Чӑваш Енӗн Хисеп грамотипе тата тепӗр виҫӗ ҫынна чыслама йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — «Чувашгосснаб» общество директорӗ Валерий Антонов.
Арҫын Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче 1965 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫ биографине Хӗвелтухӑҫӗнче, Петропавловск-Камчатск хулинче,карап механикӗнчен пуҫӑннӑ. Унта вӑл темиҫе профессие ылмаштарнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан «ТАВ» фирмӑра юрисконсультра тӑрӑшнӑ, унтан пуҫлӑх пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Хисеп грамотине ҫавӑн пекех Президент пепкелӗх центрӗн акушер центрӗн заведующине Татьяна Дерипаскӑна тата Шупашкарти электромеханика колледжӗн директорӗн заместительне Ольга Кузнецовӑна пама йышӑннӑ.
Юр нумай ҫунӑ хыҫҫӑн Шӑмӑршӑ округӗнчи Хӗрлӗ Васан ялӗ ҫулсӑр, ҫутӑсӑр юлнӑ темелле. Ялта – 16 кил, пӗтӗмпе 37 ҫын пурӑнать. Вӗсем ҫанталӑк тыткӑнне лекнӗ пекех пулса тухнӑ.
Ҫынсем ҫула тасатман тесе халӑх тетелӗнче ҫӑхав ҫырнӑ. Юр нумай ҫунине пула урамри 6 юпаран виҫҫӗшӗнче ҫутӑ ҫунман. Ҫӑхав хыҫҫӑн райцентртан электриксене янӑ, вӗсем ҫунса кайнӑ лампӑсене улӑштарнӑ.
Кӑштахран ҫула та юртан тасатнӑ. Вырӑнти тӳре-шара тунман: юр нумай ҫунӑ вӑхӑтра лару-тӑру ҫивӗчленнӗ, юра тасатса ӗлкӗреймен. Темиҫе кунран трактор мӗнпур яла ҫитнӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче вырнаҫнӑ коммерци организацийӗн гендиректорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тытарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, организаци счёчӗ ҫинче укҫа пур пулин те 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен пӗр ӗҫчен умӗнче ӗҫ укҫипе 250 пин тенкӗ парӑм пухса янӑ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин вице-спикерне Анна Кузнецовӑна чӑваш юмахӗсен кӗнекине парнеленӗ.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Ҫемье ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта республикӑри 300 ытла ҫемье пуҫтарӑннӑ. Тӳре-шара та пулнӑ: Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова, Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Анна Кузнецова.
Мероприятие хутшӑннӑ Чӑваш кӗнеке издательстви Анна Кузнецовӑна чӑваш халӑх юмахӗсен «Ключи от счастья» кӗнекине парнеленӗ.
Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин «Республикӑри пӗрлехи заказчик служби» хысна учрежденине Олег Белов ертсе пырӗ.
Олег Георгиевич 2013-2014 ҫулсенче «Дорэкс» предприятин директорӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ, унтан ӑна Шупашкар хулинчи ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленине ертсе пыма шаннӑ. Унта 2022 ҫулхи ака уйӑхӗччен ӗҫленӗ, кайран «Моргаушское» МУПа ертсе пынӑ.
Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ят кирлӗ-и? Ҫакна сӳтсе явнӑ вӗсем.
«Паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем общество шухӑшлавне йӗркелесе тата пулӑмсене профессионал пек ҫутатса пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйсен хисеплӗ ят ҫук. Лайӑххисенчен чи лайӑххисене «ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят параҫҫӗ», - тесе ҫырнӑ Леонид Черкесов телеграм-каналӗнче. Тӗлпулура тӗп редакторсен ку тӗлӗшпе пӗр шухӑш ҫукки палӑрнӑ.
Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли полномочиллӗ элчин ҫумӗ пулнӑ Денис Зибарева ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
Денис Борисовича ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине документра пӗлтермен.
Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче — Спот министерствинче.
Республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Александр Степанова ҫирӗплетнӗ.
Александр Васильевич унччен Чӑваш Енӗн Граждан оборонин тата инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитетӗнче председателӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти общежитисенчен пӗри ишӗлме тытӑннӑ. Кун пирки унта сакӑр ҫул пурӑнакан хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче виҫӗ видео вырнаҫтарнӑ. Вӑл ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфир ирттернӗ чухне ҫыру та ҫырса янӑ. Ҫурт маччи тата кирпӗч стенасем ишӗлеҫҫӗ, стенасем кӑвакарса ларнӑ, электропӑралук япӑхса кайнӑ иккен. Тӗрлӗ инстанцие ҫӑхавланин усси пулман-мӗн.
Асӑннӑ ҫуртпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва Раҫҫей Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин тӗрӗслесе тӑрӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ темиҫе улшӑну пулса иртнӗ. Вӗренӳ министрӗн ҫумне ҫирӗплетни пирки эпир унччен пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ-ха.
Республика ертӳҫи Олег Николаев промышленность тата энергетика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Александр Голубева ҫирӗплетнӗ.
Александр Голубев 2015 – 2017 ҫулсенче Омск облаҫӗнчи хысна учрежденийӗсенчен пӗринче ертӳҫӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, 2017-2019 ҫулсенче вӑл унти бюджет учрежденийӗсенчен пӗринче директорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2019-2021 ҫулсенче Ставрополь крайӗнче «Россети Северный Кавказ» обществӑра ятарлӑ проектсен дирекцине ертсе пынӑ. 2021-2022 ҫулсенче «Чӑвашгаз» предприятире директорӑн ҫумӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |