Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хулинче виҫӗ каччӑ пушарта ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсене вырӑнти администраци тав тунӑ. Шӑматкун ҫӗрле виҫӗ каччӑ киле кайнӑ чухне Ҫӗнӗ урамри ҫуртра пушар тухнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫухалса кайман, кӳршӗсене вӑратнӑ. Телее, пӗр кӳрши Светлана Тишенкова - тухтӑр. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, медиксем ҫитиччен пушарта шар курнӑ ҫынна пулӑшнӑ. Каччӑсем - Максим Туркин, Александр Бечин тата Дмитрий Миронов аманнӑскере тепӗр ҫурта куҫарма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта полицейскисем ача-пӑча велосипедне йӑтса утакан арҫынна курнӑ та ун патне пырса ыйту панӑ. Велосипедпа ӑҫта каять вӑл? Лешӗ нимех те хуавлайман. Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ. 36 ҫулти арҫын ӑна Винокуров урамӗнчи ҫуртри подьездран вӑрланӑ иккен. Тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ те эрех ӗҫес килсе кайнӑ. Подьездра велосипед курсан ӑна йӑтса тухнӑ. Хайхискер икӗ кустӑрмаллӑ транспорта сутса эрех туянма шутланӑ иккен. Велосипед хуҫи тепӗр кунхине полицие пынӑ. Транспорта тавӑрса панӑ, арҫыннӑн вара явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
stihi.ru сайтри сӑн Шупашкарта туса кӑларнӑ пельменре, «Сибирские» ятлӑскерте, антибиотик тупса палӑртнӑ. Пысӑк мар предприяти ертӳҫи хӑйех Россельхознадзор специалисчӗсене тӗрӗслеве чӗннӗ. 50 килограмм пельмен халӑх патне ҫитме ӗлкӗрнӗ. Антибиотик фарша ашпа тата салӑпа пӗрле лекме пултарнӑ. Сиенлӗ ҫимӗҫӗн пӗтӗм партине тӗп тума май килмен, ҫав вӑхӑталла пӗр пайне ҫынсем туянма ӗлкӗрнӗ. Усламҫа административлӑ майпа явап тыттарса 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ку предприяти пуш уйӑхӗнче пельмен туса кӑларма пӑрахнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Чӑваш Ен» ПТРК. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Уява хутшӑннисен пӗр ушкӑнӗ Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Уявра Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене тата вӗсен ертӳҫисене Красноармейски муниципалитет округӗн Дипломӗсемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Сумлӑ ентешсем» сӑвӑ тата «Пирӗн ентешсем — паллӑ ҫынсем» сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, «Улӑп – 2022» интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Итлес терӗм ҫӗршыв юррине» ятпа Карай сӑввисене вулассипе онлайн-конкурс кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пурӗ 179 ҫын хутшӑнчӗ. Асӑннӑ мероприятисене йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат ӗҫченӗсене, тӗп тата ача-пӑча библиотекисенче ӗҫлекенсене тав тӑватпӑр, ҫӗнтерӳҫӗсене ӑшшӑн саламлатпӑр. Вӑйӑ-юрӑ уявӗнче фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ, шкул ачисем вара ача-пӑча вӑййисене выляса кӑтартрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
rodnik.addnt.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тутар Республикинчи Элкел районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ — Хусанкай) чӑвашсен «Уявӗ» тата «Акатуйӗ» иртӗҫ. Кун пирки Елизавета Долгова чӑваш хастарӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ. Уява Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем вӑйӑ картине тӑрӗҫ. Вӑйӑ картине тухма пирӗн республикӑран пин ҫын тухса кайӗ. Сӑмах май каласан, Сиктӗрмере чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ. Культура уявне асӑннӑ ялта ирттересси шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"На связи" сайтри сӑн Паян Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пысӑк пӑкӑ пуҫтарӑннӑ. Унта ирхине Граждан ҫавраҫула хупнӑ. Ку унта ҫула юсанипе ҫыхӑннӑ. Паян шӑматкун пулсан та ку районта ир-ирех пысӑк пӑкӑ пуҫтарӑннӑ. Машинӑсем «Мускав» суту-илӳ центрӗ патӗнченех тӑнӑ. Ҫул сарнине пула паянтан Граждан урамне Энтузиастсене урамӗпе ҫеҫ лекме пулать: Грасис урамӗпе кӗрсе Эльмен урамӗпе тухмалла. Икӗ ҫӗрте те машинӑсем валли икӗ енлӗ ҫул анчах. Ҫул юсанӑ вӑхӑтра общество транспорчӗ те Этунзиастсен урамӗпе ҫӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти арҫын Гарри Поттер кӗнекисене сутатпр тесе ҫынсене улталанӑ. Унӑн серепине Мускав облаҫӗнче пурӑнакан хӗрарӑм лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче ҫав хӗрарӑм полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче Гарри Поттер пирки ҫырнӑ кӗнекесене 3500 тенкӗпе сутнине курнӑ. Сутуҫӑпа ҫыхӑнса хайхискер калаҫса татӑлнӑ, укҫана лешӗ кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Анчах тавар ун патне ҫитмен. Ку ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тунӑ-мӗн. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн кӗнекесем чӑнах та пулнӑ, анчах харӑсах туянакан икӗ ҫын тупӑннӑ. Иккӗшӗнчен те укҫа илнӗ, кӗнекене вара тепӗр сутуҫа панӑ. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Лебедев урамӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 30 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку инкек ҫур ҫӗр иртни 10 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк арҫын 5-мӗш хутран ӳкнӗ. Вырӑна полицейскисем, следовательсем килнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви «Килсе курӑр хӑнана, хапӑл тӑвӑр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ – пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацийӗсенче вӗренекен ачасене тӑван тавралӑха юратма, тӑван ен историне, культурине, чӑваш чӗлхине лайӑхрах пӗлме пулӑшасси. Конкурса 7-8-мӗш классенче вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли мелсем: E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@cap.ru. Телефон номерӗ — 8(8352)45-99-96. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Кристина Макосеева страницинчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж «Интернет уҫлӑхӗнче тӗлӗнмелле илемлӗ ушкӑн куҫ тӗлне пулчӗ те - пайлашмасӑр епле чӑтайӑн-ха? Куллен тухья-хушпу тӑхӑнса, кӗпепе ярӑнса ҫӳрейместӗн, ҫакӑн евӗр меллӗ те чипер костюмсене вара хӑть кашни кун тӑхӑн та чӑваш чунне савӑнтар», — хыпарланӑ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра. Кристина Макосеева дизайнер «ТРИ СОЛНЦА | ВИҪӖ ХӖВЕЛ» проекта аталантарать иккен. Дизайнер чӑвашла илемлӗ тум хатӗрлет ҫеҫ мар, ҫак тум епле ҫурални ҫинчен та каласа кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |