Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Çеçпĕле

  28.06.2015 23:36 | 3915 хут пӑхнӑ

ÇЕÇПĔЛЕ

 

Мĕнле çеç вăрлăхран шăтса ÿсейнĕ-ши

Чăваш сăмахĕсен тулли паха тĕшши? —

Çакна чун-чĕрепе эс туйнă пуль, Мишши!

 

Çĕн Кун Аки хĕрсех пуçланнă пулнăран,

Тăван поэзире эс уçнă çĕн йăран! —

Умра сăнарланать хавассăр мар Ыран!

 

Апли апла та... Пурпĕр иртнĕ пĕлĕт пек

Çĕршывăмăрçăм урлă тĕрлĕрен инкек.

Поэт шăпи те, çавăнпах пулас, сивлек...

 

Анчах та эс, Мишши, çапах телейсĕр мар.

Хальхи ăрушăн эс — мала чĕнен Сăнар.

Ахаль çунман хĕрÿллĕ чĕрери кăвар!

 

Вут евĕр хавална туять паян кашни.

Малалла...

 

Наци лицейĕ тек пулмĕ-ши?

  27.06.2015 15:19 | 3478 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕ патĕнчен иртме тÿр килчĕ. Ача-пăча сассипе янăраман пушă çурта курсан чун питĕ хурланчĕ. Пушах тесен тĕрĕсех мар-ха. Унта халĕ Петров урамĕнчи авариллĕ 9-мĕш çуртри çынсем общежитире пурăнаççĕ. Тĕлĕнмелле те, лицее 2012 çулта çурт йăтăнса анать тесе хупса хучĕç. Халĕ ав нимĕн те йăтăнса анмасть – çынсем чиперех пурăнаççĕ.

Тĕрĕссипе, эпĕ унта вĕреннĕренпе (2001-2005 çулсем), ман шутпа, нимех те улшăнман. Эпир вĕреннĕ чухне те столовăйĕнчи кирпĕчсем кăшт йăтăннăччĕ.

Малалла...

 

Раҫҫейри чи паллӑ хуласем

  27.06.2015 12:29 | 5842 хут пӑхнӑ

Ку ыйту ҫине хуравлама пӗрре пӑхсан ҫӑмӑл, тепре пӑхсан йывӑр та. Анчах та эпир хыпар ҫӑлкуҫӗсен тӗлӗшӗпе танлаштарас терӗмӗр. Патшалӑхра пулӑмсем сахал мар пулса иртеҫҫӗ, анчах вӗсене тӗрлӗрен ҫутатаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Мускаври кашни утӑма тенӗ пекех пӗлтереҫҫӗ пулсан, пӗр-пӗр Урал тӑрӑхӗнчи Серов ятлӑ хулари пулӑма вара пысӑк пӑтӑрмах пулсан кӑна ҫутатаҫҫӗ. Сӑлтавӗ — хуласен витӗмӗ, вӗсен калӑпӑшӗ тата шайӗ тӗрлӗрен пулнинче. Федераци шайӗнчи МИХсем пурте тенӗ пекех Мускавра вырнаҫнӑран, паллах, тӗп хулари кашни вӗтӗр-шакӑр пулӑм та вӗсене тӳрех курӑнать.

Малалла...

 

Суйлав лӑпкӑ иртӗ

  23.06.2015 11:18 | 9223 хут пӑхнӑ

Чӑваш Енре кӑҫал Республика ертӳҫин — Элтеперӗн — пуканне йышӑнас тӗлӗшпе суйлав иртмелле. Вӑхӑчӗ те нумаях юлмарӗ ӗнтӗ, икӗ уйӑхран та сахалрах.

Ак, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» те хӑйӗн кандидачӗпе палӑрчӗ пулас — ячӗшӗн ирттернӗ «праймериз» (primary сӑмахран, чӑвашла вӑл «малтанхи» пулать, е кӗскен каласан — умсуйлав) текен мероприятире Михаил Игнатьева кӑларас терӗ. Владимир Путин ӑна отставкӑна (пукана вӑхӑтлӑха пушатни ӗнтӗ) яниех республикӑна малашне те кам ертсе пырасси паллӑ пулчӗ ӗнтӗ.

Малалла...

 

Константин Иванов

  21.06.2015 18:20 | 4033 хут пӑхнӑ

КОНСТАНТИН ИВАНОВ

 

Кĕçтук та мар вăл, Кĕçтенттин те мар,

Туссем, тăванĕсем çапла чĕннĕ пулин те.

Псевдонимпа та айкашман талантлă ар —

"Кайри хисеппелен" Пăртта тееймĕн ĕнтĕ.

 

Ахаль ят-хушамат, ахаль çеç çамрăк çын.

Ун халăхĕн шăпи вара пит кăткăс.

Пулни-пулмаллине йăлт Пÿлĕх çырнă-шим?

Ах, пурнăç, пурăнăç, туту-масу сан тăкăс...

 

Йĕри-тавралăхра хаваслăх пит сахал.

Элле авалтанпах çапла сăнарлă хамăр?

Ара, ахаль-им халь те пирĕн идеал

Террор сукмакĕпе утан Нарспи аппамăр...

 

Çилпи енче ĕçпуç хăçан пулса иртет?

Малалла...

 

Эрех мулран та вăйлăрах

  16.06.2015 21:32 | 3551 хут пӑхнӑ

«Çакă çутă тĕнчере Вăйли çук та этемрен. Шывсем çинче, çĕр çинче Хуçа пулса вăл тăрать. Анчах вăйлă этем те Хăй тĕнчине пăхăнать. Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать», – шкулта вĕреннĕ чухнех вуланă вилĕмсĕр «Нарспире» темшĕн çак йĕркесем асăмра çырăнса юлнине хам та пĕлместĕп.

Укçапала эрехех çынна ăсран кăларнине кунсерен тенĕ пек курса ĕненме тивет. Чăн та, иккĕшĕ те – мулĕ те, эрехĕ те – çыннăн шалти тĕнчине çиеле кăлараççĕ. Эрехĕ, тепĕр тесен, укçинчен те вăйлăрах-тăр: вăл темле пултаруллă, ăслă-тăнлă, пуян çынна та тĕп тăвайрать.

Малалла...

 

Две стороны одной медали: хытӑлӑх палли «ъ» тата ҫемҫелӗх палли «ь»

  15.06.2015 01:31 | 85546 хут пӑхнӑ

«Ю. Виноградов шухӑшӗ хыҫҫӑн кайсан аташса «чӑтлӑха» кӗме те пулать».

Г. Федотов («Хыпар», 78–70№. 2015, ҫу, 6. «Тӗрӗс ҫулпа пыратӑр!»)

 

А может не следует строить иллюзии о том, что по задумке Ю. Виноградова заблудились и забралась в дебри? Задумка эта вполне удалась: уже, после «узаконения» Орфографии-Химеры, ещё дальше забрались в дебри. В эти дебри чувашскую орфографию завели маститые филологи и в результате перестали пользоваться буквами «Ъ» и «Ё».

Малалла...

 

Чăвашпа чăвашлах пуплесчĕ

  14.06.2015 22:24 | 15062 хут пӑхнӑ

Çак ыйту тавра, тĕрĕссипе, чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан чылай çын калаçать. Мана мĕн хĕтĕртрĕ-ха паян çак статьяна çырма? Çак кунсенче общество транспортĕнче пĕлĕшĕме, пĕр ялта выляса ÿснĕскере, куртăм. Çав хĕр мана асăрхасан пырса калаçма тытăнчĕ. Малтанах аптăрарăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Шалт тĕлĕннипе çăвартан сăмах та йĕркеллĕ тухмарĕ. Пике манпа вырăсла кăна пуплерĕ. Кирлĕ чарăнăва çитичченех мĕнле пулмаллине пĕлмерĕм. Ара, манăн чăвашпа чăвашлах калаçас килет вĕт.

Малалла...

 

9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

  12.06.2015 13:50 | 30607 хут пӑхнӑ

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Малалла...

 

Шикли шикленнĕ, экзаментан хăранă

  12.06.2015 13:48 | 4232 хут пӑхнӑ

Халăхăн шухăшне пĕлессишĕн ирттерекен тĕпчевсенчен пĕри шкулта вĕренекенсенчен 40 проценчĕ хăйĕн пĕлĕвне тата патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне ăнăçлă тытасса шаннине палăртнă. 30 проценчĕ хăй пĕлменнинчен ытла ашшĕ-амăшĕ хытă пăлханнине кура экзаментан хăрать иккен.

Чăн та, ывăл-хĕрĕ лайăх паллă илтĕр, патшалăхăн пĕрлĕх экзаменĕнче пысăк балл пухтăр тесе ашшĕ-амăшĕ мĕн кăна тумасть пулĕ! Урокра вĕреннине репетитор тытса тепĕр хут ăша хывнине хăнăхса çитрĕмĕр. Вĕрентекенĕсем хăйсем те урок хыççăн тав сăмахĕлле ларса юласшăн мар та, ачасене репетитор тытма сĕнеççĕ.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 237, 238, 239, 240, 241, [242], 243, 244, 245, 246, 247, ... 376
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...