Ҫӗрпӳре пурӑнакан ҫемьере виҫӗреш ҫуралнӑ. Вӗсем пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Порфирьевсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ.
Хальччен ачасем Президент пепкелӗх центрӗнче пулнӑ. Халӗ вӗсем вӑй илнӗ ӗнтӗ. Пӗчӗкскерсене киле паян кӑларнӑ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов хӑй те пулнӑ. Вӑл Надежда Нкиолаевнӑпа Петр Николаевича саламланӑ.
Порфирьевсен халӗ – 7 ача. Пурте – хӗрачасем.
Канаш хулин тӗп архитекторӗ пулнӑ Денис Церфус ҫӗнӗ ӗҫре вӑй хума тытӑнӗ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Управлений пуҫлӑхӗн вакансийӗ хальлӗхе пушӑ. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗнче управлени ертӳҫин ҫумӗнче Сергей Стройков ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл 2007-2012 ҫулсенче хулан архитекторӗ пулнӑ.
Каласа хӑварар: Денис Церфус 2022-2024 ҫулсенче Канаш хулин тӗп архитекторӗ пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян икӗ министра награда панӑ.
Министрсен Кабинечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздрякова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена панӑ. Вӑл ку должноҫре 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен ӗҫлет.
ЧР культура министрне Светлана Каликовӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне панӑ. Вӑл культура министрӗнче 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫлет.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ юсаса ҫӗнетнӗ аэропорта уҫнӑ. Республика тӗп хулине вӑл хӑй килмен-ха, анчах пӗлтерӗшлӗ ҫак пулӑма вӑл видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑннӑ.
Аэропорта уҫма ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Роман Старовойт тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтри терминала уҫни республикӑшӑн питех те пӗлтерӗшлӗ. Туристсем те республикӑна хаклама вокзалсенчен пуҫлаҫҫӗ.
Уҫӑлнӑ ҫӗнӗ терминал — вӗҫсе каякан пассажирсем валли. Самолётпа республикӑна килекен пассажирсем валли те зала юсаса ҫӗнетӗҫ. Ку вӑл строительствӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ пулӗ. 2025 ҫулта перрона тата руль ҫулне юсамалла.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ене Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Роман Старовойт килнӗ. Республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа вӑл республикӑра транспорт тытӑмне лайӑхлатас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Республика ертӳҫи Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «М-7» ҫулӑн Явӑшран пуҫласа Кӳкеҫ патне ҫитичченхи участокне юсаса ҫӗнетес ыйту тӗп темӑсенчен пӗри пулнӑ. Проектпа смета документацине Раҫҫейӗн Тӗп патшалӑх экспертизи ырланӑ. Олег Николаев проекта 2030 ҫулчченхи ултӑ ҫулчченхи плана кӗртессе шанать.
Федераци министрӗпе «Шупашкар – Сурски» ҫула сарас ыйӑва та сӳтсе явнӑ.
Тепӗр ыйту «М-12» ҫула тунӑ чухне усӑ курна ҫулсене юсаса ҫӗнетесси пулнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ачана министр гитара парнеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ӗмӗтри ёлка» акци ҫӗршывӗпех иртет. Унта усламҫӑсем, тӳре-шара, ырӑ кӑмӑллӑ ытти ҫын хутшӑнать.
Чӑваш Енӗг ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова
Шупашкарти Кондратьевсен ҫемйинчи ачана савӑнтарнӑ. 12 ҫулти Дарья музыкант пулма ӗмӗтленет иккен. Вӑл гитара пирки ӗмӗтленнӗ, министр ӑна ҫак музыка инструментне туянса панӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Ломоносов урамӗнчи 8А ҫуртран пуҫласа Котовсий урамӗнчи 41-мӗш ҫурт патне ҫитиччен ҫутӑ пулман. Кун пирки вырӑнтисем тӗнче тетелӗнче хыпарланӑ. Ҫакна прокуратура асӑрханӑ та тӗрӗслев ирттернӗ.
Йӗркене пӑснине палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ муниципалитет органне асархаттару хучӗ ҫырса панӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн урама ҫутӑпа тивӗҫтернӗ.
Ку эрнерен Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев отпускра пулӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, вӑл отпуска яланхи пекех Раҫҫейре ирттерӗ. Ҫапах вӑл республикӑри пулӑмсене сӑнасах тӑрассине, ҫыхӑнурах пулассине пӗлтернӗ.
Олег Николаев юлашки хутчен отпускра пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче пулнӑ.
Николай Федоров сенаторӑн, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн, «Контактра» халӑх тетелӗнче страница пур. Анчах ӑна хӑй сенатор тытса пымасть иккен. Ӑна кам уҫнине, постсене кам лартса пынине Николай Васильевич хӑй те пӗлмест. Кун пирки вӑл «Правда ПФО» интернет-хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.
Сенатор Роскомнадзор урлӑ страницӑна блокировка тума палӑртман. Страница ӑна нимле сиен те кӳмест-мӗн.
«Ҫак интервью хыҫҫӑн ятсӑр автор туйӑнать, манпа тӗл пулма кӑмӑл тӑвать пулсан ӑна чейпе хӑналӑп, чунран «Тавах» тейӗп», – тенӗ Николай Федоров.
ЧР Цифра министрӗн виҫҫӗмӗш ҫум тупӑннӑ. Ку пукана Игорь Спиридонов йышӑннӑ.
Игорь Михайлович – 35 ҫулта, вӑл МФЦра ӗҫленӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен директор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, унтан директорӑн филиалсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.
Палӑртмалла: халӗ ЧР цифра министрӗн Михаил Степановӑн виҫӗ ҫум: Екатерина Грабко, Алексей Гурьянов тата Игорь Спиридонов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |