Республикӑра
htinfosmi.net сайтри сӑн Эрех ан ӗҫ, сӗт ӗҫ. Паян ҪҪХПИ ӗҫченӗсем водительсене чарсан калаҫӑва ҫапла пуҫланӑ. Унтан тин документсене ыйтнӑ. Ку профилактика акцийӗ иртнӗ ытларикун пуҫланнӑ. Инспекторсем эрнере пӗрре машина нумай ҫӳрекен вырӑна тухаҫҫӗ. Руль умне ӳсӗрле ларни мӗн патне илсе ҫитерет? Куншӑн мӗнле явап тыттараҫҫӗ? Инспекторсем ҫак ыйтусене параҫҫӗ те водителе пӗр кӗленче сӗт тыттараҫҫӗ. Ку акцие ҫул ҫинче ӳсӗрле ҫӳрекен водительсен йышне чакарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Сӑмах май, кӑҫал инспекторсем 400 яхӑн ӳсӗр водителе чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
smartik.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫан виҫи ӳсет. Чӑваш Енре мӗн чухлӗ пулӗ вӑл? Виҫе 10 процент хӑпарӗ. Пурӑнма кирлӗ виҫе ӳссен ытти социаллӑ тӳлев те хӑпарӗ: пӗрремӗш ачашӑн паракан тӳлев, 3-7 тата 8-17 ҫулсенчи ачасемшӗн паракан пособи, соцконтрактпа килӗшӳллӗн паракан патшалӑх пулӑшӑвӗ. Ку улшӑнусем республикӑри 90 пин ҫемьене пырса тивӗҫ, ҫав шутра - 114 пине яхӑн ача. Ҫавӑн пекех ҫитес уйӑхран чи пӗчӗк шалу, пенси виҫи ӳсӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Элӗк районӗнче пурӑнакан арҫынна хӗрарӑма чӗрӗлле ҫунтарса янӑшӑн суд тӑвӗҫ. Пӑтӑрмах 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 32 ҫулти арҫын хӑй паллакан 30 ҫулти хӗрарӑмпа хӑйӗн килӗнче, Элӗк районӗнчи Чӑлкассинче, мунчара пулнӑ. Ӳсӗрскер хайхипе хирӗҫсе кайнӑ. Диван ҫинче выртакан хӗрарӑма вӑл ҫунтарса яма шухӑшланӑ. Ампартан канистрӑпа бензин илсе килнӗ те хӗрарӑма сапнӑ, унтан — мунча пӳртемне кӗмелли алӑка. Пиҫсе кайнӑ тата тӗтӗм-сӗрӗмпе чыхланса кайнӑ хӗрарӑм вилсе кайнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки калаҫма пӑрахрӗҫ. Анчах статистика чир ҫухалманнине кӑтартать. Ҫу уйӑхӗнче республикӑра кӑшӑлвирусран 30 пациент вилнӗ. Юлашки виҫӗ кунра пӗр ҫын та ку амака пула пурнӑҫран уйрӑлман. Юлашки талӑкра 43 ҫын чирленине палӑртнӑ, 70 ҫын сывалнӑ. 58 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Ку таранччен республикӑра 80 пине яхӑн ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 74,7 пинӗшӗ сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа 4637 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
mkchita.ru сайтри сӑн Мина хунӑ тесе ӗнер Чӑваш Енре пилӗк пульницӑна эвакуациленӗ. Кун пек ҫырусем электронлӑ почтӑна килнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Вырӑна тивӗҫлӗ службӑсем, кинологсемпе йытӑсем килнӗ. Пульницӑра ӗҫлекенсене, пациентсене эвакуациленӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ку суя хыпар пулни палӑрнӑ. Ҫынсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Халӗ пульницӑсем ахаль режимпах ӗҫлеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть мина хунӑ тесе Правительство ҫуртне эвакуациленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Йӗпреҫ район сайтӗнчи сӑн Шупашкарта иртнӗ Культура колледжӗн отчет концерчӗ пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех отчет концерчӗ нумаях пулмасть Йӗпреҫри ӳнер шкулӗнче те иртнӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ӳнер шкулӗнчен 41 ача вӗренсе тухнӑ. Хӑй концертне вара 100 ытла вӗренекен хутшӑннӑ. Шкул воспитанникӗсем Светлана Романовӑпа Светлана Баранова преподавательсем ертсе пынипе хореографи уйрӑмӗн чи лайӑх номерӗсене кӑтартнӑ. Куракансем ачасем ташласа кӑтартнӑ «До-ре-ми», «Калинка», «Ковбой ташши», «Чӑваш ташши», «Полька» евӗр ташӑсене курма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех концертра тӗрлӗ музыка хайлавӗсем янӑранӑ. И. С. Бахӑн «Фантазийӗнчен» пуҫласа «Родилась в России я» (чӑв. Раҫҫейре ҫуралнӑ эпӗ), «Росиночка — Россия» (чӑв. «Сывлӑмӑм — Раҫҫей») тата ытти тӗрлӗ юрӑсем таранах. Концертра ҫавӑн пекех «Здравствуй, принцесса» (чӑв. «Салам, принцесса») юмахри эпизода та кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ нумай функциллӗ центрта лифт персе аннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкек 15 сехет ҫурӑра пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра унта никам та пулман, ҫавӑнпа ҫынсем шар курман. Лифт 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах арканнӑ. Прокуратура тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, лифта техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслеменни ҫиеле тухнӑ. Лифт хуҫи — «Ленинградская, 36» тулли мар яваплӑ общество. Организацире лифта ӗҫлеттерессишӗн яваплӑ ҫын та пур. Халӗ яваплисен хӑйсем ӗҫлесе ҫитерейменшӗн явап тытма тивӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательстви тӗрлӗ ҫулхи вулакансем валли ҫулсерен тӗрлӗ конкурс ирттернине пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтри чӑваш литературине сарас, пултаруллӑ ҫамрӑк авторсене пулӑшас, ҫыракан ҫынсене хавхалантарас тесе «Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ ирттерме йышӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне калӑпӑшлӑ тата пӗлтерӗшлӗ илемлӗ хайлавсем ҫырас опыт пур ҫынсем хутшӑнма пултарӗҫ. Алҫырусене чӑвашла ҫеҫ йышӑнӗҫ. Вӗсене малтан тӗплӗн тӗрӗслемелле. Хайлавӑн роман жанрӗллӗ пулмалла. Унӑн калӑпӑшӗ А4 форматлӑ хут ҫине 14-мӗш кегльпе пичетленӗ 700 страницӑран иртмелле мар. Конкурс ӗҫӗсене кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Пӑрачкав сали. sobory.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри икӗ пурӑну вырӑнӗ федераци конкурсне хутшӑнса укҫа ҫӗнсе илесшӗн. «Кӗмӗлпе» вырӑна хӑтлӑх кӗртме усӑ курасшӑн. Хӑтлӑ хула тавралӑхне йӗркелемелли проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурса Ҫӗрпӳ хулипе тата Пӑрачкав сали хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те хӑйсен темиҫе ӗмӗрлӗ вӑрӑм историйӗпе пуян. Конкурсра ҫӗнтерсен Мускав укҫипе пӑрачкавсем салари Кооператив урамне илемлетсе ҫӗнетесшӗн. Тротуарсем, парковкӑсем тума палӑртнӑ, нумай тӗллевлӗ лапамсем... Ҫӗрпӳре вара историлле центра юсаса ҫӗнетесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн колледжӗ «От сердца к сердцу» (чӑв. Чӗререн чӗре патне) отчёт концерчӗ кӑтартнӑ. Ӑна вӗренӳ учрежденийӗнче ҫулсерен хатӗрлеҫҫӗ. Мероприятие курма «Пушкин карттипе» кӗртнӗ. Программа тӗрлӗ енлӗ номертен тӑнӑ. Колледжӑн пултарулӑх коллективӗсем хӑйсен чи илемлӗ юрри-ташшипе сцена ҫине тухнӑ. Сцена ҫинчи артистсем — колледж студенчӗсем. Концерта колледжа вӗренме кӗме ӗмӗтленекен Милана Кузьмина тата вӗренӳ учрежденийӗнчен 2021 ҫулта вӗренсе тухнӑ Екатерина Павлова ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |