Урамсен чӑваш ячӗсем питӗ илемлӗ. Вӗсене тишкеретӗн те чӑвашсем мӗнле кӑна ят паман-ши тесе тӗлӗнетӗн. Шел те, хальхи вӑхӑтра хӑлӑх ӑсӗ мӑкарах пулас. Вӗсен фантази ҫитмест. Юрӗ, тейӗпӗр, Совет саманинче ҫӳлтен хушнӑ та чылай ялта Совет, Комсомол, Ленин тата ытти ҫавнашкал урамсем купипех шӑтса тулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унашкалли ҫук, анчах ҫавах питӗ хавшак: ӑҫта ан пӑх — Садовая, ӑҫта ан пӑх — Южная та Лесная, Парковая та Луговая... Молодежная е Новая текеннисем пирки калаҫу та ҫук.
Лапсар ялӗнчи урам ячӗсем пулман пулас.
(Геннадий Исаев художник ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ май)
(«Чӑваш философийӗ. Чӑваш чунӗн философийӗ» кӗнекерен)
Г.И. Исаев (1925, раштав, 28 – 2007, чӳк, 15) философ пулнине туякансем, сӗмленекенсем, палӑртасшӑн ӑнтӑлакансем пулнӑ. Чӑваш ӳнер музейӗнче сӑрӑҫӑн куравне уҫнӑ чух (2005, раштав, 28) Александр Егоров Г.И. Исаева: «Вы великий философ», – терӗ. «Нашедший Будду» ятлӑ тӗрленчӗк пичетлерӗ (Ведомости Чувашской Республики, № 2 (98), 10–16 января 2006, с.
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.
Валерий Николаевич Яковлев чи чалтанах халӑхӑмӑр ҫинчен шухӑшлать пулӗ! Унӑн «Нарспи», «Кушар», «Кай-кай Ивана» спектакльсене ХХII-мӗш ӗмӗрте те ҫӑпатасемпех вылямалла пултӑр-ҫке!!!
Ку спектакльсене выляма пирӗн шӑпах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пур мар-и? Ак хайхи, В.Н. Яковлев, Ю.М. Владимиров тата Н.А. Сергеева режиссер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне ӗҫлеме уттарӗҫ!
(выдержки из дневника)
Обнаружил в папке несколько записей, конечно, в связи с публикацией Ю.В.Яковлева на «Чувашском народном сайте» статьи против меня. Об отрывке недавнем, от 5 января 2020 года, забыл вовсе, но напомнил он, Юра. Записал в дневнике ответы на каждые выкрики и измышления. Не стал распространяться на нездоровые пассажи. У нас, среди чуваш, и так много грязи, ненависти и зависти. На этот раз приведу слова, скопившиеся в последние дни в старческой душе.
Редакцирен: Ку статьяна автор «ӑ», «ӗ», «ҫ», «ӳ» саспаллисемсӗр ярса пачӗ. Эпир вӗсене ҫеҫ юсаса тухрӑмӑр (хӑш-пӗр вырӑнта куҫа лекменни те пулма пултарать, тӳрех каҫару ыйтатпӑр). Стилистикине вара йӑлт авторӑнне хӑвартӑмӑр. Сӑмах май аса илтеретпӗр, ку — Тимӗр Акташӑн, пирӗн сайтра вырнаҫнисенчен, пӗрремӗш чӑвашла ҫырнӑ статья мар. Вӑл унччен те чӑвашла ҫырса парсаччӗ. Калаҫма та Тимӗр Акташ журналист чӑвашла йӗркеллех калаҫать. Пирӗнешкел, ачаранах чӑвашла ӳснисемпе танлаштарма ҫук-ха ӗнтӗ, анчах кунта чи пахи — вӑл чӑн та чӑвашла калаҫма тӑрӑшнинче, чӑваш чӗлхи мана кирлех мар тесе тӑманнинче (унашкал темиҫе ҫын пур: хӑйсем чӑвашлӑха тӗпчеҫҫӗ, чӑвашлӑхпа пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ, анчах чӑвашла ниепле те вӗренесшӗн мар; Акташ вӗсен йышне, тем тесен те, кӗмест).
Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.
Ирхине 5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен Наци Телевиденийӗпе чӑваш чӗлхиллӗ передачӑсем ҫеҫ пулччӑр! Рекламӑсем вырӑсла пулччӑр.
Чӑвашсем ура ҫинче. Ҫак вӑхӑтра вӗсен чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсене пӑхасчӗ! Чӑваш чӗлхине пӗлмен ҫынсем ку вӑхӑтра ҫывӑраҫҫӗ ҫавах! Ҫывӑрмасан та, асту, чӑваш наци телевиденийӗн передачисене пӑхаҫҫӗ пуль!
Эпир — Чӑваш республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, яланах Шупашкар хулине, ӑна хисеплесе, «Шупашкар» — тетпӗр. Пирӗн патри чӑвашсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне ҫак шӗкӗр хула ҫинчен «Чебоксары» — тесе каланине илтмен. Ытти халӑхсен ҫыннисемпе калаҫнӑ чухне ҫеҫ «Чебоксары» — тетпӗр. Ма «Шупашкар» — тетпӗр-ха? Мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн — Чӑваш республикин шӗкӗр хули. Пирӗн уйпа, ҫак хулара чӑваш чӗлхи янраса тӑмалла пек, унти тӳре-шарасем те, пуҫлӑхсем те, ахаль ҫынсем те пурте пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫмалла пек.
Кӑҫалхи ҫул чӑвашсемшӗн типӗ кӑсӑклӑ иртсе пырать. Мӗн кӑна пулса иртмерӗ пулӗ хӑлӑхӑмӑр пурнӑҫӗнче. Пӗрре — кӑшӑлвирус алхасать, ӗҫлеме памасть. Тепре — пӗр Элтепере ҫухатса тепӗрне тупрӑмӑр... Виҫҫӗмӗшӗ вара, чӑваш культуринче кӑҫал самай тарӑн йӗр хӑварнӑскер — Чӑваш тӗрӗ кунӗ! Пуҫласа уявлатпӑр. Олег Алексеевич Элтепер пуканне йышӑннӑранпа тунӑ чи палӑрмалла утӑмсенчен пӗри тесен те йӑнӑшмӑпӑр пулӗ (ҫулталӑка пӗтӗмлетсе чылайӑшӗ ӑна палӑртӗҫех ӗнтӗ!).
Чӑн та аван япала!
В Чувашии сейчас, как и прежде, остро стоят вопросы образования, языков, культуры. Недавно мы напечатали статьи Виталия Станьяла «Быть или не быть», Елены Енькки «Почему чуваш не чуваш» и письмо Станислава Убасси к руководителям республики и лично к министру образования А.Л. Салаевой. Ответа на них не последовало. Корреспондент нашего сайта снова задал несколько вопросов председателю Совета чувашских старейшин Виталию Станьялу, и его замечания мы адресуем вниманию Администрации главы Чувашской Республики.
(Охатер Томеев ҫуралнӑранпа 320 ҫул ҫитнине асӑнса)
Халӑха нихӑҫан та вӑйпа хистемелле мар, ӑна вӑл е ку ҫӗнӗлӗхе йышӑнма, малалла талпӑнма хӑнӑхтармалла, ӳкӗте кӗртме пӗлмелле. 18 ӗмӗрте те чӑваша хистекенсене хирӗҫлекенсем, халӑхӑмӑра чунран-чӗререн юратакансем, тӑван чӗлхемӗре хӳтӗлекенсем, унпа усӑ курса ӳкӗтлекенсем тупӑннӑ. Ун йышшисенчен чи малтанхи Охатер Томеев (вӑл 1700 ҫул тӗлнелле хальхи Чӑваш Республикин Шупашкар районне кӗрекен Питтукасси ялӗнче ҫуралнӑ) пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |