Пӗлтӗрхи 5 уйӑхрипе танлаштарсан кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Чӑваш Енре ӗҫри инкексен шучӗ 1,12 хут чакнӑ.
Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче хыпарланине ӗненсен, производствӑра суранланассине чакарас енӗпе юлашки 8 ҫулта туса ирттернӗ профилактика мери хӑйӗн ҫимӗҫне кӳрет. Апла пулин те ӗҫ сыхлавӗпе ҫителӗксӗр ӗҫлекен предприяти-организацисем те ҫук мар. Инкексем ытларах чухне строительство е ял хуҫалӑхӗ евӗр отрасльсенче пулса иртеҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче производствӑра 6 инкек пулса иртнӗ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ йывӑррисен шутне кӗрет. Пӗринче вара харӑсах икӗ ҫын (пӗри — йывӑр, тепри — ҫӑмӑл) суранланнӑ.
Чӑваш Енре шалу вӑхӑта тӳлемен предприятисем ҫав-ҫавах пур-ха. Республикӑн Ӗҫ инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне республикӑри 23 организацире 1 пин те 279 ҫын умӗнче ӗҫ укҫи парӑмӗ 45,45 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кӑсалхи кӑлач пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан парӑм виҫи 5,78 миллион тенкӗ чакнӑ-ха.
Шалу вӑхӑтра илеймен пирки республикӑн Ӗҫ инспекцийӗнчен ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 234 ҫын пулӑшу ыйтма ҫитнӗ.
Ӗс укҫин парӑмне ведомствӑсем хушшинчи республикӑри ларура тишкернӗ. Унта «АЗНХ» конкурс управляющийӗ, «СУОР» ДСК тата ытти хӑш-пӗр предприяти пуҫлӑхӗ парӑма татас енӗпе мӗн туса ирттерни пирки тухса калаҫнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем республикӑн муниципалитечӗсене икшер пуҫлӑх ертсе пынине хирӗҫ. Аса илтерер: маларах район-хулара халӑх итлевӗсем йӗркелерӗҫ. Унта «Чӑваш Республикинчи муниципалитетсен тӳрӗ суйлавӗ: «килӗшетӗп» тата «хирӗҫ» ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ канаш председателӗ Наталия Партасова сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансен пысӑк пайӗ муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене халӑхпа суйламалла тата районсемпе хула администрацийӗсенче пӗр пуҫлӑх та ҫитет тесе шухӑшлать. Халӗ администраци пуҫлӑхӗ (ӑна сити-менеджер теҫҫӗ) тата район-хула пуҫлӑхӗ (вӑл Депутатсен пухӑвӗн пуҫлӑхӗ тата район е хулан пуҫлӑхӗ шутланать) пур.
Ыйтӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗнче ҫу уйӑхӗнче сӳтсе явӗҫ.
Паян республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Ларура ведомствӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ.
«Ковида пула пӗлтӗр эпир 877 ҫынна ҫухатрӑмӑр. Вӗсенчен ытларахӑшӗ тӗрлӗ чир-чӗрпе чирлекенсем пулнӑ. Вилнисенчен ун пеккисем — 90 процент таран. Ҫав шутра аслӑ ҫулхисем — 80 процент ытла», – тенӗ сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов.
Ҫав вӑхӑтрах онкологи чирӗсенчен вилекенсен йышӗ чакнӑ.
Тухтӑрсем ҫитменни пирки те каланӑ. Пирӗн республикӑра педиатрсем, пӗтӗмӗшле практика врачӗсем, анестезиологсем тата хирургсем ҫитмеҫҫӗ.
Кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта пушар пулнӑранпа 60 ҫул ҫитет. Ҫавна май инкек пулнӑ вырӑнта часавай уҫасшӑн. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Аслӑ экономика ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ пушарта 110 ҫын вилнӗ: 106 ача тата 4 аслӑ ҫын. Ҫав кун физика вӗрентекенӗпе икӗ ача кинофильм кӑтартма хатӗрленнӗ. Вӗсен айӑпне пула шкул ҫунма тытӑннӑ. Аслӑраххисем, вӑйлӑраххисем ҫеҫ урама тухса ӗлкӗрнӗ.
Вилнисене тепӗр кун тӑванла масар ҫинче пытарнӑ. Унта чи ҫывӑх ҫыннисене ҫеҫ кӗртнӗ. 1994 ҫулта пушар вырӑнӗнче палӑк лартнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Улатӑрта республикӑра вырӑнти хӑйтытӑмлӑха ҫӗнӗлле йӗркелес ыйтӑва сӳтсе явма пухӑнӗҫ. Халӑх итлевне хула администрацийӗн пысӑк залӗнче ирттерме йышӑннӑ.
Улатӑрсем хыҫҫӑн итлеве ытти муниципалитетра та йӗркелеме палӑртнӑ. Пухусене икӗ эрнере ирттерсе пӗтермелле.
Кунта сӑмах муниципалитет пӗрлешӗвӗн тата муниципалитет пӗрлешӗвӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗр ҫын пурнӑҫласси пирки пырать. Тата уҫӑмлӑрах ӑнлантарсан, хальхи вӑхӑтра районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем (вӗсене сити-менеджер та тетпӗр) тата районсемпе хуласен — Депутатсен пухӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пур. Икӗ ҫын вырӑнне пӗрне ҫеҫ хӑварасшӑн тата вӗсене халӑхпа суйласшӑн.
Асӑннӑ ыйтӑва пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑн Общество палатинчи «ҫавра сӗтелте» тишкернӗ. Унтисем халӑхпа сӳтсе явсан тӗрӗс тесе йышӑннӑ. Ку шухӑшах республика Элтеперӗ Олег Николаев та палӑртнӑччӗ.
Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, «Ҫулҫӳревҫӗсен юхӑмӗ» пӗрлешӳ Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗл пулу ирттерӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ. Пухӑвӑн теми — «Ҫӗнӗ ҫула эпӗ ӑҫта кӗтсе илни».
Ҫамрӑк та хастар Денис Башмаков нумаях пулмасть Турцирен таврӑннӑ. Вӑл унта Ҫӗнӗ ҫула епле кӗтсе илни, асӑннӑ ҫӗршывӑн культурипе йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартӗ. Денис Осипов, Ольга Михайлова Кӑнтӑр Урал тӑрӑхӗнчи «Таганай» наци паркӗнче пулнӑ.
Виктор Чугаров режиссер кӑсӑклӑ видеофильм кӑтартӗ. Чӑваш Енри велосипед юхӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Платонов Индирен салам ҫитерӗ.
Чӑваш Енре чухӑнлӑх шайне чакарасшӑн. Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче регионӑн 2030 ҫулччен пурӑнма кирлӗ виҫерен пӗчӗкрех тупӑшлӑ йыша чакармалли программипе паллаштарнӑ. Ку ыйтупа ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова сӑмах илнӗ.
Ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2030 ҫул тӗлне ҫӗршыври чухӑнлӑх шайне 2017 ҫулхипе танлаштарсан икӗ хут чакармалла. Чӑваш Енре ҫак шай 2017 ҫулта 18,2% пулнӑ.
Пулӑшу мелӗсенчен пӗри — социаллӑ контракт. Ҫапла майпа хӑйсен ӗҫне пуҫарма, килти хушма хуҫалӑха аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Ача-пӑчаллӑ, сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи кашни ҫын пуҫне вӑтамран тивекен виҫе халех 3,1 пин ытла тенкӗ ӳснӗ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ Ҫӗмӗрле районӗнче тата Шупашкарта иртӗ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ.
Юлашки темиҫе ҫулта ку уява республикӑн тӗп хулинче кӑна мар, пӗр-пӗр муницпалитетра та ирттереҫҫӗ. Республика кунне халалласа Шупашкарти экономика форумӗ, «Чикӗсӗр ӗҫтешлӗх» форум, фейерверксен «Асамат» фестивалӗ тата ытти те пулӗ. Социаллӑ объектсене те ҫавӑн пек уяв тӗлӗнче уҫма кӑмӑллаҫҫӗ.
Мероприятисем епле форматпа иртесси пирки хальлӗхе татса калама хӗн. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов ҫавӑ кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑруран килӗ.
Раштав уйӑхнче пирӗн республикӑна кӑшӑлвирусран вакцина кӳрсе килӗҫ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче вӑл ковид статистикипе паллаштарнӑ. Кӑшӑлвируса пула 306 ҫын вилнӗ. Сывлӑх сыхлав министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх,кӑшӑлвирусран 1012 доза вакцина килмелле. Прививкӑна чи малтанах врачсемпе вӗрентекенсене тата тӗрлӗ чир-чӗрпе чирлекенсене (вӗсем пирки хӑрушлӑх ушкӑнӗнчисем теҫҫӗ) тӑвӗҫ. Владимир Степанов ӗнентренӗ тӑрӑх, никама та ирӗксӗрлемӗҫ. Прививка умӗн тухтӑр пӑхӗ, вӑлах вакцинацилеме ирӗк парӗ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн прививка тума мӗнпур ҫын черете ҫырӑнайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |