Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5032206 хут пӑхнӑ

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1447.84.7437
2015.07.02 02:10
Agabazar
Миккуль // 4292.84.0894 2015-07-01 21:37: <<Атилапа килӗшетӗп, килте вӗрентме шутламасан шкулта хуть эрнере 20 сехет туса хур,усси пулаймӗ.>>

Ну Миккуль килĕшрĕ тейĕпĕр. Малалла мĕскер! Малалла мĕн тумалла? "Усси çук" тесе (ку сирĕн тата атила шухăшĕ, манăн мар!!!!!!) хайхи уроксене, "20 сехет" текеннисене сирпĕтмелле-им?, пăрахăçламалла-им? Верентевçĕсене навус хырма, кирпĕч купалама хăваласа ямалла-им?

Agabazar // 1447.84.7437
2015.07.02 03:17
Agabazar
"Авӑ ӗнер те 1-мӗш каналпа 20 ҫул ытларах Германине кайнӑ ҫемьене кӑтартрӗҫ. Хӗрӗ вырӑсла поплет кӑна, нимӗҫле те аван. Ҫавӑн пекех Францире пурнакансем те,Англире пурнакансем те,СШАра пурнакансем те ҫемьере вырӑсла пит аван поплеҫҫӗ. Ку мӗне пӗлтерет?Вӗсен тӑван чӗлхепе вӗрентекен шкулсем ҫук вӗт?"

Чикĕ леш енче, Анăçри çĕршывсенче миллионĕ-миллионĕпе Раççĕйрен тухнă çын пурăнать. Вĕсен шăпи тĕрлĕрен. Çав тери тĕрлĕрен. Ну, юрĕ, эсир каласа панисем пеккисем те пур тейĕпĕр. Вара мĕн? Вырăссем çавнашкал маттур та, чăвашсем начар теесшĕн-и? Ара, тата урăхла епле калăн? Тавай, тавай, аталантарăр шухăшăра малалла!
<br>Мĕншĕн Раççей патшалăхĕ Украинăри, Латвири, Эстонири, Казахстанри, Кăркăсстанти вырăс шкулĕсемшĕн мĕнпур майсемпе, чылай чухне тапаçлансах, тăрашать?

20 çул каялла кайнă тетĕр. Паллă ĕнтĕ, малтан ашшĕ-амăшĕ вырăс чĕлхине çеç пĕлнĕ. Вырăнти чĕлхене пелмен. Тен паян та нимĕçле аран-аран çеç каласкалаççĕ пуль. Эппин мен телĕнмелли пур ачисене вырăсла вĕрентнинчен? Урăх чĕлхене хайсем те пĕлмеççĕ вĕт!
Чекес // 2119.47.6627
2015.07.02 08:38
Ют кӗтесре пурӑнакансемшӗн "Тӑван ҫӗршыв анне-ют ҫӗршыв--амаҫури". "Тӑван пылак та ют йӳҫӗ, теҫҫӗ".Вӗсемшӗн унта Тӑван ҫӗршывран,тӑван чӗлхерен чи хакли, чи ҫывӑххи нимӗн те ҫук. ЧНК конгресӗсем иртнӗ тапхӑрсенче те тулайран килнӗ чӑвашсем телейлисенчен пӗрисем-чӑвашсен капӑр тумӗпе,хаваслӑ йӑл- кулӑ вӗсен сӑн-питӗнче ҫиҫет. Чӑвашра пурӑнакансем вара нумайӑшӗ кунта пачах урӑхла: хӗрсемпе хӗр арӑмсем арҫынла тумланнӑ, вырӑсла пупленине те ҫакӑнтах илтетӗн. Тунсӑх ҫуралман -ха кунтисен тӑванлӑхшӑн, ютра ҫеҫ ӑнланма пулать ҫакна. Е тата теприсем ватӑлсан тин хӑшӗсем тӑван чӗлхене ачисемпе мӑнукӗсене вӗрентменнишӗн кулянма тытӑнаҫҫӗ.
Атила // 3913.58.4645
2015.07.02 10:01
Акапасар чвашла вӗрентсе зарплата ҫинче ларат.Ку лайх.Анчах та хӑй ӗҫсӗр йолассинчен храса вӑл школта чвашла врентессишӗн конӗн-ҫӗрӗн кӑшкӑрат.Ачасам чвашла пӗлни ним тума та керлӑ мар ӑна.Керлӑ полсан килтех вӑрентнӑ полӗччӗҫ вӑсам.Пустойах пӑтратат халӑха чӗлхе пирки.Уҫса парӑр ӑна валли китай школне,парӑр лайх зарплата.Ыранах сотса ярат чваша.
Михаил Волков // 7198.2.5742
2015.07.02 17:11
Атила ачам! Эсĕ те хула шкулĕнче вĕреннĕ мар-и? Ют чĕлхе шкулĕ сана кăна мар, Микулай эльтепере те, унăн вĕрентÿ министрне те хытă амантнă. Паянхи самана çапла месерле çаврăнса ÿкни те. Манăн маларахри çырăва васкамасăр вуласан, тен, шухăшăма ăнланса илĕн.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.02 17:29
Пит те килӗшмелле Атила каланипе.
Акасапара хирӗҫлес килеть. Германинче, тет вӑл, ашшӗ-амӑшӗ вырӑнти чӗлхене пӗлменнипе ачисемпе вырӑсла поплянӑ. Юрать, тейӗпӗр.
А пирӗн ялтан килнӗ хамӑрялсем те вырӑсла аран-аран, анчах ачисемпе -вырӑсла,а никак Тӑван чӗлхепе мар. Вара мӗн ку, Акасапар тӑванӑм? Эсӗ те килте аслӑ вырӑс чӗлхипе е эсперанто чӗлхипе?
Agabazar // 6412.5.3527
2015.07.02 17:34
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2015-07-02 10:01: <<Акапасар чвашла вӗрентсе зарплата ҫинче ларат.Ку лайх.Анчах та хӑй ӗҫсӗр йолассинчен храса вӑл школта чвашла врентессишӗн конӗн-ҫӗрӗн кӑшкӑрат.Ачасам чвашла пӗлни ним тума та керлӑ мар ӑна.Керлӑ полсан килтех вӑрентнӑ полӗччӗҫ вӑсам.Пустойах пӑтратат халӑха чӗлхе пирки.Уҫса парӑр ӑна валли китай школне,парӑр лайх зарплата.Ыранах сотса ярат чваша.>>

Вăт сутса ярать — çавăн чухне кун пирки калаçăр! Унччен — кун пирки пуплеме

пултараймастăр. Халлĕхе вара сирĕн чăнласах сутнă çынсенех (сутăнчăксене) питлес пулать. Нимĕн те таваймăн. Чăннипе эп пĕр çеккунт та чăвашлăха шкулта е урăх тĕлте эсĕр каланă пек вĕрентсе курман.

bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.03 20:13
Акасапар хӑта, сутса ярсан тин калаҫсан кая юлмӑпӑр-и? Малтанрах кам сутса ярассине пӗлсе тӑрсан аван пулмалла. Кам чунтан калаҫать, кам - вӑхӑт итрттерме, кам-пиаршӑн. Пӗр япала паллӑ - шкул ҫине шаннипе тӑван чӗлхене ачамӑрсем вӗренимаҫҫӗ. 19 ачаран тӑван чӗлхепе экзамен тытакансем пурте Етӗрнепе Муркашри виръялсем. Ӑҫта Патӑръел,Елчӗк, Каҫал,Шӑмӑршӑ,Канаш,Вӑрнар,Вӑрмар районӗнчи хастарсем? Е вӗсем тӑван чӗлхе малалла кирлех маррине маларах ӑнланнӑ?
Agabazar // 2131.18.4860
2015.07.03 21:32
Agabazar
Ну вăт, Атила хоспочын хăйне хăй питлетĕр, хăй пирки: "Эп тăван чĕлхене сутса яма пултарап!" — тесе.
Михаил Волков // 3772.48.0255
2015.07.03 22:22
Аса илер: КП хаçат 70-80 çулсенчех Патăръл тăрăхĕнчи ялсенче кÿршĕллĕ хуçалăхсем карта тытса пĕр-пĕрин пахчисене чикĕлеменнине мухтаса çырчĕ: трактор кĕрет те юнашар пахчасене татти-сыпписĕрех хăвăрт сухаласа парать. Çав çулсенчех Патăръел, Каçал таврашĕнчи колхозсенче хусах механизаторсем авланма хĕр тупайманни çинчен пĕлтĕмĕр: Тупсăмне чухлама йывăр мар. Чăваш хĕрарăмĕ пурнăç мехелне урăхлатасшăн.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем