Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ пысӑк концерт хатӗрлет. Куракансем ӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче хаклама пултарӗҫ.
Ӑна валли вӑл республика Элтеперӗн укҫипе (халь сак сӑмаха грант теме юратаҫҫӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) усӑ курӗ. Пурӗ 5 милллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Ҫӗнӗ программӑна «Ҫул хыҫҫӑн — ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» ят панӑ. Ӑна пултарулӑх ушкӑнне йӗркеленнӗренпе пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ.
Ҫӗнӗ программӑпа Мускав патшалӑх культура институчӗн педагогӗ, сценарист тата режиссер Анна Ангарова ӗҫлӗ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн ашшӗ Александр Ангаров чӑваш халӑх ташшине аталантарассипе нумай тӑрӑшнӑ иккен, патшалӑх ансамблӗнче тӗп балетмейстерта 30 ҫул ӗҫленӗ.
Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан тата тепӗр темиҫе ҫынна тава тивӗҫлӗ ятсем панӑ.
Элӗк районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗнчи халӑх театрӗн режиссёрне Инна Афанасьевӑна тата Шупашкарти ача-пӑча ӳнерӗн 1-мӗш шкулӗн преподавательне Ольга Рудаковӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Элӗкри халӑх театрӗ пирки темиҫе сӑмахпа та пулин тӗплӗнрех пӗлтерес килет. Асӑннӑ театра В.И. Волков ятлӑ ҫын 1934 ҫулта пуҫарса янӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ атистсем 1968 ҫулта А. Эсхел ӗҫӗ тӑрӑх «Виҫӗ туй» спектакль лартнӑ. Ҫав ҫулах коллектива халӑх ятне панӑ.
2007 ҫултанпа коллектива Инна Афанасьева ертсе пырать. Инна Витальевна Хусанти культура институтӗнче вӗреннӗ.
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль вӑхӑтӗнче чӑваш фильмӗсене кӑтартӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче 18 сехет те 50 минутра Елена Еделеева режиссёрӑн «Мальчик из Шоршел» фильмне, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 16 сехетре «Волжский» кинотеатрта тата ҫу уйӑхӗн 30-мӗшенче 15 сехетре Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Александр Осипов режиссёрӑн «Праведник» фильмне, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 17 сехет те 15 минутра «Волжский» кинотеатрта Алексей Ивановӑн «Мёртвый рассвет» фильмне кӑтартӗҫ.
Чӑваш киновӗн кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, сӑмахран, Ҫамӑксен театрӗнче 17 сехетре Станислав Одров режиссёрӑн «У мечты нет возраста», 17 сехет те 40 минутра Сергей Щербаков режиссерӑн «Слеза ангела», 18 сехет те 20 минутра Ольги Палан режиссёрӑн «Посреди мира» / «Уй варринче», Сергей Щербаков режиссёрӑн «Вубар», 19 сехете те 30 минутра Николай Яковлевӑн «Один из нас»/ «Пиртен Пӗри» фильмӗсене кӑтартӗҫ.
Кинофестиваль программипе https://kino-cap.ru сайра тӗплӗнрех паллашма пулать.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Питӗрти тележурналистпа, режиссёр-документалистпа Валерий Татаровпа тӗл пулу иртнӗ. Унта Коопераци институтӗнче тата Чӑваш патшалӑх педагогика унверситетӗнче, Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче, Шупашкарти 2-мӗш гимназире вӗренекен ҫамрӑксем, чиркӳ ҫыннисем пуҫтарӑннӑ.
Валерий Татаров чунне уҫса нумай каласа кӑтартнӑ май этем хӑй ӗмӗрӗнче нумай чӑрмавпа тӗрӗслев витӗр тухни пирки палӑртса хӑварнӑ. Йӑнӑшать те вӑл, хӑйӗн ҫулне шырать.
Паллӑ режиссёр каласа кӑтартнине итленӗ май ҫамрӑксем шухӑша кайнӑ, пурнӑҫ пирки тарӑнрах шухӑшласа илнӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Уйрӑлу каҫӗ» спектакль-мюзикл кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе театрӑн сцени ҫине пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пуҫласа кӑларнӑ.
Спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Вера Панова драматургӑн «Проводы белых ночей» пьеси тӑрӑх лартнӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «режиссер пьесӑна хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн ҫӗнетнӗ. Спектакле чӑваш халӑхӗ юратакан паллӑ юрӑсемпе тата кӗвӗсемпе илемлетнӗ».
«Уйрӑлу каҫӗ» спектакльти тӗп рольсенче ҫамрӑк артистсем: Светлана Лукиянова, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Евгений Урдюков, Григорий Петров тата Екатерина Спиридонова.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паян, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче К.В. ячӗллӗ Чӑваш паталӑх академи драма театрӗн 105 ҫулхине халалласа «Вся жизнь – театру!» (чӑв. Пӗтӗм пурнӑҫ — театра) театр тӗпелӗ иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче культура учрежденийӗ 105 ҫул тултарчӗ. Театр чӑн-чӑн пысӑк ӑстана ҫаврӑннӑ артистсемпе мӑнаҫланма пултарать. Вӗсен йышӗнче — СССР халӑх артисчӗсем Алексей Ургалкин, Борис Алексеев, Вера Кузьмина, Валерий Яковлев; Раҫҫей халӑх артисчӗсем Нина Григорьева, Николай Григорьев, Нина Яковлева; Раҫҫей тава ивӗслӗ артисчӗсем Виктор Родионов, Ефим Никитин, Николай Степанов, Геннадий Терентьев, Иван Иванов, Валентина Трифонова, Любовь Федорова, Геннадий Большаков; чӑваш халӑх артисчӗсем Елена Шорникова, Валериан Лебедев, Николай Охотников, Валентина Иванова, Валентина Ситова, Вячеслав Александров.
Ҫав ҫулсенче тӗп режиссёр пулса И. С. Максимов-Кошкинский, П. Н. Осипов, К. И. Иванов, Л. Н. Родионов ӗҫленӗ. Паян ҫак ӗҫре В.Н. Яковлев тӑрӑшать.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Наталья Ахмеда «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Наталья Ахмед 1982 ҫулта Иркутск облаҫӗнчи Плишкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ. 2003 ҫулта ӑна, студент чухнех, Ҫамрӑксен театрӗн труппине илнӗ. Тепӗр икӗ ҫултан хӗр «Драма театрӗпе киновӗн актёрӗ» специальноҫа алла илнине ҫирӗплетекен дипломлӑ пулса тӑнӑ.
Юлашки ҫулсенче вӑл режиссёр ассистенчӗ пулса та ӗҫленӗ, интерактивлӑ спектакльсен режиссёрӗ те.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, паллӑ режиссёр-документалиста, поэта, драматурга, прозаика, куҫаруҫӑна, ӑста тележурналиста Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнине ӗнентерекен удостоверени панӑ.
Аса илтерер: ӗнер Марина Карягина Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Галина Евтушенко кинорежиссёрӗн, продюсерӑн тата сценаристӑн, искусствоведени кандидачӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине хутшӑннӑ.
Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнӗ ятпа Марина Карягинӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви те саламлать. Ун пек хыпара ведомствӑн сайтӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ режиссёр-документалиста тата сценариста Раҫҫей кинематографисчӗсен союзне илнӗ.
Тӳрех палӑртар: асӑннӑ пӗрлешӗве унччен пирӗн республикӑра пурӑнакан пӗр ҫынна ҫеҫ илнӗ. Вӑл — Игорь Дадиани модельер, илемлӗ фильмсен художник-постановщикӗ. Марина Карягина — сумлӑ йышри иккӗмӗш ҫын.
«Пӗлтӗр мана Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан режиссёрсем Союза кӗме сӗну пачӗҫ. Сумлӑ комисси эпӗ ӳкернӗ фильмсене пӑхса хак панӑ, вӗсем тӗнче шайӗнчи (е халӑхсем хушшинчи) мӗнле теле- тата кинофестивальсемпе конкурссенче ҫӗнтернине тишкернӗ, пӗрремӗш каналри документлӑ кино дирекцийӗн тӗп режиссёрӗ, «ЛАВР», «ТЭФИ», «НИКА», «Золотой Орел» йышши наци премийӗсен лауреачӗ Наталья Гугуева тата тӗнчери нумай кинофестиваль ҫӗнтерӳҫи Александр Куприн рекомендацийӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн мана Пӗрлӗхе йышӑнни ҫинчен пӗлтерсе саламларӗҫ», — хыпарланӑ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Эпир те хамӑр енчен Марина Карягинӑна ӑшшӑн саламлатпӑр!
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Юхма Мишши ҫыравҫӑн тата тепӗр хайлавӗ тӑрӑх спектакль хатӗрлеме пуҫланӑ. Ҫавна май иртнӗ эрне вӗҫӗнче республикӑна Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ Наци драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, паллӑ режиссёр Борис Манджиев килсе ҫитнӗ. Унччен вӑл чӑваш театрӗнче Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулӗ» романӗ тӑрӑх спектакль лартнӑ.
Ҫамрӑксен театрӗнче хальхинче «Шурҫамка» повеҫе суйласа илнӗ. Ӑна куракан патне епле илсе ҫитернине спектакле сцена ҫине кӑларсан пирӗнтен кашниех хаклама пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Рябчиков Владимир Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машин тӑваканӗ ҫуралнӑ | ||
| Мустаев Олег Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |