Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5032209 хут пӑхнӑ

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2328.38.7249
2015.07.07 18:41
Agabazar
"Атилӑ ҫырни элек мар пулсан, фактсем илсе кӑтарт<ăр>."

"Элек мар" темен, "элек" тенĕ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.07 18:55
Тӗрӗс ҫыратьМиккуль теке-мнни. Пурне те вӗрентет Акасапар хӑта, пуринчен те ыйтма пултарать. Хӑйӗнчен ыйтма пуҫласан шӑртне тӑратать. Вӑт мӗнлескер вӑл, кур-ха ӑна. Тимӗртен, Атиллӑран,Бортан темтепӗр ыйтать, акасапартан вара "чӑвашла пӗлеть-и ачу-пӑчу" тесе ыйтма, "ачу-пӑчу пур-и" сан тесе ыйтма вуҫҫех те юрамасть. Мӗнле виртуаллӑ ҫын Эсӗ? Камсем хушшинче пурнан? 9-мӗш класс хыҫҫӑн паян ялти ачасем те тӑван чӗлхене пӗлимаҫҫӗ. Хуларисем вара килтисем тӑрӑшсан ҫеҫ вӗренияҫҫӗ.
Agabazar // 2328.38.7249
2015.07.07 19:08
Agabazar
Малтан хăвăрăн пирки тĕпĕ-йĕрĕпе аргументласа пĕлтерĕр, унтан вара, тен, хăвăр та ыйтма пултарăр.

А мана хама Миккуль, бор, Атила ачисем ним тума та кирлĕ мар. Хăйсем каçса кайса каппайланнипе çеç куçкĕски çине пăхма сĕннĕ.

Бортан е Таймертан мĕн ыйтмалли? Хăйсем те пĕр-ик сăмах та пулин чăвашла калаймаççĕ те, ăçтан вĕсем хăйсен ачи-пăчине вĕрентейччĕр? Каламасăрах веç паллă...
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.07 20:22
Вӑт вӗт куштан Акасапар хӑта, мӗн тери куштан эсӗ? Вара ман,Тимӗрӗн,Микулӗн,Атилӑн ачисем чӑвашла вӗренни сакна кирлӗ мар пулсан -мӗн чакаланса ларан? Мӗн чӑвашлӑхшӑн ҫуннӑ пек куймӑрланса ларан? Кам эсӗ, чӑваш ятне тивӗҫлӗ мар эсӗ ҫав тери куштанланан пулсассӑн! Пул йӗркеллӗрех! Эсӗ кутӑнланнипе ку форума никам та кӗместь! Ҫавна ӑнлан-ха,Акасапар хӑта!
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.07 22:03
Акапасар ятарласа ухмаха перни пирки кунта тахҫанах пурте пӗлетпӗр..Камӑн килте ачисем чӑвашла калаҫаҫҫӗ,вӗсем нихӑшӗ те шкула пула мар,ашшӗ-амӑшӗ вӗрентес тенипе кӑна калаҫма вӗреннӗ.Шуклта вӗрентни лайӑх.Анчах та вӑйпа мар.Кирлех пулсан эпӗ укҫа тӳлесе хамӑн ачасене Акапасар уҫнӑ вырсарни шкулне яма хатӗр.
Agabazar // 3916.74.0997
2015.07.08 04:51
Agabazar

"Вырсрни шкулне" мар, чăн-чăн шкула ярăр. Конституци тăрăх, ачасене вĕрентесси халлĕхе Раççейре песплат пулса пыма тивĕçлĕ. Миккуль уçнă е бор уçнă вырсарни шкула мĕншĕн яма шутламасть ку? Ротенбергсем е Тимченко ма тата вырсарни шкулĕ уçса памаççĕ?

Agabazar // 3916.74.0997
2015.07.08 05:02
Agabazar
Таймерсемпе борсем Акапасар "вырсарни шкулĕ" уçса парасса кĕтеççĕ иккен. Тур парасса кĕтнĕ пек. Çавна май ун ячĕпе чÿк тума та шутлаççĕ пуль-ха.
Agabazar // 3916.74.0997
2015.07.08 05:02
Agabazar
Тавай, тавай кĕтĕр. Кĕтсе ларни вăл питĕ сăваплă ĕç.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.08 15:13
Пустуй калаҫать Акасапар хӑта. Ҫапла хӑтлансах ӗмӗрне ирттерчӗ.
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.08 17:15
Чӗлхемӗре сутса ячӗ Акапасар.Песплат кӗтсе ларса чӗлхе пӗтсе пынине лӑпкӑн пӑхса ларать.Халлӗхе кабинет пур,ӗҫ укҫи институтра тӳлеҫҫӗ хутсене вырӑнтан-вырӑна куҫарнӑшӑн.Ҫынсем тӳлевлӗ акӑлчан чӗлхи шкулне уҫаҫҫӗ.Акапасар кунӗн-ҫӗрӗн айӑплать пурне те,а хӑй вырсарни шкулӗ уҫаймасть.Е никам та вӗренме пымасран хӑратӑн-им?.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем