Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Пилешкассинче пӗр кил умӗ чӑн-чӑн юмаха ҫаврӑннӑ. Ҫурт гирляндӑсемпе ҫуталса кӑна тӑрать. Унта Хӗл Мучи те, куҫа йӑмӑхтаракан тӗспе йӑлтӑртатакан пӑлан та пур. Кил хуҫисем юртан кӳлепесем те ӑсталанӑ. Чӑрӑшсене те капӑрлатнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, кил хуҫисем ку илеме хӑйсем валли кӑна мар, иртен-ҫӳрен валли те тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа Пилешкассине кӗрсен юмаха лекнӗнех туйӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хӗрарӑм Пӗрремӗш каналпа эрнекун каҫсерен кӑтартакан «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» шоуна хутшӑннӑ. Телекӑларӑмра ӳкерӗннӗ ҫын — Лариса Пасхина юрӑҫ. Передачӑна вӑл раштав уйӑхӗн варринче хутшӑннӑ. Юрӑҫа ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ хӑнана чӗннӗ. Лариса Пасхина «Ир пулсан» телекӑларӑмра тӳрӗ эфирта пулӗ. Кӑларӑм раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 7 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Сӑмах май каласан, чӑваш хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ телешоуна эфира раштавӑн 30-мӗшӗнче 19 сехет те 45 минутра кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗнчи ачасене илсе ҫӳренӗ автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл гаражра тӑнӑ. Автобус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, гаражра тӑракан трактора ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Автобус 2015 ҫулта кӑларнӑскер пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл электрохатӗр юсавсӑр пулнипе ҫунма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() lenin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пысӑк хуласенче пурӑнакансем машинӑсене ниҫта лартма аптӑрани час-часах пулать. Ятарлӑ парковкӑсем ҫывӑхра мар, кашни килсерен тенӗ пек автомобиль. Уйрӑмах сӗмсӗррисем нумай хваттерлӗ ҫурт умӗнчи лаптӑка хӑйсем тӗллӗн ярса илеҫҫӗ. Ҫав вырӑнта машина номерне ҫырса ҫакса хураҫҫӗ, тӗрлӗ майпа (кивӗ кустӑрма хурса, тимӗртен карта тытса) паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарти Эгер бульварӗнчи, Кӑкшӑм, Хусанкай урамӗсенчи, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫавӑн пек картасемпе кустӑрмасене, машина номерӗсене ҫырса ҫакса хунисене хулари яваплӑ службӑсем сӳтсе тиесе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чаваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарта пурӑнакан 12 ҫулти Володя Майоров юр тасатмалли машинӑпа ярӑнса курма ӗмӗтленнӗ. Вӑл мӗн пӗчӗкренех техникӑпа кӑсӑкланать. Унӑн ӗмӗтне РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пурнӑҫланӑ. Володя патне Хӗл мучипе Юрпике килнӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа пылак парне панӑ. Унтан КамАЗ водителӗ ачана кабинӑна лартнӑ. Ҫапла Володя юр мӗнле тасатнине паллашма пултарнӑ. Володя хӑй те, унӑн амӑшӗ те Елена Майорова питӗ савӑннӑ. Амӑшӗ «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» питӗ лайӑх акци пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() tver.kp.ru сайтри сӑн Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре шурӑ эрех, коньяк тата бренди хакӗсем ӳсӗҫ. Тепӗр тесен, вӗсен хакне кашни ҫулах хӑпартаҫҫӗ. РФ Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, шурӑ эрех 281 тенкӗ тӑрӗ (261 тенкӗ пулнӑ). Бренди 348 тенкӗрен 375-е ҫитӗ. Халӗ чи йӳнӗ коньяк 480 тенкӗ тӑрать пулсан ҫитес ҫул 517 тенкӗ пулӗ. Ку хаксем - ҫур литршӑн. Сӑмах май, 2020 ҫулта чи йӳнӗ шурӑ эрех 215 тенкӗ тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() tbn-tv.com сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнче пурӑнакан пӗр инвалида эмел паман. Тӳлевсӗр препаратсемпе районти пульницӑн тивӗҫтерсе тӑмалла пулнӑ. Инвалид чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе нушаланнӑ, вӑл эмелсӗр пурӑнайман. Етӗрне районӗнчи тӗп пульница чирлӗ пациента кӑҫал темиҫе хутчен те эмелпе тивӗҫтермен. Ҫавна пӗлсен прокуратура сывлӑх сиплев учрежденийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ, тӗп врач тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Инвалида яваплисем тинех кирлӗ эмелсене тӳлевсӗр панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Ку должноҫе Алексей Иванов йышӑннӑ. "Провинциль" Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унччен Шупашкар районӗн Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Сӑмах май, унччен Ҫӗрпӳ район администрацине Сергей Беккер ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта Хӗл Мучи чӗнме мӗн хак ларӗ? Ҫакӑн хуравне шыраса ӳркенменнисем пӗлтерӳсене тишкернӗ. Ун пек пулӑшу сӗнекенсем питех те йышлӑ иккен. Тӳлевсӗр пӗлтерӳ вырнаҫтаракансен сайтӗнчи пӗлтерӳсем тӑрӑх хакласан, хак 600 тенкӗрен пуҫӑнать. Ку вӑл — 5 минутлӑх саламшӑн. Хӗл Мучипе Юрпикене 15 минутлӑха килсе кайма ашшӗ-амӑшӗн вӑтамран 1500 тенкӗ тӳлемелле. Ҫав хушӑра хӑнасем саламласа та ӗлкӗрӗҫ, конкурссем те ирттерӗҫ. 7 пин тенкӗ тӳлесен Хӗл Мучи хӑнана алӑкран мар, чӳречерен пырса кӗрӗ. Раштав уйӑхӗн 30 тата 31-мӗшӗсенче хак вӑтамран икӗ хут ӳсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chuvti.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Чӑваштехинвентаризаци» хысна учрежденийӗн директорне Юрий Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ организаци республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӑхӑнать. Юрий Иванова мӗн сӑлтавпа ӗҫрен кӑларнине республика ертӳҫин хушӑвӗнче каламан. Ӗҫлӗ хута республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |