Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республикӑра хӑйне евӗр ҫанталӑк: пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче – 0 градус, ҫӗр ҫийӗн вара сывлӑш сивӗнме тытӑннӑ. Халӗ ҫулла пулнӑ тӑк шӑрӑх хуҫланӑччӗ. Хӗлле вара тӳпе ҫутални – сивӗтессе. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине шӑнтать, 12 градус сивӗ пулӗ. Ыран хӗвел пӑхӗ, 3-8 градус таран сивӗтӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран 11-16 градус сивӗ пекех туйӑнӗ. Юнкун ҫил пушшех те вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Канмалли кунсенче лӑпланӗ, анчах вӑйлӑрах сивӗтӗ. Вырсарникун каҫхине 20 градус таранах сивӗ пулмалла. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавра урӑх кун пек вӑйлӑ юр ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 8 сехет тӗлӗнче Вӑрнар поселокӗнче 86 ҫулти кинемей машина айне пулнӑ. Карл Маркс урамӗнчи 49-мӗш ҫурт тӗлӗнче 28 ҫулти водитель «Шевроле-Клан» машинӑпа ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кинемей ятарласа каҫмалли вырӑн ҫук ҫӗрте ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Суранланнӑ ватта пульницӑна ӑсатнӑ, анчах вӑл унта вилсе кайнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче водитель урах пулнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра ҫул ҫинче 4 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче иккӗн вилнӗ, виҫҫӗн аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куславккари культура ҫуртӗнче «Эткер» пултарулӑх ушкӑнӗн «Эпир пурӑнатпар Энӗш хӗрринче» юбилей каҫӗ иртнӗ. Асӑннӑ ушкӑн Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗ тава тивӗҫлӗ коллективӗ шутланать. Юбилей каҫӗ тӗлне «Эткер» ансамблӗн историйӗпе тата аталанӑвӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Асӑннӑ коллектива 1967 ҫулта Хурамалти клуб ҫумӗнче Ольга Ершова учительница, унӑн мӑшӑрӗ Иван Ершов хуткупӑсҫӑ тата клуб заведующийӗ Людмила Ефимова пӗр шухӑшлӑ пулнипе йӗркелесе янӑ. Паян коллектив районта иртекен чылай мероприятие хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри энергосбыт компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл Шупашкарти троллейбус управленийӗнчен 14 миллион та 768 пин те 612 тенкӗ шыраса илесшӗн. Ку – вӗсен парӑмӗ. Суд тавӑҫа йышӑннӑ. Малтанхи суд ларӑвне кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Палартмалла: энергосбыт компанийӗ кӑҫал авӑн уйӑхӗнче те троллейбус управленийӗнчен 13 миллион тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Ун чухне Арбитраж сучӗ йышӑнӑва ун майлӑ тунӑ, парӑма татмалла тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Арслан Вагапов хореографӑн, балетмейстерӑн, педагогӑн тата художникӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ каҫ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Узбекистанра ҫуралнӑ, ачалӑхне Урал тӑрӑхӗнче ирттернӗ, аслӑ пӗлӗве Ленинградра (халӗ — Питӗрте) илнӗ, унтан ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе опыт пухнӑ ҫав ӑста пирӗн патра та ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Юбилей каҫне пынисем хореографа хакласа нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн чылай ялта электричество ҫук. Специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ку та ҫителӗксӗр. Кӳршӗ регионсенчи специалистсене те пулӑшма чӗннӗ. Пирӗн пата Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Ӗренпур, Пенза облаҫӗсенчи бригадӑсем килеҫҫӗ. Паян кӑнтӑрла тӗлне 72 бригада, пӗтӗмпе 230 ытла ҫын, ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне 92 техника тухнӑ. Ҫанталӑка пула ялта ҫутӑ сӳнсен ҫак телефонпа шӑнкӑравламалла: 8-800-220-0-220. Тӳлевсӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
![]() chgtrk.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫураки валли вӑрлӑх хатӗрлесси малалла пырать. Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне илсен, ял хуҫалӑх предпрятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 49 пин тонна хурса хӑварнӑ, ку вӑл — кирлин 102 проценчӗ. Тӗрӗсленӗ вӑрлӑхран 34,6 пин тонни кондицие ларнӑ, е 71 проценчӗ. Ҫӗмӗрле районӗнче мӗнпур вӑрлӑх кондицие ларнӑ, Ҫӗрпӳ районӗнче — 98 процент, Красноармейски тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 91-шер процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫитес ҫул пуш уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче регионсен хушшинчи "Ҫӗрулми" курав иртет. 15-мӗш хут иртекенскере Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелеҫҫӗ тесе пӗлтернӗччӗ малтан. Кайран ӑна "Каскад" суту-илӳ комплексӗнче ирттерессине каланӑ. Кунашкал курава пӗрремӗш хут 2009 ҫулта ирттернӗ. Ӑна МТВ-центрта, "Контурта", "Николаевски" суту-илӳ комплексӗнче йӗркеленӗ. Сӑмах май, кӑҫал ҫынсем вӑрлӑх ҫӗрулмине темӗн тӑршшӗ черет тӑрса илнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ахаль ларман - бензопӑчкӑ йӑтнӑ та хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫ-турата пуҫтарма тухнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ҫула тасатнӑ. Аса илтерер: паян ирхине хӑш-пӗр районта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫавна май 90 ял электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
28 ҫул каяллаХарпӑр шухӑш
Раҫҫейре
Аса илӳ 1994-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине Раҫҫей телевиденийӗн ҫӑлтӑрӗ Светлана Сорокина трагедиллӗ сасӑпа пӗлтерчӗ: Раҫсей ҫарӗсем Чечняна кӗнӗ. Ку хӑрушӑ вӑрҫа пуҫлани палӑртрӗ… Историре ку Пӗрремӗш (Раҫҫей) – Чечен вӑрҫи (кампани) 1994–1996 палӑртса юлнӑ. Официаллӑ, Раҫҫей правительстви ҫак вӑрҫӑ «Операции по восстановлению конституционного порядка в Чечне 1994-1996 годов», или «Вооружённый конфликт в Чеченской Республике и на прилегающих к ней территориях РФ» палӑртнӑ. (Википеди) Эпӗ хӑрушӑ пӗлтерӳ илтсен, кулянтӑм: мӗнле пирӗн Раҫҫей халӑхӗн малтанхи шанчӑкӗ, перремӗш демократиллӗ Раҫҫей Президенчӗ Борис Ельцин ҫакна хушнӑ?! Ҫак вӑхӑтра унӑн политикӑллӑ, юридици, ҫар таврашӗ ҫакна хушма ӑна хистенӗ. Шупашкарти Шахрай визичӗВӑрҫӑ умӗн РФ Правительстви пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Шахрай Шупашкара килсе ҫитрӗ. Влаҫ ҫынсемпе курнаҫнӑ. Тата чӑваш гуманитари ученӑйсем, интеллигенцийӗ, обществӑллӑ деятӗлӗсем ЧПГӑИ залӗнче тӗлпулса кӗске калаҫнӑ. Мӗнле чӑваш активисчӗсем шухӑшлаҫҫӗ тесе. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |