Ҫӗнӗ Шупашкарти общежитисенчен пӗри ишӗлме тытӑннӑ. Кун пирки унта сакӑр ҫул пурӑнакан хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче виҫӗ видео вырнаҫтарнӑ. Вӑл ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тӳрӗ эфир ирттернӗ чухне ҫыру та ҫырса янӑ. Ҫурт маччи тата кирпӗч стенасем ишӗлеҫҫӗ, стенасем кӑвакарса ларнӑ, электропӑралук япӑхса кайнӑ иккен. Тӗрлӗ инстанцие ҫӑхавланин усси пулман-мӗн.
Асӑннӑ ҫуртпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва Раҫҫей Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин тӗрӗслесе тӑрӗ.
ЧР Элтеперӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче тӳрӗ лини ирттернӗ вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ыйту янӑ. Вӗсен ҫурт стени ҫурӑлса кайнӑ. Ҫынсем управляющи компанипе кӗрешсе ывӑннӑ-мӗн. Вӗсем хӑйсен укҫипе экспертиза тутарнӑ. «Ҫурт ҫынсемпе пӗрле йӑтӑнса анасса кӗтеҫҫӗ-и?» - тенӗ унта пурӑнакансем.
Республикӑри патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ ку ыйтӑва сӑнаса тӑрать. Ҫурт – общежити, ӑна 1967 ҫулта хута янӑ. Унта пӗтӗмпе 161 хваттер. Раштавӑн 22-мӗшӗнче лару иртмелле пулнӑ. Унта ҫурта авариллисен йышне кӗртмелле пулнӑ. Анчах «Никама пӑхӑнман экспертиза» организаци тунӑ отчетра кирлӗ даннӑйсем ҫук-мӗн. Ҫавӑнпа ларӑва куҫарма йышӑннӑ. Хӑҫана хальлӗхе паллӑ мар.
Ӗнер Шупашкарти «Университет-2» микрорайон пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫутта унти ҫуртсенче 17 сехет те 40 минутра сӳнтернӗ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Лукин тата Миначев урамӗсенчи нумай хваттерлӗ 12-14 ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ ҫуртсенчен чылайӑшӗнче уйрӑм газ кӑмакисем вырнаҫтарнӑ, вӗсем вара ҫутӑсӑр ӗҫлемеҫҫӗ. Апла пулсан, ҫутӑ сӳнсен хватерсенче ӑшӑ та пулмасть.
Росреестрӑн Чӑваш Енри упарвленийӗнче чи йӳнӗ хваттерпе чи хаклӑ хваттер хакне пӗлтернӗ.
2023 ҫулта пӗри 1 пин тенкӗпе хваттер туяннӑ. Куславккари 45 тӑваткал метрлӑ хваттере ҫав хакпа сутса яни ҫинчен регистрациленӗ.
Чи хаклӑ хваттере Шупашкарта сутса янӑ. 280 ытла тӑваткал метр лаптӑклӑ хваттере 43 миллион тенкӗпе сутса янӑ. Ҫав пурлӑх амӑшӗн пулнӑ. Ӑна ывӑлӗ сутнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти общежитисенчен пӗринче пушар тухнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем унта пурӑнакан виҫӗ ҫынна пулӑшнӑ.
Спутник-хулари Советски урамри 9-мӗш ҫуртра пушар кӑнтӑрла тухнӑ. Виҫӗ ҫынна: арҫынпа икӗ хӗрарӑма – эвакуаци ҫулӗпе тухма май килмен. Пушар тӑххӑрмӗш хутри секцисенчен пӗринчи пушӑ пӳлӗмре алхаснӑ.
Канаш муниципалитет округӗнчи Атнаш ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьешӗн ҫӗнӗ ҫурта куҫни Ҫӗнӗ ҫул парни пекех пулнӑ. Вӗсене патшалӑх 4 миллион та 600 пин тенкӗпе 2 хутлӑ ҫурт туса панӑ. Пӗтӗмпе – 108 тӑваткал метр.
Ольга Леонтьева 6 ачана пӗччен ӳстерет: 4 ывӑл та 2 хӗр. Ҫӗнӗ ҫурчӗ халӗ шкултан инҫех мар. Ку вӗсене пушшах те савӑнтарать.
Ҫуртра пӳлӗмсем, пысӑк тӗпел, ваннай, туалет, прихожӑй пур. Йӑлтах хӑтлӑ та илемлӗ.
Чӑваш Енре федераци пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ культура объектне упрамаллисен шутне кӗртнӗ. Ҫавӑн пирки Чӑваш Енӗн Культура министерствин приказӗсемпе ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ документра – XVII-XVII ӗмӗрсенчи «Троицки мӑнастирӗ» ансамбле кӗрекен 4 объект.
Ҫав шутра – Федор Стратилатӑн чиркӗвӗ, Толгски турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ, Троицки собор, чиркӳ ҫыннисене апатланмалли ҫурт. Вӗсем пурте Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене кӳршӗ-аршӑпа строительсем канма кансӗрлесрен саккун йышӑннӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ саккунра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче 23 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен шавлама юрамасть. Строительствӑпа монтаж, юсав ӗҫӗсене 20 сехетрен пуҫласа 8 сехетчен пурнӑҫлама юрамасть.
Шӑматкунпа вырсарникун тата уяв кунӗсенче 22 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен шавламалла мар. Строительствӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫе 19 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен пурнӑҫлама чарнӑ.
13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен те шавламалла мар.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине – раштавӑн 31-мӗшӗнче 22 сехетрен пуҫласа кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче 4 сехетчен – шавланӑшӑн явап тыттармӗҫ.
Элӗк муниципалллӑ округӗнчи Ҫулавӑҫри Виталий Самохвалов сусӑр пулин те пуҫ усмасть.
65 ҫулти арҫын икӗ урасӑр. Чире пула малтан унӑн пӗр урине татнӑ, тепӗр 7 ҫултан – теприне. Апла пулин те арҫын пуҫ усмасӑр малалла ӑнтӑлать. Паян вӑл вутӑ та ҫурать.
«Кил хуҫалӑхӗнчи пур ӗҫе те парӑнтарать. Вӑл пӗчченех вутӑ татса ҫурма пултарать. Ҫурт-йӗр те хӑпартать Виталий Аркадьевич. Хӑй вӑхӑтӗнче чирленӗ чухнех илемлӗ ҫурт тӑвассипе тимленӗ. Ӑна пӗчченех кирпӗчрен купаланӑ. Халӗ ку ҫуртра ҫемьепе пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи ачисене пулӑшма та вӑй-хал ҫитерет. Ольга хӗрӗ кил-ҫурт ҫавӑрнӑ ҫӗре хутшӑннӑ», – ҫырса кӑтартнӑ пуҫ усман арҫын ҫинчен «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатра Елена Иванова.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн ытларах тӳлеме тытӑнӗҫ.
Республикӑн Правительстви ҫав хака 2024 ҫултан ӳстерме йышӑннӑ, малашне 1 тенкӗ те 92 пус ытларах тӳлеме пуҫлӑпӑр. Ку вӑл пӗр тӑваткал метршӑн.
Аса илтерер: асӑннӑ тӳлев виҫи хваттер виҫинчен килет.
Лифтсемсӗр ҫуртсенче пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 9 тенкӗ 22 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, лифтсемлӗ ҫуртсенчисем пӗр тӑваткал метршӑн — 10 тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |