Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
землякичувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ
землякичувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑҫал Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Выдающиеся люди Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем) кӗнекесен ярӑмне пичетлеме палӑртнӑ. Редколлегие республика ертӳҫи Олег Николаев ҫирӗплетнӗ.

Редколлегие цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулма культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрне Светлана Каликовӑна шаннӑ.

Редколлеги йышӗнче — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров; Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ, философи наукисен кандидачӗ Петр Краснов; Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Ольга Куликова, Чӑваш наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультечӗн деканӗ, профессор, истори наукисен доценчӗ Олег Широков тата Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн Регион аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Инесса Ядранская.

 

Хулара
taganrogprav.ru сайтри сӑн
taganrogprav.ru сайтри сӑн

Пӗрре Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм электронлӑ почтӑна кӗме хӑтланнӑ та парольне те, логинне те ҫырайман – тӗрӗс мар иккен. Кайран вӗсене ҫӗнӗрен тусан почтӑна кӗнӗ. Ун чухне тин вӑл такам тӗнче тетелӗнчи лавккаран, ют ҫӗршывра вырнаҫнӑскертен, ун ячӗпе япала туяннине, унӑн банк карттипе тӳленине ӑнланнӑ. Палламан ҫын телефон экранне хӳтӗлемелли кантӑк, арҫынсен кроссовкине туяннӑ. Пӗтӗмпе – 8 пин ытла тенкӗлӗх. Паллах, япаласем урӑх адреспа килнӗ. Хайхи ултавҫӑ электронлӑ почта хуҫине те парнепе савӑнтарас тенӗ – 100 тенкӗ ытла тӑракан эреш саккас панӑ, унӑн адресне кӑтартнӑ. Анчах ку япала хӗрарӑм патне ҫитмен.

Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе Краснодар крайӗнче пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 21 ҫулти каччӑ тума пултарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Каччӑ айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 10 сехет те 40 минутра, «Шупашкар – Сӑрҫи» автоҫулӑн 158-мӗш ҫухрӑмӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Напольное сали ҫывӑхӗнче, хӑйӑр турттаракан самосвал кювета чӑмнӑ.

ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ 29 ҫулти водитель транспорта итлеттереймен, кювета чӑмнӑ. Самосвал ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Водителе, суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.

 

Республикӑра

Спортсменсене чыслама медальсем кирлӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Спорт министерстви. Ҫавна май ведомство 11940 медаль туянмашкӑн аукцион ирттерет.

Малтанхи хак – 988393 тенкӗ. Пӗр медаль хакӗ 82,78 тенке кайса ларӗ. Аукциона ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ алӑ пуссан медальсене 30 ӗҫ кунӗнче илсе ҫитермелле.

Сӑмах май, 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Спорт министерстви 10 пин медаль туяннӑ. Ун чухне аукционра палӑртнӑ малтахи хака, 726 пин те 300 тенке, 322 пин те 949 тенкӗ таран антарма пултарнӑ.

 

Республикӑра

Шупашкар хулинче пурӑнакансем вырӑссен паллӑ ҫыравҫипе Александр Пушкинпа Иакинф Бичурин ӑсчах туслӑхне халалласа палӑкуҫасшӑн.

Сасӑлава «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта йӗркеленӗ. Унта 1,6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Сасӑлава хутшӑннисенчен 53,4 проценчӗ, е 860 ҫын, палӑк кирлӗ тесе палӑртнӑ; 27,6 проценчӗ (448 ҫын) – хирӗҫ; 18,8 проценчӗ (303 ҫын) ку ыйтӑва специалиссен татса памалла тесе йышӑннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
ojm.tatarstan.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ojm.tatarstan.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри браконьер Тутарстанра ҫакланнӑ.

Тутар Республикинчи биоресурссен патшалӑх комитечӗн тата РФ Шалти ӗҫсен министерствин Тутарстанри лини управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗве юханшывӗ ҫинче Чӑваш Енри ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Бритвино ялӗнчен 3 километрта пулӑ тытнӑ. Арҫын усӑ курма юраман вӑлтасемпе, ытти хатӗрпе усӑ курнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Тутарстанри йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарас ыйтӑва тата параҫҫӗ.

 

Сывлӑх
guz-odb.ru сайтри сӑн
guz-odb.ru сайтри сӑн

Пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 20 процент чакнӑ. Ҫапах Роспотребнадзор республикӑри пилӗк районпа хулара лару-тӑру йывӑртарах пулнине палӑртнӑ. Ҫак йышра – Йӗпреҫ, Етӗрне, Вӑрнар, Улатӑр районӗсем, Улатӑр хули.

Иртнӗ эрнере пирӗн регионта 711 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 35 проценчӗ Шупашкарта пурӑнать.

Роспотребнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа 1 ҫул тултарман ачасем тата 50 ҫултан иртнӗ ҫынсем ытларах чирлеме пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/78128
 

Хулара
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 48 минутра, Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем пӑр ҫинче чупса ҫӳрекен пулӑшнӑ. Хӗрачасене куракансем пулнӑ. Вӗсем пирки ҫынсем ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ. Ҫавсем Шупашкар гидроэлектростанцийӗнчен инҫех мар, пӑр тӑрӑх, чупса ҫӳренӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫав вырӑна кимӗпе васкаса пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӗрачасене кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗрне илсе тухнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
artfile.ru сайтри сӑн
artfile.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене каллех хӗл ҫитрӗ. Паян ирхине 7 градус сивӗ пулнӑ. Ҫил те самай кастаратчӗ.

Паян ҫӗрле вара пушшех те юр ҫуса лартӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Скандинави енчен килекен циклона пула 6-9 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑшт уяртӗ, ҫапах хушӑран йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫил ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ.

Акан 2-мӗшӗнче юр тата нумайрах ҫумалла. Анчах хальлӗхе паллӑ мар: тен, ҫумӑр ҫӑвӗ. Украина енчен килекен циклон ҫитсен 10 градус таранх ӑшӑтма пултарӗ. Анчах акан 4-мӗшӗнче каллех юр ҫӑвӗ.

Хӑҫан ӑшӑтӗ тата уяртӗ? Хальлехе синоптиксем калама тӑхтаҫҫӗ.

 

Тӗнчере
planet-today.ru сайтран илнӗ сӑн
planet-today.ru сайтран илнӗ сӑн

Перу ҫӗршывӗн ҫурҫӗр енче археологсем чавса тӗпченӗ вӑхӑтра Вӑтам Сикан тапхӑрӗнчи (пирӗн эрӑн 900–1050 ҫҫ) тупӑкра хирург хатӗрӗсен пуххине тупнӑ. Тупӑннӑ япаласем тӑрӑх кунта авалхи хирурга пытарни пирки шутлама май панӑ. The History Blog портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Перу ҫурҫӗр районӗсене илес пулсан, ҫак тупӑннӑ япаласем унашкаллисен йышӗнче пӗрремӗш пулса тӑнӑ.

Некрополе ку тӑрӑхра археологсем 2010–2011 ҫулсенчех тупса палӑртнӑ. Палӑка шыв илесрен хӑтарас тӗллевпе археологсем ӑна консервацилесе ҫӗр ӑшӗнчен кӑларнӑ. Тупнӑ пурлӑха малалла тӗпчевсем ирттерме музее илсе ҫитернӗ. Вунӑ ҫул иртсен кӑна, 2021 ҫулта National Geographic Donation Fund грант панӑ укҫапа специалистсем тӗпчев ӗҫне пуҫӑнма пултарнӑ.

Хирург хатӗрӗсене тупнӑ вилд тӑпринче ӑсчахсем киноварьпе эрешленӗ ылтӑнран тунӑ питлӗх, бронзӑран тунӑ пысӑк кӑкӑр гривна, ылтӑнланӑ йӗс савӑтсем тата пончо евӗрлӗ, пӑхӑр пластинӑллӑ капӑрлӑхпа илемлетнӗ тумтир тупнӑ. Пончо айне икӗ сӑмсаллӑ тата Уако патша евӗр авӑрлӑ тӑм савӑт пытарнӑ пулнӑ.

Ҫавах та археологсене ытларах хирург хатӗрӗсен пуххи уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Вӑл 50 ытла япаларан тӑрать, ҫав шутра тӗрлӗ аптӑри, йӗп, ҫӗҫӗ пур.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 745, 746, 747, 748, 749, 750, 751, 752, 753, 754, [755], 756, 757, 758, 759, 760, 761, 762, 763, 764, 765, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 11

1892
132
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
128
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
82
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
70
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...