Куславкка округӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал ҫумӗнче ҫитес ҫулсенче «Ҫӗнтерӳ чиккисем» парк» мегапроект пурнӑҫа кӗрӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Ҫапла майпа, Олег Алексеевич пӗлтернӗ тӑрӑх, мемориал концепцине малалла аталантарӗҫ. Унта ҫӗнӗ экспозици тӑвӗҫ, часавай хӑпартӗҫ, усӑ курман ҫар техникине вырнаҫтарӗҫ.
Аса илтерер: «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориала 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ.
Ӗнер Вӑрнар округӗнче Чӑваш Ен Правительствин кунӗ иртнӗ. Республика Элтеперӗ ӗҫлӗ ҫулҫӳреврен таврӑннӑ хыҫҫӑн округра ҫитес вӑхӑтра шӑнтнӑ фри ҫӗрулми кӑларма тытӑнассине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк ҫурӑ каялла чипс кӑларма тытӑннӑ, Комсомольски округӗнче темиҫе ҫул каялла ҫӗрулмине типӗтме пуҫланӑ.
Палӑртмалла: хальхи вӑхӑтра Вӑрнар округӗнче 13 инвестици проектне пурнӑҫлама хатӗрленеҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 2,3 миллиард тенкӗлӗх.
Ӗнер строительство министрне Михаил Коледана ЧР Элтеперӗ шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ ведомствӑна вӑхӑтлӑха ертсе пыракан ҫынна палӑртнӑ: вӑл – строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Владимир Максимов.
Аса илтерер: ведомствӑра прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. «На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн Раҫҫей Строительство министерстви министра ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ имӗш.
Палӑртса хӑварар: Владимир Максимов 1985 ҫулта Вӑрмар тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗлле ЧПУра «Бухгалтери учечӗ, анализ тата аудит» специальноҫпе вӗреннӗ.
ЧР строительство министрне Михаил Коледана ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва паян алӑ пуснӑ.
«Чеб.ру» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн министра ӗҫрен кӑларма ыйтса РФ Строительство министерстви ыйтнӑ.
Палӑртмалла: Михаил Коледа ведомствӑна 2023 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Унччен ку должноҫе Павел Данилов йышӑннӑ. Ӑна 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Мускавра тытса чарнӑ.
Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче республикӑра муниципалитетсенче Правительство кунне ирттерме тытӑнӗҫ. Старт – Улатӑр тата Пӑрачкав округӗсенче.
Элтепер Олег Николаев ӑнлантарнӑ тӑрӑх, округри управлени командисемпе пӗрле аталану пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухӗҫ, Чӑваш Республикин 2030 ҫулчченхи социаллӑ экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине пурнӑҫламалли плана хатӗрлӗҫ.
Кӑҫал пӗрремӗш кварталта республикӑрт мӗнпур округра Правительство кунӗсем иртӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Эфир 12 сехетре пуҫланӗ.
Олег Алексеевич Ҫырупа пиллӗкмӗш хут тухӗ. Элтепер хӑйӗн-телеграм каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хальхи вӑхӑтра текстпа ӗҫленӗ.
Трансляцие Элтеперӗн телеграм-каналӗнче, Наци телекуравӗн тата радиовӗн эфирӗнче ӗҫленӗ. Эфир вӑхӑтӗнче ҫынсем экран ҫинчи куар-кода сканерласа Ҫыру пирки хӑйсен шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Вӗсене Олег Николаев тишкерме, хӑйӗн ӗҫӗнче усӑ курма шантарнӑ.
ЧР Элтеперӗн Ситуаци центрӗн пуҫлӑхне палӑртнӑ. Ку пукана Сергей Иванов йышӑннӑ.
Сергей Игоревич 2008 ҫулта Шупашкарти электромеханика колледжне пӗтернӗ, унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. Професси карьерине 2001 ҫулта электромонтер пек пуҫланӑ. Кайран информаци технологисен тытӑмӗнче ӗҫленӗ – программист пулнӑ. Харпӑр усламҫӑ пек те ӗҫленӗ вӑл. Хальччен Сергей Иванов Нумай функциллӗ центрта директор ҫумӗ пулнӑ.
ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ пур. Вӑл – Алексей Степанов.
Ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ – 50 ҫулта. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан ФСБ структуринче ӗҫленӗ. Алексей Степанов Иван Даренков вырӑнӗнче пулӗ. Вӑл та ФСБра ӗҫленӗ.
Халӗ Олег Николаевӑн – 6 пулӑшуҫӑ: Алексей Степанов, Наталья Камаева, Марина Кудрявцева, Николай Михопаров, Алексей Петров, Александр Шкредов.
Республикӑра 2025 ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче, кӑрлач, уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 18 ача кун ҫути курнӑ.
Чи пӗрремӗш ҫуралнӑ пепке – арҫын ача, вӑл –Ҫӗмӗрлерен. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче пӗтӗмпе 9 хӗрача тата 9 арҫын ача кун ҫути курнӑ.
Кӑҫал чи малтан ҫуралнӑ ачасене тата вӗсен амӑшӗсене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче саламланӑ, пепкесене сывлӑхлӑ ӳсме суннӑ.
Шупашкарта кӗҫех ҫӗнӗ маршрут хута ярӗҫ. Вӑл 13-мӗш номерлӗ пулӗ. Маршрут Улатӑр ҫулӗпе ЖБК-9 ҫыхӑнтарӗ. Йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Кун пек маршрута уҫма хула ҫыннисем ыйтнӑ. Владимир тӑвӗ ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ ҫурт хута янипе унтан иртсе ҫӳрекен автобуссем кирлине палӑртнӑ вӗсем. 13-мӗш маршрут уҫӑлсан та ытти автобус линире ҫав схемӑпах ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |