Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре гриппа чирлекен йышлӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонра халӑхӑн 46,1 проценчӗ грипран прививка тутарнӑ. Ку, ытти регионпа танлаштарсан, сахал. Танлаштарӑмра ку енӗпе пирӗн регион хыҫалтан 8-мӗш вырӑн йышӑнать. Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре 76 ытла миллион ҫын грипран прививка тутарнӑ. Ку 52,2 процентпа танлашать. Республикӑра пӗтӗмпе 13,6 пин ҫын ОРВИпе тата гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсен 48,6 проценчӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра 4 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлӗ. Кун пирки республикӑн Правительствин Председателӗн ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов ҫӗршывӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Максим Решетников ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Дмитрий Краснов социаллӑ-экономика аталанӑвӗн уйрӑм программинче 4 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ уҫма пӑхса хӑварнине ӗнентернӗ. Программӑна аталантарма пуҫланӑранпа юлашки виҫӗ ҫул хушшинче 1414 ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнӑ. 2023–2024 ҫулсенче 3 140 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хушӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chv.aif.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре Лару-тӑру центрӗ (вырӑсла ӑна Ситуационный центр тенӗ) уҫӑлнӑ. Хушӑва регион ертӳҫи Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Центр ертсе пырассипе, лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрассипе, ыйтуллӑ самантсене палӑртассипе тата тишкерессипе паха йышӑнусем хатӗрлеме кирлӗ-мӗн. Унсӑр пуҫне центр инкеклӗ лару-тӑруран асӑрханассипе тата ӑна сирессипе ӗҫлӗ. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенчи лару-тӑрӑва пӗр ҫӗре пухса хатӗрлеме пӗрлехи платформа ӗҫлесе кайӗ. Центр ӗҫӗшӗн Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ тата Цифра аталанӑвӗн министерстви яваплӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() discover24.ru сайтри сӑн РФ Хӳтӗлев министерствин пуҫлӑхӗ Сергей Шойгу ҫара илмелли ӳсӗме пӗчӗкшерӗн пысӑклатмаллине каланӑ. Ку ыйтӑва паян министерствӑн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин та тухса калаҫнӑ. Шойгу ҫара илмелли ӳсӗме 21 ҫула ҫитерме сӗннӗ. Кайри ӳсӗм – 30 ҫул. Службӑна килсен пӗрремӗш кунхинех контракт ҫырма май туса памаллине те каланӑ. Ҫавӑн пекех министр Раҫҫейри ҫар ҫыннисен йышне 1,5 миллиона ҫитерме сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче контрактниксем – 695 пин ҫын таран. 2023 ҫул вӗҫӗччен контрактниксен йышне 521 пин ҫын таран ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР Транспорт министерстви автономлӑ майпа ҫӳрекен 153 троллейбус туянма палӑртнине пӗлтернӗ. Вӗсене икӗ ҫулта туянасшӑн. 153 троллейбусран 40-шне «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн транспорта ҫӗнетме илӗҫ. Ҫӗнӗ троллейбуссем «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа ҫӗнӗ маршрутсем уҫма та кирлӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр Чӑваш Ене 68 троллейбус килнӗ, вӗсене федераци хыснинчи укҫапа туяннӑ. Тепӗр 40 транспорт туянмаллине РФ Транспорт министерстви ырланӑ. Вӗсене 2024 ҫулта туянӗҫ. Аса илтерер: тӳре-шара Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче троллейбуссем ҫеҫ ҫӳрессине каланӑ. Пӗрремӗшне ҫитес ҫул яма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Раштавӑн икӗ декади нормӑран 2,2 градус сивӗрех пулнӑ. Анчах юр ахаль чухнехинчен 20 процент нумайрах ӳкнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр татах ҫӑвӗ-ха. Ҫитес 10 кун ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулӗ. Ыран юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Юрать, хальхинче пӑрлӑ ҫумӑр пулмӗ. Ыран каҫ енне термометр 0 градус кӑтартӗ, ҫапла шӑматкунччен тӑрӗ. Ҫил вӑйланӗ. Раштав вӗҫленичченех юр ҫӑвӗ. Уйрӑмах – 22, 26 тата 29-мӗшӗсенче. 2023 ҫул пуҫламӑшӗнче сивӗтӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче юр ҫумӗ. Ҫӗнӗ ҫул кунхине 8-10 градус сивӗ тӑрӗ. Хӗллехи каникулта ӑшӑ кунсем те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ Апаш арҫынине шырать. Ҫухалнӑ этем – 30 ҫулти Павел Алексеевич Верхилеев. Вӑл Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Ҫамрӑк арҫын килтен раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Вӑл 183 сантиметр ҫӳллӗш, начар кӗлеткеллӗ, хура сӑн-сӑпатлӑ, симӗс куҫлӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне тӗксӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗксӗм кӑвак тӗслӗ спорт шӑлаварӗ, тӗксӗм симӗс атӑ тӑхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 18 сехетре ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «тӳрӗ лини» ирттерет. Олег Алексеевич 2020 ҫултанпа 14 «тӳрӗ эфирпа» «тӳрӗ лини» ирттернӗ. Хальхине Элтепер ҫулталӑка пӗтӗмлетӗ, республика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсемпе паллаштарӗ, ыйтусене хуравлӗ. Ыйтусене мӗнле ямалла? Ятарлӑ формӑна тултармалла: https://forms.yandex.ru/cloud/63a2a73a6938723750653290/. «Тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче колл-центр та ӗҫлӗ, номерӗ – 56-51-00. Эфира Наци радиовӗпе тата Тӑван радиопа итлеме пулать. «Контактра» халӑх тетелӗнче те «Чувашская Республика» ушкӑнра курма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Культура
Чӑн пулни Ӗлӗкрен пыракан йӑлапа, писательсемпе журналистсенчен чылайӑшӗ хушма ят (псевдоним) йышӑнать. Пирӗн редакцире те ҫак йӗрке пурнаҫланса пынӑ. Николай Осипович Падиаров, акӑ хӑй ҫырнӑ статья-заметка айне «Каю» е «Осенин» тесе алӑ пусатчӗ. Петр Иванович Фомин малтан «Хумма Петӗрӗ», каярахпа «Тусли» ятпа ҫыратчӗ. Василий Федорович Чураков «Сарри» хушма хушамат йышӑннӑ. Геннадий Семенович Смаев «Гендоз» пулса тӑчӗ. Мана ӗҫе пуҫӑнсанах юлташсем «Анаткас» ят пачӗҫ. «Купӑс Иванӗ» те, «Ивмих» та, «Упиади» те эпех. Владимир Николаевич Михайлов «Ула Тимӗр» пулса сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ шӑрантаратчӗ... Пӗр сотрудник тивӗҫлӗ канӑва кайрӗ те, ун вырӑнне ҫӗннине йышӑнтӑмӑр. Ҫынни паллӑччӗ-ха районта: унӑн сӑввипе Шӑмӑршӑ гимне ҫырнӑ. Виталий Николаев ҫаннисене тавӑрсах ӗҫе пуҫӑнчӗ. — Ҫынсен пурин те псевдоним пур, мана та тупса парӑр-ха! — терӗ вӑл ирхи планеркӑра. Хайхи пурте пуҫ ватма тытӑнтӑмӑр: мӗнле хушма ят шыраса тупмалла-ха ун валли? Чимӗр-ха, чимӗр, Виталий шӑп та лӑп «операция «Ы» и другие приключения Шурика» кинокомедири тӗп сӑнар пекех вӗт! |
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Январева ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Ивановна - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче госпитальте ӗҫленӗ, унтан - шкулта. Вӑл 10 класс пӗтернӗ, унтан - Канашри педучилищӗне. Хӑй вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1941 ҫулта Мускавра прожектористкӑра ӗҫленӗ. 1942-1945 ҫулсенче Вышный Волочек хулинче госпитальте вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнче пуҫламӑш классене вӗрентнӗ. Анна Ивановнӑн 2 хӗр, 5 мӑнук тата 7 кӗҫӗн мӑнук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |