Патшалӑхӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем тава тивӗҫлӗ ятсене час-часах тивӗҫеҫҫӗ тесен те йӑнӑшмастпӑр пулӗ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята халӗ Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторне Светлана Чикмяковӑна панӑ.
Ҫак хӗрарӑм 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2002-2005-мӗш ҫулсенче вӑл асӑннӑ хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, тӗп редакторӑн заместителӗнче-яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче редактор пулса тӑрӑшать.
Вӑл А. Емельянов ячӗллӗ преми лауреачӗ те пулса тӑнӑ. Ӑна республикӑн Патшалӑх Канашӗн тата РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотисемпе те чысланӑ.
Чӑваш Енре тата тепӗр пуҫлӑха ӗҫрен кӑларнӑ.
«Чӑваш Республикин Общество палатин аппарачӗ» хысна учрежденийӗн ертӳҫине Артём Йовенкӑна ӗҫрен хӑтарнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Артём Романовича ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен.
«Чӑвашэнерго» ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнченпе хуҫасӑр. Унччен ку тивӗҫе Андрей Константинов пурнӑҫланӑ.
Директор пуканне йышӑнакан халӗ тупӑннӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫе Илья Ионочкин йышӑннӑ. Вӑл унччен Строительство министерствинче 2 ҫул ӗҫленӗ, министр ҫумӗ пулнӑ. Малтан «Россети Северный Кавказ» ятарлӑ проектсен дирекцийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2020 ҫулта «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсра ҫӗнтернӗ.
Министерствӑра Илья Ионочкин утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ конкурс ирттернӗ. Иккӗшӗ те вакансисемпе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ пулма кадр резервне палӑртма йӗркеленӗ конкурсра икӗ кандидата суйласа илнӗ: центрӑн хальхи директорне Елена Волковӑна тата Валентина Якутенока. Ҫав хӗрарӑм хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Ленин районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорне суйламалли конкурс вара пулса иртмен — кандидатсем пулман-мӗн.
Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗн заместителӗ пулса тӑрӑшнӑ Сергей Тоцкие ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов паян, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер: Сергей Иванович ҫак должноҫе 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ.
Сергей Тоцкий Удмурт Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн заместителӗнче, унччен асӑннӑ регионти вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тӗп врачра ӗҫленӗ.
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан Раиса Урядова 100 ҫул тултарнӑ. Хура-шурне нумай курнӑ кинемее тӳре-шара саламланӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Вологда облаҫӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Ҫурҫӗр флотӗнче матрос пулнӑ, икӗ хут аманнӑ. Ӑна 1944 ҫулта демобилизациленӗ.
Раиса Урядова "Химпромра" 40 ҫул ытла снабжени уйрӑмӗнче инженерта ӗҫленӗ.
Мӑшӑрӗпе вӗсем 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов паян ӗҫрен кайнӑ. Кун пирки вӑл "Контактра" халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Александр Осипов ку должноҫре 2017 ҫултанпа ӗҫленӗ. Унччен вӑл "Сӗнтӗр" ЯХПКра тӗрлӗ должноҫре, общество тата коммерци организацийӗсенче, Шупашкар хула администрацийӗнче тӗп специалистра, "Спартак" спорт шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе кӳлӗнӗ. Культура учрежденийӗнчи пуҫлӑх тилхепине Елена Николаевӑна тыттарнӑ.
Елена Николаева 2011 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче директорта ӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вара директор пулса унччен Юрий Владимиров тӑрӑшнӑччӗ. Ӑна ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ.
«Республикӑн пӗрлехи заказчик служби» хысна учрежденийӗн директорне Инна Пронинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ хысна учрежденийӗ Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнать.
Тин кӑна ЧР промышленноҫпе энергетика министрне Александр Кондратьева ЧР тава тивӗҫлӗ энернетикӗн ятне пани пирки пӗлтернӗччӗ. Министр ав хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайма та ӗлкӗрнӗ.
Александр Кондратьев утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен министр пулмӗ. Унӑн тивӗҫӗсене хальлӗхе пӗрремӗш ҫумӗ Борис Марковцев пурнӑҫлӗ.
Аса илтерер: Александр Кондратьев 37 ҫулта, вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе прмышленноҫпе энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе вӑл министр пуканне йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |