Вӗренӳ
![]() Чӑваш наци конгресӗн "Контактри" сӑнӳкерчӗкӗ 2023 ҫула Раҫҫей Президенчӗ Вӗрентекен тата вӗрентӳҫӗ ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Республикӑри Чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен ассоциацийӗ сӗннипе килес ҫул пирӗн тӑрӑхра «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ят пама тытӑнӗҫ. Ҫав хисеплӗ ят Чӑваш Республикин педагогикинче чи пысӑк патшалӑх награди шутланӗ. «Чӑваш Республикин халӑх учителӗ» хисеплӗ ята «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекен» ята тивӗҫнӗ учительсене, преподавательсене тата вӗренӳ организацийӗн ытти ӗҫченне парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнар районӗнчи Шӑхаль ялӗ ҫывӑхӗнче паян газ пӑрӑхӗ сирпӗнни пирки хыпарланӑччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, самай вӑйлӑ пушара сӳнтернӗ. Шел те, вилнисем пур. Инкек пуличчен ҫав вырӑнта 4 ҫын ӗҫленӗ. Виҫҫӗшӗ вилнӗ, пӗри суранланнӑ. Хамӑрӑн ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем пурте Красноармейски районӗнчен, вилнисем – ҫамрӑксем. Водитель чӗрӗ юлнӑ. Вӑл газовиксене ҫав вырӑна илсе ҫитерекенни пулнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Халӗ ҫав вырӑнта тӗрӗслев пуҫарнӑ. Газ пӑрӑхне йӗркене кӗртме 3 кун кирли пирки пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулма Дмитрий Бельцова ҫирӗплетнӗ. Уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен, ҫавӑн пек ятлӑ ҫын юридици наукисен кандидачӗ пулни палӑрать. Вӑл 1979 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Юридици институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1996 ҫултанпа шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра юридици факультетӗнче преподаватель пулса тӑрӑшни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер Канашра гараж ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чукунҫул урамӗнчи икӗ хутлӑ харпӑр ҫурт айӗнчи гаражра ҫулӑм тухнӑ. Ҫӑра тӗтӗм пӳртри пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ӑна пула 10 ҫулти арҫын ача шар курнӑ. Тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑскере Шупашкара, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине, илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() rbc-ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Шӑхаль ялӗнче паян газ пӑрӑхӗ сирпӗннӗ. Инкек «Уренгой — Помары — Ужгород» магистраль газ пӑрӑхӗ ҫинче пулса иртнӗ. Газ пӑрӑхӗ хыпса иличчен унта эксплуатацилекен организаци ӗҫленӗ-мӗн. Асӑннӑ пӑрӑха иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче хута янӑ. Унпа газ Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗртен Украина урлӑ Европӑна каять. Асӑннӑ линипе Турцие тата Вӑтам Ази е каякан газ пӑрӑхӗсем ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паянтан Вӑрмар районӗн администрацине Василий Шигильдеев ертсе пырӗ. Унччен ку должноҫре Дмитрий Иванов ӗҫленӗ. Василий Викторович 1966 ҫулта ҫуралнӑ, Мускавра ФСБ Академине пӗтернӗ. Хальхи вӑхӑтра «НПП «Каскад-ГРУП» тӗп директорӗнче вӑй хурать. Хӑй Чупай ялӗнче пурӑнать. Унччен ҫак ял тӑрӑхӗн депутачӗ пулнӑ. Аса илтерер: Дмитрий Иванов администрацие 2020 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнченпе ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче тӗлӗнмелле концерт иртессине пӗлтереҫҫӗ. Программӑна халӑх тата авторсен юррисенчен хатӗрленӗ. «Тӑван халӑх сасси» концерт паян, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, иртӗ. Сцена ҫине «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» ансамбльсем, «Дуняша Style» фолк-группа тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ тухӗҫ. Концерт 19 сехетре пуҫланӗ. Вӑл икӗ сехет пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.ntrk21.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Нумаях пулмасть Шупашкарти «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче «В тишине» (чӑв. Шӑплӑхра) Мускаври музейӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Асӑннӑ музея икӗ ҫул каярах Мария Айзина уҫнӑ. Маларах курав 9 хулара ӗҫленӗ, халӗ, ав, — Шупашкарта. Курава пыракансен алӑпа кӑтартса пӗр-пӗринпе калаҫмалла, куҫпа пӑхса пӗрне-пӗри ӑнланмалла, ӳт-пӳ хусканӑвне сӑнамалла. Куравра интерактивлӑ 4 лапам ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗсем Хальхи вӑхӑтра ҫынсем хӗрсе кайсах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Ҫав уява пуринчен ытла пӗчӗккисем хавасланса кӗтеҫҫӗ. Шӑпах вӗсене чӑваш теттипе савӑнтарма шухӑш тытнӑ та Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ӗҫлекенсем. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче ёлка вырнаҫтарнӑ, ӑна чӑвашла теттесемпе капӑрлатнӑ. Тӑван халӑхӑмӑра хисеплесе, унӑн йӑли-йӗркине сума суса хатӗрленӗ ёлка питех те хитре пулса тухнӑ. Вӑл ачасене те, аслисене те килӗшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Республикӑн онкодиспансерӗнче тӗп тухтӑрта икӗ уйӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн Светлана Баландина ку должноҫре тек тар тӑкмӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхула хӗрарӑмӗ ӗҫрен эрнекун пӑрахнӑ. 2018 ҫултанпа асӑннӑ пульницӑра тӗп врач пиллӗкмӗш хутчен ылмашнӑ. Анчах Светлана Баландинӑна ҫитекен пулман – вӑл икӗ уйӑхранах тӗп врач пуканне пушатнӑ. Хӗрарӑма ку тилхепене юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тыттарнӑ, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайнӑ. Онкодиспансерӑн тӗп врачӗнче унччен ӗҫленӗ Сергей Карамаликов тӗлӗшпе ҫулла пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |