Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5032211 хут пӑхнӑ

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ют Ҫын // 1103.8.4384
2015.06.28 13:38
Пустуях ан поплеха,Agabazar чӑвашӗ. Кирли ҫинчен ҫырма тӑрӑш. Тӑван чӗлхъене аталантарма майсем пур, эпир наян пулни кансӗрлет.
Agabazar // 3208.08.9938
2015.06.28 19:24
Agabazar
Аха, чăваш иккен-ха, ку, наянни....
Тата мĕн тĕлĕшпе айăпламалли юлчĕ-ши мăнтарăн чăваша?

Саввати // 1908.51.2978 2015-06-28 13:24: <<Тӑван чӗлхем пирки хамӑн шухӑшӑма ҫырас тенӗччӗ,>>

Хăш чĕлхе вара сирĕншĕн "тăван" шутланать? Суахили чĕлхи-и?

Саввати // 1908.51.2978
2015.06.29 08:07
Вӑт маттурах ҫав эпӗ: йӑнӑшмарӑм - Такапасар (Акапасар) яланхи пекех кирек епле автор шухӑне те пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса лартать, вӗчӗрхенсе йышӑнать тесе; уйрӑмах текстра унӑн шӑлйӗрев "мелӗпе" усӑ курсан. Сана пӗлмешкӗн, тусӑм: СУАХИЛИ чӗлхипе шӑпах эсӗ калаҫатӑн. Эпӗ вара хам чӑваш пулнине кӑкӑра ҫапса мар, ӗҫпе те чӑваш сӑпайлӑхӗпе ҫирӗплетме тӑрӑшнӑ. Хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентесси пирки: ӑна хальхи пек САЛАМАТ МЕСЛЕЧӖПЕ МАР, ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ ВӖРЕНТСЕН, ЧӐВАШ ЧӖЛХИНЕ ХИСЕПЛЕКЕНСЕН ЙЫШӖ ВУН-ВУН ХУТ ӲСӖ.
Victor // 3948.31.7091
2015.06.29 08:54
Victor
Саввати // 1908.51.2978.37.232.180.79
2015-06-29 08:07
<Вӑт маттурах ҫав эпӗ... ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ ВӖРЕНТСЕН, ЧӐВАШ ЧӖЛХИНЕ ХИСЕПЛЕКЕНСЕН ЙЫШӖ ВУН-ВУН ХУТ ӲСӖ.>
Ку мĕнле шăк тата?
Марине // 1686.43.2139
2015.06.29 09:11
Саввати // "Хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентесси пирки: ӑна хальхи пек САЛАМАТ МЕСЛЕЧӖПЕ МАР, ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ ВӖРЕНТСЕН, ЧӐВАШ ЧӖЛХИНЕ ХИСЕПЛЕКЕНСЕН ЙЫШӖ ВУН-ВУН ХУТ ӲСӖ."
Эсир ЧР Патшалӑх чӗлхине ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ ВӖРЕНТЕСШӖН-и? Хӑш ҫӗршывра Патшалӑх чӗлхине ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ вӗрентеҫҫӗ? Сӑммахӑрсене алӑпа ҫыриччен пуҫпа! шухӑшласа пӑхӑр.
САЛАМАТ МЕСЛЕЧӖПЕ халь ӑҫта вӗрентеҫҫӗ? Эсир Ҫӗр ҫине Уйӑх ҫинчен анӑр-ха...
Атила // 3913.58.4645
2015.06.29 12:38
Марине текенни мӗнле Патшалӑх пирки поплят.Патшалӑх перӗн Раҫҫей.Ҫампа вырӑсла вӗрентеччӗ.Чваш патшалӑхӗ пор-и?.
Марине // 3259.39.3100
2015.06.29 13:00
Саввати // "Хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентесси пирки:
Саввати ,Эсир чӑваш-и?
ЧР-инче пурӑнатӑр-И?
Ан манӑр: ЧӐВАШ ЧӖЛХИ-ЧР Патшалӑх чӗлхи!Ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхи те. ЧӐВАШ ЧӖЛХИ вара-тӗп чӗлхе.Саккунпа килӗшӳллӗн ЧР-инче пурӑнакансен ЧӐВАШ ЧӖЛХИне пурин те вӗренмелле! Анчах ФАКУЛЬТАТИВ ЙӖРКИПЕ М-А-А-РРР!
Марине // 3259.39.3100
2015.06.29 13:06
Атила, Сире Нина ыйтесем панӑччӗ. Хурав кӗтетпӗр.
Нина // 8866.3.41062015-06-26 18:35
АТИЛА // 3913.58.46452015-06-26 10:53
"УЧТЕЛЬСЕМ НУМАЙ.АНЧАХ ПОРТЕ ТЕМШӖН ХӐХСЕН АЧИСЕНЕ ЧВАШЛА ВӖРЕНТЕСШӖН ПОЛМАН.АТТЕ-АННЕ ТЕМЕ ВӖРЕНТИМАН.ХӐЙСЕМ ҪЫНСАН АЧИСЕНЕ ВӖРЕНТСЕСШӖН ЧОПСА ҪӲРЕЧЧӖ.МӖН ОССИ ВӐСАНЧЕН."

1.ЭСИР ХӐВӐР ачӑрсене вӗрентнӗ-и вара?
2.Учительсен ӗҫне туйса-кӗрсе курнӑ-и?
3.Шкула чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пурнӑҫлама 1 хут пулсан та пулӑшнӑ-и?
4.Хӑвӑр учительте ӗҫленӗ пулсан мӗнле ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ пулӑттӑр?
5.Учительсем валли чӑвашлӑхшӑн чунтан тӑрӑшса ӗҫлеме мӗнле сӗнӳсем паратӑр?
Нина // 8866.3.41062015-06-26 18:38
АТИЛА // 3913.58.4645
"...МӖН ОССИ ВӐСАНЧЕН."
ЭСИР вара мӗнле пысӑ-ӑ-ӑк усӑ турӑр. Пире те вӗрентӗр-ха, тархасшӑ-ӑ-ӑн!, ОССИ тума!
Михаил Волков // 1435.67.9903
2015.06.29 14:06
Чĕлхемĕре "вырăсла" шкулсенче вĕрентме пуçлани 30 çул та ытларах. Тахçанах ĕмĕтленнĕ пек университетăн чăваш филологи факультетне кĕме пултаракан маттур çамрăксене кураймарăмăр пулмалла. Мĕне пула? Калаçма вĕрентесси - кĕске вăхăтра пупнăçламалли тĕллев. Ансат калаçма кирек-хăш чĕлхепе те 3-4 уйăхра, уроксем сахалрах чухне пĕр вĕренÿçулĕнче вĕрентме пулать. 9 çул вĕрентсен те ансат калаçаймаççĕ-и?
Михаил Волков // 8387.6.0859
2015.06.29 14:36
Чăваш шкулĕ-и, "вырăсли"-и - иккĕшĕнче те чăваш филологине вĕрентетпĕр-çке! Чĕлхене мар, ытларах ун грамматики пирки "чĕлхеçĕ" текен ăсчахсем мĕн çырнине. Çĕнйĕркелÿ тапхăрĕнче манăн 1-4 классем валли сăнавлă программăпа сăнав вĕрентÿ кĕнекисем тума, вĕсен алçырăвĕсене ксероксласа эксперимент класĕсенче тĕрĕслеме пуçлама тÿркилнĕччĕ. Капитализма куçсан ку ĕç путланчĕ.
т

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем