Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Троллейбусра арҫынсем те, студентсем те ватӑсене вырӑн памаҫҫӗ

  18.10.2015 21:43 | 5796 хут пӑхнӑ

Тарӑхнипе ҫакна ҫыраймасӑр чӑтаймарӑм. Ҫӗр тепӗр май ҫаврӑннӑн, тӗнче кутӑн кайнӑн туйӑнчӗ. Ҫамрӑксем аслисене хисеплеме пӗлменни ҫак кунсенче куҫ тӗлне темиҫе хут та тӗл пулчӗ.

Общество транспорчӗпе кашни кунах ҫӳретӗп. Пӗррехинче 11-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса лартӑм. Ҫула май мар-ха, ҫапах Хмельницкий урамӗнче анса юлӑп тесе ҫынсемпе пӗрле троллейбуса кӗтӗм. Тахҫанах асӑрханӑччӗ: ку маршрутпа карчӑк-кӗрчӗк нумай ҫӳрет. Вокзалта ҫын нумаях мар та ларкӑч ҫине вырнаҫрӑм.

Малалла...

 

Тӑван, хурӑнташ... хӑшӗ ҫывӑхрах?

  18.10.2015 14:04 | 5091 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

«Эпир унпа хурӑнташлӑ»... «Пирӗн ҫывӑх тӑван вӑл...» — тетчӗ анне час-часах пӗлӗшсем ҫинчен аса илсе калаҫнӑ чухне.

Мӗншӗн эпир пӗрне «хурӑнташ», теприне— «тӑван» тетпӗр-ха?

Тӑван ҫывӑхараххине, хурӑнташ — аяккараххине пӗлтерет, теҫҫӗ чылай чухне ҫамрӑкрах ҫынсем.

Малалла...

 

Вӗлтрен кайӑк

  18.10.2015 13:28 | 4745 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Арлӑ-арӑмлӑ пулмасӑр ҫуратнӑ ачана вӗлтрен кайӑк тенине пурте пӗлетпӗр. Ку вӑл вӑлтса калани. Ҫакна тӳртемӗн пӗлтерекен сӑмах — такса. Ӗлӗк-авал салтаксем ҫарта ҫирӗм пилӗк ҫул ҫӳренӗ. Упӑшки салтакра чухне хӗрарӑм урӑх арҫынран ҫуратнӑ ачана терчемен, тенӗ.

Малалла...

 

Кӳнтеле-и, тынӑ-и?..

  16.10.2015 09:05 | 4022 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Хӑшпӗр чухне пӗр-пӗр ӗҫе куракан, судра свидетель пулса пыракан ҫынна калас тесе ҫак сӑмахсене арпаштараҫҫӗ. Тӗрӗс ӗнтӗ, пӗр шутласан, иккӗшӗ те свидетель, ӗҫ епле пулнине куракана пӗлтерет, анчах кӳнтелепе тынӑ сӑмахсен уйрӑмлӑхӗ те пур. Кӳнтеле — хӗн курнӑ ҫын енчен, тынӑ — айӑпланакан енчен пынӑ этем.

Малалла...

 

Пахалӑхлӑ пулӑшу ӗмӗтре кӑна-ши?

  13.10.2015 20:51 | 5230 хут пӑхнӑ

Тӗлӗнмелле отрасль вӑл ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх. Унта ӗҫлекенсен хӑйсен чӑнлӑхӗ, ҫавӑн пулӑшӑвӗпе усӑ куракансен — хӑйсен.

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗ терӗм те, тепӗр ҫурта пырса кӗрсен пулӑшӑвӗ питех курӑнса та каймасть. Тӗслӗх вырӑнне Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта илсе кӑтартас килет. Этем алли унта хӑҫан ҫын алли пырса шӑлни пирки калама йывӑр. Ҫыннисем те тепӗр тесен тӗлӗнтереҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап хутаҫне вӗсенчен хӑшӗсем ҫӳп-ҫап тӑкмалли контейнер патне те йӑтса ҫитермеҫҫӗ.

Малалла...

 

Тораизм Торӑ тӗнӗ — е Помидоризм

  12.10.2015 18:52 | 3039 хут пӑхнӑ

Помидоризм религиозно-идеологический вӗрентӗвӗн тӗп догмисене пуҫтаратпӑр. Сирӗн умӑрта ҫӗнӗ религи ӗххӗм! тӗн-ӗненӳ ҫуралать.

 

 

Хапӑллӑр

 

Тораизм

1. Пур религисем те торӑ тӗнӗнчен тухнӑ. Торӑ тӗнӗ тӗнчипе сарӑлнӑ.

2. Пӗрисем торӑ тӗнне пӑснӑ. Пӗрисем торӑ тӗнне пӑсман. Индисем пӑсман.

3. Торӑ пур ҫӗрте те пур. Торӑ сывлӑшӗ темре те, такамра та.

4. Торӑ пурне те пулӑшать.

5. Торӑ умӗнче пур те пӗр тан.

6. Пурин те пултарулӑх пур.

Малалла...

 

Кӗрхи уяв — Кӗрсӑри

  12.10.2015 17:32 | 8790 хут пӑхнӑ

Чӑваш тавраплӳҫисен союзӗн председателӗ Сергей Сорокин вӑй хунипе Станъял ялӗнче 2015 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче кӗрхи сӑра уявӗ пулса иртрӗ. Шурӑ юр ҫинчи ку Кӗрсӑри йӑлтах ҫӗнӗлле кӗрлерӗ. Кун пекки халиччен тата ӑҫта пулнине эпӗ курман та, илтмен те. Пӗтӗм ял хутлӑхӗн халӑхӗ харӑслатса пухӑнчӗ. Чӑнах та, Н.И. Ашмарин ҫырнӑлла «ҫакӑ пирӗн халӑхсем пӗр сӑмахпа кӗр тӑвать» тени пулчӗ-тӑр вӑл.

Малтанах Мускав Мӑнҫулӗ хӗрринчи тӑватӑ башньӑллӑ Чемен карти текен хулаш йӗри-тавра ялҫ-ялӑн йывӑҫсем лартрӗҫ, стан пӳрчӗсене капӑрлатрӗҫ, кӑвайтсем чӗртсе, 16 хуран ҫакса яшка та шӳрпе пӗҫерчӗҫ.

Малалла...

 

Культура шайӗ пӑшӑрхантарать

  11.10.2015 21:50 | 5698 хут пӑхнӑ

Юлашки вӑхӑтра пирӗн культура шайӗ мӗнле пулни пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Йӗркесӗрлӗхпе темиҫе хут та тӗл пултӑм, ҫавӑнпа шухӑша кайрӑм.

 

Туй… Лайӑх-ха вӑл. Икӗ ҫамрӑк ҫемье ҫавӑрнинчен мӗн пахи пур? Ӗлӗк ку илемлӗ йӑла пулнӑ. Каччӑ хӗре укҫа парса илни, хӗр юрри, ҫӗнӗ ҫынна тепӗр кунне картлампа шыв йӑттарса, апат пӗҫерттерсе тӗрӗслени… Чӑннипех те хитре. Шел те, халӗ эпир ҫав йӑласене спектакльсенче ҫеҫ курма пултаратпӑр. Халӗ ҫӑмрӑксем туя кафере ирттереҫҫӗ. Пурнӑҫ малаллах каять, ун хыҫҫӑнах талпӑнмалла ҫав пирӗн.

Малалла...

 

Гуманитарисемшӗн те кӑсӑклӑ математикӑри тӗлӗнтермӗшсем

  11.10.2015 19:17 | 4678 хут пӑхнӑ

Эсир хӑвара гуманитарисен йышне кӗртетӗр пулин те ку тӗлӗнмелли фактсем ҫав-ҫавах тӗлӗнтермеллех. Вӗсене пӗлни сирӗн кӑмӑла каясса шанатпӑр.

1. Абрахам де Муавр акӑлчан математикӗ ӑнсӑртран тенӗ пек хӑйӗн ыйхи кашни кун 15 минут ытларах пулнине асӑрханӑ. Ӑсчах вара ыйхӑ вӑхӑчӗ хӑҫан 24 сехете ҫитнине арифметикӑлла програссипе шутласа кӑларнӑ. 1754 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ пулса тухнӑ. Тӗлӗнмелле те шӑп ҫав кун математик вилнӗ те теҫҫӗ.

2. Тӗне ҫирӗп тытса пыракан еврейсем христиансен паллисене ӳкерес-кӑтартасран сыхланаҫҫӗ.

Малалла...

 

Чи хӑрушӑ картлашкасем

  10.10.2015 12:35 | 4889 хут пӑхнӑ

Тӗлӗнтермӗшсем вулакансемшӗн интереслӗ пуль тесе шутлатӑп. Уйрӑмах чи-чи ята тивӗҫнисем. Чи илемли, чи пысӑкки, чи пӗчӗкки. Тата ытти нумай чи-чисем. Планетӑри кашни кӗтесе ҫитсе курма пурин те укҫи-тенки ҫитмест пуль, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр вырӑнсемпе паллаштарас килет. Ку хутӗнче чи хӑрушӑ картлашкасем пулӗҫ.

Ҫӳллӗ вырӑнсенче вырнаҫнӑ туризм объекчӗсем ҫине сайра хутра ҫеҫ пусма-картлашкасӑр ҫитме пулать. Хӑпарасса хӑпарӑн-ха, анчах кайран тата анма тивни пирки те манмалла мар. Анчах ҫӳле хӑпарнӑ хыҫҫӑн сирӗн ума тухса тӑракан сӑнпа киленни тем тесен те нушаланса хӑпарнипе аннине тӑратех.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 236, 237, 238, 239, 240, [241], 242, 243, 244, 245, 246, ... 383
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗллев палӑртмалла: хӑш чухне кӑтартӑва ҫӗнсе илес ӗҫ мар, результачӗ пӗлтерӗшлӗрех. Туссемпе хутшӑну яках мар: хӑвӑра кӑштах сиввӗн тытнине тӗрӗс мартарах ӑнланӗҫ. Вӗсемшӗн эсир мӑн кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнатӑр.

Пуш, 04

1970
55
Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...