Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви архивӗнчи8 сӑн Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑра икӗ пушар пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын суранланнӑ. Каҫхи 7 сехетре Ҫӗмӗрле хулинчи Чехов урамӗнчи ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Пушар сарая, мунчана тӗп тунӑ, ҫурт фронтонне сиенлетнӗ. Инкекре 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын аманнӑ, унӑн ӳчӗн 80 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Паян ҫур ҫӗр иртсен Канашра Толстов урамӗнчи йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ку таранччен республикӑра 568 пушар пулнӑ. Вӗсенче 31 ҫын вилнӗ, 41 ҫын аманнӑ. 56 ҫынна ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
savanma.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫӗнӗ проект ӗҫлесе кайнӑ. «SAVANMA» проектра хыпар, видео, ӳкерчӗксем, ыйтусем хушса, тӗрлӗ темӑсем сӳтсе явма пулать. «Хыпарсем хушма ан ӳркенӗр кӑна. Чӑвашла ҫырма манса кайман-и? Чӑвашла вулама, калаҫма, ҫырӑнма юратакансем валли. Хыпар хушма тата йӗрлеме ҫырӑнӑр: http://savanma.ru/register», — тесе хыпарланӑ проект пирки. Проект авторӗ — Сергей Ефимов. Вӑл «Контактри» хӑйӗн страницинче маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, халиччен темиҫе вариант юрӑ сайчӗ туса курнӑ. Пӗри те килӗшмен. Тем ҫитмен пек туйӑннӑ. Ҫавӑнпа та халь пач урӑхла сайт йӗркелеме шухӑш тытнӑ. Сайт юрӑ валли кӑна мар, тӗрлӗ форматлӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «#4стула» спектакль кӑтартнӑ. Унта Мускаври поэзи перфомансӗн «Хористки» театрӗн артисчӗсем хутшӑннӑ. Ӑна «Русские писатели в Чувашии» (чӑв. Вырӑс писателӗсем Чӑваш Енре) литературӑпа ҫутӗҫ марафонне йӗркеленӗ мар йӗркеленӗ. Мероприятие ирттерме Федерацин национальноҫсемпе ӗҫлекен агентстви пулӑшать. Шупашкара Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин хӗрӗ тата Раҫҫейри паллӑ музыкантӑн тата композиторӑн Алексей Айхин йӑмӑкӗ Вероника Айхи хутшӑннӑ. «Пирӗн спектакльсем – классикӑлла вырӑс поэзине ҫӗнӗлле лартнӑскерсем. Пирӗн почерк – реквизитпа сахал усӑ курни, анчах асра юлмалла вылясси тӗп вырӑнта», — тесе ҫырнӑ Вероника Айги. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Яндекс.дзен сайтри сӑн Елчӗк районӗнчи 33 ҫулти арҫын чутах ултавҫӑсен аллине лекмен. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та такам банк карттипе ҫыхӑннӑ телефон номерне улӑштарса кредит илме хӑтланни пирки каланӑ. Ҫак ҫын Елчӗк арҫыннине заем илме, ӑна вӑл кӑтартнӑ счет ҫине куҫарма каланӑ. Ҫапла такам илме хӑтланнӑ кредит пӑрахӑҫланать имӗш. Хайхискер 1,4 миллион тенкӗ кредит илме Шупашкара кайнӑ. Ҫав укҫана мӗнле счет ҫине куҫарма каласан тин чӑваш арҫынни иккӗленме тытӑннӑ. Кун пирки вӑл банк ӗҫченне пӗлтернӗ. Лешӗ те ку ултавҫӑ пулма пултарнине каланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Геннадий Козлов. artmuseum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне малашне те Геннадий Козловах ертсе пырӗ. Геннадий Васильевич асӑннӑ учреждение 19 ҫула яхӑн ертсе пырать. