Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӳре-шара

Политика
smartik.ru сӑнӳкерчӗкӗ
smartik.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйлама республика шайӗнче конкурс комиссийӗ ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ӗҫрен хӑй кӑмӑлӗпе кайнӑ хыҫҫӑн яваплӑ вырӑн пушанса юлнӑччӗ.

Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене ҫавӑн пек мелпе суйлас йӗрке ҫӗнӗлӗх мар, вӑл унччен те ҫапла майпа пулса пынӑ. Республикӑри конкурс комиссийӗ суйласа илнӗ кандидатурӑна кайран вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухаҫҫӗ.

Республикӑри конкурс комиссине Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Виктор Горбунов, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн консультанчӗ Петр Ларионов тата Чӑваш респрофкомӗн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ.

 

Вӗренӳ
t.me/minobr21 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/minobr21 сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Кадет корпусне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Николай Жуков.

Асӑннӑ ҫын унччен республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче, Шупашкарти 56-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ.

Николай Жукова кадет корпусне ертсе пыма паян, нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, шаннӑ.

Аса илтерер: вӗренӳ учрежденийӗнчи ҫемҫе пукан Наталья Тимофеева должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Тимофеева директор пулса 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе тӑрӑшнӑ. Республикӑн Вӗренӳ министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, Тимофеева ӗҫрен кайма иртнӗ ҫулхи октябрь уйӑхӗнчех шухӑшланӑ, анчах ҫӳлтисем ыйтнипе финанс ҫулӗ вӗҫлениччен тӑхтама килӗшнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче ӗҫленӗ арҫын муниципалитет ҫӗрӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ. Халӗ ҫав этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2015–2016 ҫулсенче ял тӑрӑхӗн харпӑрлӑхӗнчи икӗ лаптӑк ҫӗре аукцион ирттермесӗр йӳнӗ хакпа хӑйӗн пӗлӗшне тата тӑванне сутнӑҫи тунӑ. Кайран ҫав лаптӑкран пӗрне 2021 ҫулта сутса янӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫав ҫын хыснана 3 миллион та 378 пин тенкӗлӗх тӑкак кунӗ.

Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе район судне ярса панӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тӳре-шара каллех халӑхпа тӗл пулса калаҫма тытӑнӗ. Пӗрлехи информаци кунӗсене пирӗн республикӑра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ирттермен. Халӗ ҫав йӑлана тепре чӗртсе тӑратас тенӗ.

Пӗрлехи информаци кунне ирттерме пӑрахнине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта кӑшӑлвирус алхаснипе сӑлтавланӑ.

Ҫывӑх вӑхӑтра тӳре-шара ҫынсемпе нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тӗл пулӗ. Вӗсенче пур муниципалитетпа хула округне пырса тивекен ыйтусемпе пӗрлех вырӑнти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явӗҫ. «Патӑрьел муниципалитет округӗнче халӑха пӗр ыйту пӑшӑрхантарма пултарать, Етӗрнере — тепри», — палӑртса хӑварнӑ Олег Николаев Элтепер.

 

Политика
Николай Максимов страницинчен илнӗ скриншот
Николай Максимов страницинчен илнӗ скриншот

Чӑваш Енри паллӑ журналист тата писатель Николай Максимов суйлав умӗнхи кампанире хӑйне вӑхӑтлӑха журналистикӑна таврӑнма ыйтнӑ.

Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пултаруллӑ калем ӑстине пӗтӗм вӑйран ӗҫлеме сӗннӗ. «Ҫук, атьсемӗр, ҫук! Ӗҫленӗ ӗнтӗ. Сивӗнтӗм, ӗненме пӑрахрӑм. Ура ҫине тӑма пулӑшнисем влаҫа килсен те вӗсем унчченхисем пекех ейкеленчӗк ҫынсем пулни ҫиеле тухать. Унтан та ытларах — сана тӑшманран та ытларах варалама тытӑнаҫҫӗ», — пытарман чунри пӑшӑрханӑвне Николай Максимов.

Поста вуланисенчен пӗри, Николай Павловский, влаҫпа ҫыхӑнмалла мар тесе комментари ҫырса хунӑ. Теприсем килӗшме сӗнеҫҫӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ

Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ҫемҫе пукана пушатнӑ. Элӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Морозов вырӑнти Депутатсен пухӑвне хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ.

Самай май каласан, ӗнер эпир Ҫӗмӗрлери Валерий Шигашев ӗҫрен кайни пирки хыпарланӑччӗ. Шигашевпа танлаштарсан, Сергей Морозов пуҫлӑх тилхепине 2 уйӑх ҫеҫ тытса пынӑ.

Элӗк муниципалитет округне илсен, пуҫлӑх тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумне Лидия Никитинӑна шаннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/4838
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев ӗҫрен кайма йышӑннӑ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнче маларах пӗлтерни тӑрӑх хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗсем унччен пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ.

Халӗ Валерий Шигашев, чӑн та, ӗҫне пӑрахнӑ. Вӑл халӑхпа ҫывӑх пулма тӑрӑшни аван сисӗнетчӗ, критикӑна та тивӗҫлипе йышӑнма пӗлни туйӑнать.

Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха Эдуард Васильев пурнӑҫлӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ скриншот
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ скриншот

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри министрсем чӑвашла челлендж ирттерме йышӑннӑ. Тӗнче тетелӗнчи ырӑ акцие республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче пуҫарса янӑ.

Вӑл унччен пӗр кун республика Элтеперӗ Олег Николаев наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварассипе канашлу ирттернине пӗлтернӗ май чӑваш чӗлхи хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн, ҫемйин чӗлхи пулнине палӑртнӑ.

«Шел те, эпӗ хамӑн ачасемпе чӑвашла калаҫмастӑп. Юсанма вӑхӑт. Ҫитменнине тата чӑвашсем ҫинчен каласа кӑтартмалли нумай. Чӑвашсем чи юрӑллӑ-кӗвӗллӗ халӑх пулнине эсир пӗлнӗ-и? Юрламан е пӗр-пӗр музыка инструменчӗпе калама пӗлмен ҫынна хисеплемен», – тесе ҫырнӑ министр «Контактра».

Дмитрий Краснов «#говорюначувашском», «#поюначувашском» челлендж пуҫарса ярассине пӗлтернӗ; видео, аудио ҫырса илсе маларах асӑннӑ хештегсемпе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӑй вӑл чӑвашла ваттисем сӑмахӗсене ҫырса илнӗ.

Эстафетӑна Дмитрий Краснов ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall609844792_1231
 

Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗр заместительне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Министерствӑри пысӑк вырӑнпа Сергей Фролов сывпуллашнӑ. Унта вӑл 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ, унтан — ахаль заместитель. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх службинче тимлеме пуҫӑниччен вӑл ял хуҫалӑх культурисем туса илекен организацире ӗҫленӗ.

Паян Сергей Артамонов министрӑн икӗ заместитель: Инна Волкова (пӗрремӗш ҫум) тата Ольга Кудрявцева.

 

Политика

ЧР Элтеперне Олег Николаева 6 ҫын пулӑшса пырӗ. Улттӑмӑшне ҫак кунсенче ҫирӗплетнӗ.

Унччен Элтеперӗн 5 пулӑшуҫӑ пулнӑ. Халь ку должноҫе тепӗр ҫынна, Наталья Камаевӑна, ҫирӗплетнӗ. Унччен ҫутҫанталӑк министрӗн пресс-секретарӗ пулнӑскер пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче "PRОФИ" пиарщиксен конкурсӗнче "Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем" номинацире мала тухнӑ. Ҫапла халӗ Олег Николаевӑн 6 пулӑшуҫӑ: Иван Даренков, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Олег Моляков тата Иван Филиппов.

 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, ... 272
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.06.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 30

1898
126
Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ.
1923
101
Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