Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пирвайхи юратуЙĕрсем çухалмаççĕХĕрес хывнă хĕвелКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеСӳнми хĕлхемВатă чĕре — çамрăк чунКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке

Юрлам сан ятна...


Пехет те пехил атте кил-çуртне,

Мухтав та тивлет суха кассине.

Эп чупнă кунта çарран ачаран,

Вылянă шух пуç, юлман тантăшран.

 

Çӳренĕ хирте кĕтӳ хыçĕнчен,

Тыр вырнă хастар, тара ӳкиччен.

Юрланă хавас каçхи вăйăра,

Ташланă йăлттам туйра та çуйра.

 

Сăвап ĕмĕре анне çăкăрне,

Сăвап ĕмĕре анне тăварне.

Таяп умăрта паян пуçăма,

Çутатăр ялан умри çулăма.

Çăлкуçăм, сăпкам — эс, Кипеккасси —

Ачалăх юрри, хуркайăк сасси...

Пиллем эп сана чунри мулăма,

Юрлам сан ятна чунри юррăма.

Ăс укçăна çĕнтерет


Паллă ĕнтĕ: пуянни —

Мулне шанса пурăнать;

Çăкăр çитти-çитменни —

Чеелĕхпе ĕç тăвать.

 

Пуян: «Хамран пиçмесен,

Маншăн укçа тăвать», — тет.

Çукки: «Чипер май килсен,

Эпĕ ç(и)еле тухăп», — тет.

 

Чылай чухне, чăнах та,

Пуян çынсем мулпах та

Самай хăртаç этеме:

Хĕн вĕсене çĕнтерме!

 

Ну, тепĕр чух пай тупаç

Хăшсем те çук çынсенчен:

Чавса таран лăп лартаç

(Умран мар, хуть - хуçĕнчен)!

 

Сăмах çине пĕр юмах

Чĕлхе вĕçне килчĕ ман.

Пуçлама çеç пит хăйсах

Каяймастăп-ха малтан. (...)

 

Пурăннă, тет пĕр ялта

Пуян çынпа ун матки.

Укçи те пур путвалта,

Хырăмĕ те тем тачки.

 

Тăват ывăл, виçĕ кин

Пулнă-мĕн ку кил хуçин.

Тата ӳсет пĕртен-пĕр

Марье ятлă яштак хĕр.

 

Кĕçĕн ачин, Петрин те,

Мăшăр тупма çул çитет.

Кирлĕ пулин, Марйин те

Пĕвĕ-сийĕ çитĕнет.

 

Петри те хĕр пăхкалать,

Ку та качча пуçтарнать.

Малалла

Турра шĕкĕр!


Кунĕ пачах ĕнерхи пек пуçланмарĕ. Лаçран тĕтĕм тухать. Арăм виç-тăват чашăк хатерленĕ. Сысна пусмалла-çке! Хĕл каçипе мĕн хатĕрленине йăлт çисе ячĕ. Пĕлтĕр пилĕк-улт арçынна чĕннĕччĕ те, часах майласа пачĕç. Кăçал та чĕнме пулатчĕ-ха. Çыннисем те килте, те кил-те мар терĕм. Çынна тата пăхмалла-çке. Çитермелле. Çитермеллинчен ытла ĕçтермелле. Хамăртан кил урлă пурăнакан Меркурчă персе парсан ывăл ачапа иксĕмĕрех тирпейлеттемĕрччĕ-ха. Меркурчă та пĕр стаканпа çырлахмасть. Пĕрре кăтартсан кунне вуннă та пырать. Çумне чиксе каять тата.

Арăм мăкăртатса çӳренине итлес килмерĕ. Меркурчă патне кайрăм. Килтехчĕ. Пукан çинче вăрăм кунчаллă резина атă тăхăнса ларатчĕ. Хăраххине тăхăннăччĕ-ха. «Сысна персе пар-ха?» — терĕм. «Халь пулла кайма хатĕрленнĕ те...» — терĕ вăл сӳрĕккĕн. Унтан пуçне яшт çĕклерĕ те: «Пăшал парса хăваратăп. Хăв та...»

Меркурий мана пăшал тата икĕ патрон пачĕ.

— Ку кайăк кăвакал тытмалли, ку упана пемелли, — ăнлантарчĕ сунарçă.

Пирĕн сысна ашĕ, тĕрĕссипе каласан, паха пулмалла. Çуркунне йĕркеллĕ кастарнă. Вăн Уçăп Ваççин мăнăскер... Пĕр çăмартине касаймарĕç. Ни ӳсмест.

Малалла

Çеçке çурать аху тусем çинче...


Çеçке çурать аху тусем çинче,

Çулла килет, çиçет тĕнче!

Кăвак тумне уртать тайга,

Çеçен уйра сикет сайха.

Çӳлте-çӳлте тăри юрлать,

Ура хуçса чакак ташлать.

Уйлатăп та — яла курап,

Ача эп халь — çарран чупап...

— Чĕппи тухать, асту, — тесе,

Анне калать пек хĕрхенсе.

Эс ман — çырма-çатраллă, ват вăрманлă...


Эс ман — çырма-çатраллă, ват вăрманлă,

Кăтра уй-хирлĕ, пыл сапан çаранлă...

Ялан умра эс, ман Тăван çĕршывăм —

Анне-атте Çĕршывĕ — Чăвашстанăм.

Темле терте тӳсме те хатĕр саншăн —

Сенкер çăл пек шаркан чечен юррушăн,

Ютпа хаяр, туспа ачаш чĕлхӳшĕн,

Пин-пин çулхи асамлă хĕм тĕррӳшĕн.

Ӳкес пулсан — çут çăлтăр пек çуталăп,

Чĕрем çумне тытса сана ыталăп.

Ман панă антăм, юррăм та сăмахăм

Çиçсе хĕмленĕ вутăн та ахахăн.

Килес ăрун чунне хĕртсе çунтарĕ,

Сим пек, нар пек ун пулĕ пархатарĕ.

Ялан асра, ялан умра эс манан —

Сăрнай сассиллĕ савнă Чăвашстанăм.

Шеллетĕп


Шеллетĕп эп, таçта йĕрсен ача —

Ăна такам хăратнă, кӳрентернĕ,

Тен, кӳмине çӳл хĕррине тӳнтернĕ,

Тен, çил тусанĕ кĕнĕ пуль куçа...

 

Курак чĕппи ӳксессĕн йăваран,

Шеллетĕп. Хураскер те пурăнасшăн!

Вăл савăнмасть-им амăшĕ пулсассăн,

Шур пĕлĕт айĕнче йăви пулсан...

 

Шеллетĕп эпĕ хуçăк хурăна —

Хăрса вăл типĕ, пулмĕ ярапаллă.

Çапла нумай салтак çухатнă алă,

Вăрçа кайса çухатнă вăл ăна...

 

Шеллетĕп эп пĕччен хĕрарăма —

Пулнах-и упăшки, пулман-и — пурпĕр.

Хул урлă выртнă пурçăн тутăр

Ăшăтаймасть пуль çав çанçурăма...

 

Шеллетĕп эпĕ иртнĕ пурнăçа,

Пĕлсех те пурăнманшăн кулянатăп.

Хыçа пăхатăп та мала каятăп —

Усас килмест-ха утмăлти пуçа.

 

Хама эп шеллеместĕп — мăшăра —

Ăна хăш чух, тен, йăнăш кӳрентернĕ,

Çула тухма чуман лаша кӳлтернĕ

Хĕлле, тăман вĕçтернĕ вăхăтра?..

Çул çинче


Утрăм-утрăм — çул пĕтмерĕ,

Вăй кăна чакать утма.

Тĕрлĕрен каçми-кĕперĕ,

Тĕрлĕ калаçать çырма...

 

Тĕрлĕрен хули те ялĕ,

Çурчĕ тĕрлĕрен, урам...

Ырă çын сана хăналĕ,

Ыйтмĕ: «Ăçтисем?» е «Кам?»

 

Такампа такам паллашĕ

Çул çӳренĕ вăхăтра.

Пул тутар эс е чăваш-и —

Ырă çын тупать ырра.

 

Тутарта çуралтăм эпĕ,

Тав тăватăп тутара.

Хусан урлă эп çитетĕп

Ытарми Шупашкара.

 

Шупашкарĕ те ман хамăн,

Йышăнать мана Хусан.

Аслă çул çинче, чун, савăн,

Атăлпа ишсе хумхан!

 

Хăвăрт иртрĕ-çке çур ĕмĕр,

Пулĕ утмăл утнă май...

Çитĕ-ши чĕре вут-хĕмĕ —

Каласси çынна нумай.

 

Чаплă та пуян Çĕршывăм!

Çутатать хĕвел çула.

Çул çинче, юлташ, ан ывăн,

Ут салтак пек малалла!

Вăрçă кирлĕ мар!


Шавлă аслати кисретнĕ чух çĕре

Эп вуларăм çиçĕм çырăвне.

Асăрхаттарать-мĕн çав çыру пире:

Упрама хушать çĕр илемне.

 

Çиçĕмпе çырать хăватлă аслати,

Сыхлама хушать çĕрти мула:

«Тӳпене пăхса итле, ватти-вĕтти,

Ан çунтар çĕре эс — сухала!

 

Чуптăр кăткă, сиктĕр шăрчăк та пĕрле,

Кайăксем юрлаччăр ирĕкре,

Вăйăра янратăр тумрапа кĕсле...

Вăрçă юлтăр иртнĕ ĕмĕре!

 

Ӳстĕрех куккук çăкри, тăрна пăрçи,

Хĕвелтен вăй илтĕр сар хăмла.

Ан çунтартăр çĕр питне тĕнче вăрçи,

Ĕмĕре ан таттăр çамрăкла...»

 

Вăрçă вырăнне кĕрлетĕр аслати,

Çиçĕм çиçтĕр çумăра тăкса.

Асаматăн ылтăн-кĕмĕл кĕвенти

Килтĕрех тулли телей ăсса.

 

Сӳнес çук тĕнче, хĕвел, сенкер тӳпе!

Пĕлĕте пăхса итле, ватти-вĕтти:

«Вăрçă кирлĕ мар!» — тесе, çут çиçĕмпе

Вăйлăн ал пусать, ав, аслати.

Касмак


1

Пĕррехинче, ир-ирех, сар хĕвел Пĕрçырлан варĕнчен шуса тухса Вăрăм сăрт урлă каçиччен, Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ шари! çухăрни ял тăрăх сарăлчĕ.

Тем пулнă ĕнтĕ?

Çак хăрушă сасса илтсенех кашта çинче лăпкăн ларакан чăхсем пăрçа пек çĕре тăкăнчĕç, тарăхнипе пĕр ушкăна пуçтарăнса канаш турĕç те, ял çыннисене виçĕ кун çăмартасăр хăварас терĕç. Автансем вара, виççĕмĕш хут авăтма хатĕрленнĕскерсем, сассăр пулса тăчĕç.

Нума та вăхăт иртмерĕ, урам урлă, хул хушшине купăс хĕстернĕ кӳршĕ, Хăнтăр Юрки чупса каçрĕ.

Кам пĕлет: ялта те туй кĕрлет, те вăрçă пуçланнă?

Кая юласран хăрарĕ пулас, мăнтарăн.

 

2

— Эсĕ, мĕн, тĕлĕкрен тухса ӳкрĕн-и? — терĕ ăна курсан Кашкăр Йăванĕн юратнă арăмĕ.

Сăра курки илчĕ те Хăнтăр Юрккине çамкинчен çат! тутарчĕ.

Юрки, кил карти варринчи шăналăк çине сарса хунă, темĕнле симĕс тĕслĕ, хӳреллĕ, пулă е çĕлен-калта евĕр тăсăлса выртакан чĕр чуна, ват йăмра тавра тем кăшкăрса чупакан Кашкăр Йăванне, тăнне çухатиччен курса юлма ĕлкĕрчĕ.

Ку ĕç-пуç ăнсăртран пулса иртнĕрен Хăнтăр Юркки алăран тухса ӳкнĕ купăс çине лач! ларчĕ. Купăсĕ сысна çури евĕр нăрик! турĕ те шăпланчĕ. Хуçи вара, сиксе тăрса, пуçĕпе хапхана çапăнчĕ те çĕре лаплатса ӳкрĕ.

Малалла

Хапăс


Ĕлĕкех, революциччен,

Сĕнтĕкçырми ятлă ял

Чĕмпĕр кĕпĕрнийĕнчи

Кĕнĕ Атай вулăсне.

 

Ун чух Атай вулăсне

Чутай район кăна мар,

Çĕмĕрле районĕнчи

Кĕнĕ чылай пайĕ те.

 

Атай вулăс старшини,

Васильев хушаматлăскер,

Ятлă-сумлă старшина

Илнĕ тăрăхра хисеп.

 

Йĕркелеме ĕçсене

Тивнĕ чылай çĕрсенче.

Ĕçе пĕлсе тунăран

Шанса тăнă çак çынна.

 

Ĕçĕ нумай пулнăран

Çитмен вырăн хăварман.

Тума килти ĕçсене

Вăхăт та çитереймен.

 

Акă хайхи старшина

Тарçă тытнă тет килте.

Кирек мĕнле ĕçе те

Лешĕ тунă пит ăста.

 

Старшина тарçи иккен

Çĕмĕрле çывăхĕнчен.

Пулнă Хапăс ялĕнчен,

Палăрнă шӳтлес енпе.

 

Эс ăçтан тесе ыйтсан

Хуравланă самантрах:

— Эпир хамăр Хапăссем,

Хапăс енчи чăвашсем.

 

Ĕçлеме вăл ӳркенмен,

Тытнă ĕç сиксе вĕрет.

Шӳт тăвас, кулас тесен

Ĕç прахсах итлеттерет.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 647 648 649 650 651 652 653 654 655 ... 796