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен ҫав должноҫе шанса панӑ. «Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, директорӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ курӑнать, ҫавӑнпа ӑна паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗнӗрен должноҫе шанса панӑ. Пӗлтӗрхи ҫулла музей директорне палӑртма конкурс ирттернӗ. Ун чухне икӗ ҫын конкурса хутшӑннӑ, ҫав шутра — Геннадий Козлов та. Республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ хушура Геннадий Козлов Чӑваш Енӗн Культура министерствин кадр резервӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче 660 грамм таякан, 30 сантиметр тӑршшӗ хӗрача ҫуралнӑ. Вӑл 24-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ ӑна хӑйех ҫуратнӑ. Хӗрарӑм кӑшӑлвируспа чирлени лару-тӑрӑва тата кӑткӑслатнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, пӗчӗкскере 2 операци те тума тивнӗ. Ачана Президент пепкелӗх центрӗнчи тухтӑрсем пӑхнӑ, унӑн пурнӑҫӗшӗн пӗр уйӑх ҫурӑ кӗрешнӗ. Кӑштахран ача хӑй сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Унта ачапа пӗрле амӑшӗ те выртнӑ. Ачан чӗрипе, куҫӗпе кӑлтӑксем пулнӑран ӑна икӗ операци тунӑ. Кун хыҫҫӑн пепке пульницӑра тепӗр пӗр уйӑх ҫурӑ выртнӑ. Киле кӑларнӑ чухне вӑл 2200 грамм тайнӑ, 46 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
sb-advice.com сайтри сӑн 2021 ҫулхи кӑтартӑва илес тӗк, Чӑваш Енре ҫынсен вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ пӗчӗкленнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ведомство хатӗрленӗ докладра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр республикӑра вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ 69,99 ҫулпа танлашнӑ. 2020 ҫулта 71,03 пулнӑ, 2021 ҫулта - 73,44. Пӗлтӗр ҫынсем ытларах юн ҫавранӑшӗн чирӗсене, усал шыҫҫа, нерв тытӑмӗн амакӗсене, сывлав тата апат ирӗлтерекен органӗсен чирӗсене пула вилнӗ. Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пандеми пуҫланиччен шанчӑксем пысӑк пулнӑ: 2024 ҫул валли ҫынсен вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ 78 ҫула ҫитессе шаннӑ, 2030 ҫул валли - 80 ҫула. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамблӗн ертӳҫипе Сергей Федотовпа тӗл пулнӑ. Унпа пултарулӑх коллективӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Сергей Федотов — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) премийӗн лауреачӗ, «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамбльне пуҫарса яраканӗ. «Эревет» ансамбле 1981 ҫулта пуҫарса янӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан коллектив «Тӗслӗхлӗ ача-пӑча коллективӗ» ята тивӗҫнӗ, вӑл — ҫамрӑксен Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫу уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче Саранскра Атӑл тата Урал тӑрӑхӗнчи композиторсен Пӗтӗм Раҫҫейри XXXI фестивалӗ иртнӗ. Ҫулсерен йӗркелекен культура мероприятине эпир маларах асӑннӑ тӑрӑхсенчи регионсен тӗп хулисенче черетлентерсе ирттереҫҫӗ. Ӑна унчченхи ҫулсенче Пушкӑртстанӑн, Мари Элӑн, Тутарстанӑн, Удмурт Республикин тӗп хулисенче йӗркеленӗ. Шучӗпе XXXI хутчен иртнӗ фестиваль программи хор музыкин, халӑх инструменчӗсен музыкин, камера музыкин концерчӗсенчен тӑнӑ. «Фольклор тата композитор» концерт та, «Мордовская легенда» балет-юмах та кӑтартнӑ, ӑсталӑх лаҫҫи те ӗҫленӗ. Фествиале Чӑваш Енри ӑстасем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Лапри Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченех хӗрӳ ӗҫсем пынӑ. Унта студентсем, нимеҫӗсем ӗҫленӗ. Чӑннипе, ку ӗҫе тума пуҫлани пирки маларах пӗлтернӗччӗ. Сӑмах - Андриян Николаевӑн агропортречӗ пирки. Халӗ ӑна туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Хастарсем малтан портрета йӗрлесе тухнӑ, унтан кӗреҫе тытса ҫӗре чавнӑ. Агропортрет халӗ ҫӳлтен питӗ илемлӗ курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |