Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5032203 хут пӑхнӑ

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Михаил Волков // 9621.0.5189
2015.07.03 22:51
Çеçпĕлĕн "Чăваш арăмне" сăввине асаилĕр. Текех килĕшмеççĕ амаçынсен тăхăмĕсем чура лавне туртма. Чăвашлăха вĕсем нишлĕхпе çыхăнтараççĕ. Вăрçăран таврăннă нумай хĕрупраç Оргнабор урлă Крыма, Калининград тăрăхне кайрĕ: кильйыш çавăрма арçынсем çук, ялсенче ват хĕрсем вĕсемсĕр те нумай. Тулая каяканнисем халĕ те вырăссене, украинсене, эрменсене, тутарсене, еврейсене качча тухаççĕ. Хамăр çамрăк хастарсем те шкул пĕтерсен "коммунизм стройккине" тухса кайрĕç.
Agabazar // 1679-9548
2015.07.04 05:57
Agabazar
<<...Малтанрах кам сутса ярассине пӗлсе тӑрсан аван пулмалла....>>

Пĕлсе тăма питĕ çăмăл. Тăван чĕлхене кирек кам та "сутса яма" пултарать. Сутма пултарайман паттăрсене эп пĕлместĕп. Паллах, чикĕсем тĕрлĕрен. Пĕрне канихветпе илĕртни те çителĕклĕ. Теприне валли вара кермен, чаплă должность хатĕрлес пулать. Шутсăр тĕреклисене вара тĕрлĕрен репрессисемпе, тăванĕсене аманата илнипе, ачи-пăчине пайсăр хăварнипе тата ытти меслетсемпе хăратма тивет. Кунашкал пусăма чăтма пултаракан çынсем тĕнчере сахал.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.05 11:13
Ӑнсӑртран и, ӑнсӑртран мар и, Agabazar текен чӑваш та йӗркеллӗ, пафоссӑр ҫыра пуҫларӗ. Пит те килӗшӳллӗ, аван. Кун пек малалла утӑмсем тума пулат тесе шутлатӑп. Сутакансене илес пулсан, вӗсем тӗнчипех йышлӑ. Пӗтӗм тӗнчери йӗркесӗрлӗх ҫавӑн пек сутӑнчӑксем вылявӗсемпе ҫыхӑннӑ.
Agabazar // 1317.21.6584
2015.07.05 12:20
Agabazar
Кам эсĕр, Миккуль, Акапасара çурăмран лăп-лăп тукалама?
Пафоспа çыратăп-и, пафоссăр-и, ку сирĕн ĕç мар.
Ют Ҫын // 3054.02.9705
2015.07.05 23:33
пуринпе те хирӗҫмелле мар. Чӑвашла калаҫмалла,поплемелле.
Атила // 3913.58.4645
2015.07.06 08:39
Акапасар мӗнле сотса ятӑн чӗлхене?.Ниста та чвашла попляни ҫок сан холара.Ачусане вӗрентме шотламан та.Кам сана чарат кашни отӑмра Тымарлан пак чӗлхене хӳтӗлеме.Ста ҫырса хортӑн книга жалобра чвашла ыйтсан не знаю по русски тесен?.Судра полса кортӑн-и?.Хӑратӑнт кабинетри ӑшӑ покана тортса илесрен.
Agabazar // 3549.93.9657
2015.07.06 17:22
Agabazar
Атила текенскер,
халлĕхе сире Акапасар текенскер нимĕнле сиен те туман, эсĕр ăна пĕлместĕр те.

Пĕлекен çын пирки элек сарниирсĕрлĕх!!!

Пĕлмен çын пирки ЭЛЕК САРНИ — çич-сакăр хут ирсĕрлĕх!!!

Кĕскен калас-тăк, намăса пĕлес пулать!!!
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.07 09:45
Agabazar текенскерне ҫапла каламха. Атилӑ ҫырни элек мар пулсан, фактсем илсе кӑтарт. Форума илсе кил чӑвашла поплекен ачусене, мӑнуксене. Хотя бы Мехел конкурсра юрлакансене кӑтарт.
Agabazar // 2328.38.7249
2015.07.07 17:21
Agabazar
Миккуль хоспочын,
эсĕр айăпсăрлăх презумпцийĕ çинчен илтнĕ-и?

Хÿтĕленекенĕн мар, айăплаканнин фактăсем илсе кăтартас пулать.

Никамăн та хăй тĕве мар иккенне иртен-çÿрен кашни йĕксĕк умĕнче ĕнентерсе тăма кирлĕ мар. Паллах, йĕксĕк марри умĕнче те унашкал ĕнентерсе тăмалла мар. Анчах ыйтăва çавăн еннелле çавăракан çын хăех йĕксĕклĕх еннелле сулăнать. Ку унăн суйлавĕ.
Agabazar // 2328.38.7249
2015.07.07 17:26
Agabazar
Миккуль: " Форума илсе кил чӑвашла поплекен ачусене, мӑнуксене. Хотя бы Мехел конкурсра юрлакансене кӑтарт."

Кам эсĕр? Суд ятарласа янă пристав-им? Анчах та приставăн та унашкал хушу пулма пултараймасть. Судпа та айăпламан мана. Эппин, эсĕр бандит пуль?


Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем