643, 644, 645, 646, 647, ... 3851
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 14

1900
125
Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1911
114
Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ.
1923
102
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ.
1956
69
Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1998
27
«Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...