Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Китая ҫул тытӗ. Унта вӑл ӗҫпе кайӗ.
Чӑваш Ен делегацийӗ Китайра тӑватӑ кун пулӗ: чӳк уйӑӗн 6-9-мӗшӗсенче. Вӗсем Цзянси провинцири Нанчань хулинче иртекен «Волга–Янцзы» форматлӑ канашӑн лаӑвне хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Ен делегацине Олег Николаевсӑр пуҫне тата кам кӗрессине асӑнман.
Паянтан Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацине Владимир Михайлов ертсе пырать. Вӑл унччен Тӑвай муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
36 ҫулти Владимир Михайлов кӑҫал авӑн уйӑхӗн варринчен Тӑвай округӗнчен должноҫрен кайнӑ. Вӑл ку муниципалитета 2020 ҫултанпа ертсе пынӑ. Унтан кайсан Шупашкар округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗремӗш ҫумне Алексей Лукшина ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Вӗренӳ министрӗн Дмитрий Захаровӑн паянхи кун икӗ заместитель тӑрса юлнӑ. Вӗсем – Надежда Никандрова тата Марина Лежнина.
Алексей Лукшин министерствӑри ҫав пукана шӑп та лӑп виҫӗ ҫул йышӑннӑ. Министр ҫумӗн тилхепине ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тыттарнӑ. Унччен вӑл Шупашкарти 45-мӗш шкул директорӗнче ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче пӗрер пуҫлӑх юлӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ҫавӑн пек пулнӑччӗ-ха. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн администраци пуҫлӑхӗсем (вӗсене тепӗр майлӑ сити-менеджер та теме тытӑнчӗҫ) пулса тӑчӗҫ тата Депутатсен пухӑвӗсен председателӗсене муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем тесе тире урлӑ ҫырма тытӑнчӗҫ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта малашне пӗр пуҫлӑхлӑ меслет ҫине куҫӗҫ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн ларӑвӗнче хула мэрӗ Евгений Кадышев администраци пуҫлӑхне Денис Спирина ӗҫрен кӑларнӑ. Кайран хӑй те ӗҫрен кайнӑ.
Ку - хут ҫинче тума кирлӗ ӗҫ кӑна. Мӗншӗн тесен муниципалитет реформипе килӗшӳллӗн икӗ пуҫлӑх должноҫне пӗрлештерӗҫ. Унччен вара сити-менеджер тивӗҫӗсене администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Чепрасова пурнӑҫлӗ.
Кайран конкурс ирттерсе Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлӗҫ. Вӑл унччен сити-менеджер пурнӑҫланӑ ӗҫсенех тӑвӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Денис Спиринӑн тӳлевсӗр ӗҫлекен канашҫӑсем пулӗҫ. Хальлӗхе унӑн – пӗр канашҫӑ. Вӑл – ҫамрӑксемпе ӗҫлекен Кирилл Мухин, унччен спецназ пулнӑскер.
Йышӑну проектӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, канашҫӑсем сити-менеджер хушӑвӗпе тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ, должноҫсене йышӑнаймӗҫ. Вӗсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт ӗҫленине кура палӑртаҫҫӗ, хӑйсем заявлени ҫырсан тивӗҫе пурнӑҫлама шанаҫҫӗ.
Шупашкарта республикӑн сывлӑх схылав отралсьне кадрсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явма тӗрлӗ шайри тӳре-шара, пульницӑсен тӗп тухтӑрӗсем тата ыттисем пухӑннӑ.
«Медицинские кадры – стратегический ресурс республики» (чӑв. Медицина кадрӗсем — республикӑн стратегилле хӑвачӗ) стратеги сессийӗнче тухтӑрсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ фельшерпа акушер пункчӗсем тӑваҫҫӗ, амбулаторисемпе клиникӑсене юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Анчах тухтӑр ҫук ҫуртӑн усси ҫук.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пухӑннисем умӗнче ҫапларах тӗллев лартнӑ: ялта ФАП туса пӗтрнӗ ҫӗре унта квалификациллӗ пулӑшу пама пултаракан ухтӑрсем пулмалла.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари службин пуҫлӑхӗн ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ должноҫра Николай Харитонов тӑрӑшнӑ. Асӑннӑ пукана вӑл 2014 ҫулта йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх ветеринари службин пуҫлӑхӗн Александр Шакинӑн паянхи кну тӗлне пӗр заместитель тӑрса юлнӑ. Вӑл ҫын – Дмитрий Моисеев.
Паян Шӑмаршӑ муниципаллӑ округӗн депутачӗсем черетлӗ мар пухӑва пухӑнӗҫ. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Чамеев ӗҫрен хайӗн ирӗкӗпе кайма заявлени ҫырнӑ. Пухура шӑпах ӑна пӑхса тухӗҫ.
Александр Чамеев ку должноҫре 2020 ҫулхи кӗркунне ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Дмитрий Пулатова шанчӑкран тухнӑ тесе должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма палӑртнӑ.
«Хыпар» издательство ҫуртне ертсе пынӑ Татьяна Вашуркина ӗҫрен кайнӑ. Асӑннӑ медиахолдингра директор — тӗп редактор пулса тӑрӑшнӑ Татьяна Вашуркинӑна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
«Хыпар» издательство ҫуртне Татьяна Вашуркина 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе ертсе пынӑччӗ. Унччен вӑл «Шупашкар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) «Тӑван Ен» хаҫатра редакторта ӗҫленӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |